Шупашкарти пӗр шкулта ҫамрӑк чӳречерен сикнӗ. Унта ӑс пухакан ачасем каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ.
Ку паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре пулнӑ. Ҫамрӑка, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Ҫав ача 11-мӗш класра ӑс пухать, вӑл 17 ҫулта. Унӑн ашшӗ-амӑшне шкул директорӗ патне чӗнмелли сӑлтав тупӑннӑ: ҫамрӑк ӳсӗр-мӗн. Аслисем кун пирки калаҫнӑ хушӑра яш туалета тухма ирӗк ыйтнӑ.
Анчах унӑн пачах урӑх шухӑш пулнӑ иккен. Вӑл пӗтӗм вӑйран чупса пырса иккӗмӗш хутри чӳречерен сикнӗ. Кантӑк ҫӗмӗрӗлнӗ, каччӑ крыльца ҫине кантӑк ванчӑкӗсемпе пӗрле ӳкнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑксем пӑр ҫинче выляма шухӑшланӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ахальтен каламан ваттисем. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен.
Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет 35 минутра пулнӑ. Атӑл хӗрринче патрульте тӑракансем ултӑ ҫамрӑк пӑр катӑкӗсем ҫине кӗрсе кайнине, вӗсем унта вылянине асӑрханӑ. Пӑр катӑкӗ ҫинче тӑракан икӗ каччӑна юханшыв варрине илсе кайма тытӑннӑ. Кун пирки ҫӑлав станцине тӳрех пӗлтернӗ.
Пӑр ҫинчен теприн ҫине сикме май пур чухне ҫамрӑксене вӑрӑм патак тӑсса панӑ. Анчах лешсем хытса тӑнӑ, мӗн тумаллине пӗлмен. Юрать, пӑр катӑкне ҫыран хӗрринерех шутарма май килнӗ. Ҫапла ҫамрӑксем ҫӑлӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн преподавателӗсене ал вылявӗн чӗлхине вӗрентесшӗн. Сурдокуҫару чӗлхи вӗсене студентсемпе ӗҫлеме кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аслӑ шкулӑн воспитани тата социаллӑ ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ, пӗтӗмӗшле вӗренӳ дисциплинисен кафедрин преподавателӗ Надежда Сергеева психолог «Хыпар» издательство ҫуртне пӗлтернӗ тӑрӑх, ку проекта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хута ярас шухӑш пур. Япӑх илтекен ачасем йышлӑн вӗренме кӗрсен вӗсемпе ӗҫлеме пултармалла. Аслӑ шкулта хӑлха илтмен ачасем валли аппаратура пур-ха, ҫапах та ял хуҫалӑх академийӗ унпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Хӑлха начар илтекен ачасене вӗренме мӗнпур услови туса парасшӑн.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче аслӑ шкулта «Я слышу тебя» (чӑв. Эпӗ сана илтетӗп) проект хута янӑ. Унӑн пӗрремӗш занятине чечек ҫыххи хатӗрлеме вӗрентекен ӑсталӑх класӗ евӗр йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри хӗре Мускаври хваттерте читлӗхри пек усранӑ. Мускавра ҫуралса ӳснӗ арҫын ӑна унтан кӑларса яман. Арҫын чӑваш хӗрне пӗрмай мӑшкӑлланӑ. Кун пирки www.mskagency.ru порталта пӗлтернӗ.
Чӑваш Енрен Мускава кайнӑ 20 ҫулти хӗре Мускаври пӗр пульницӑн нейрохирурги уйрӑмне илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланни, пуҫ мими чӗтренни паллӑ. Кӗлетки ҫинче пӗҫертнӗ, каснӑ вырӑнсем пулнӑ.
Хӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа акан пуҫламӑшӗччен ӑна Мускавра пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 26-ри арҫын хваттерте усранӑ. Вӑл хӗре мӑшкӑлланӑ вӑхӑтра вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем ӗҫтернӗ.
Полицисем ҫав арҫынна хваттерӗнче тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Студентсен ТЭФИ» конкурсра пирӗн ентеш Дарья Никонорова ҫӗнтернӗ. Финал ака уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче Дон ҫинчи Ростов хулинче иртнӗ.
Дарья Никонорова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче журналистика уйрӑмӗнче вӗренет. Вӑл конкурсра «ылтӑн» диплома тата парнене тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен ТЭФИ» телекурав конкурсне Раҫҫей телекурав академийӗ ирттерет. Кӑҫал унта 55 аслӑ шкултан 359 ӗҫ ҫитнӗ.
Пирӗн ентеш «Пысӑк Ҫулҫӳрев» проектпа «Телекурав программин\фильмӗн продюсерӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Мала тухнисене паллӑ журналистсем чысланӑ: Андрей Максимов, Арина Шарапова, Дмитрий Дибров, Вадим Такменев, Елена Афанасьева.
Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.
Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ. Ара, ачасем сахалланчӗҫ, шкул алӑкӗ уҫӑлма пӑрахрӗ.
Ялта – пӗр лавкка. Унта ӗҫе кӗреймӗн, сутуҫӑсем пур. Клубра та ваканси ҫук. Унччен тирпейлӳҫӗ, клуб ӗҫченӗн, кочегарӑн вакансийӗсем пулнӑ. Халӗ ку тивӗҫсене пӗр ҫын пурнӑҫлать. Вулавӑш та пурччӗ. Шел, вӑл хӑҫан ӗҫлеме пӑрахнине хальхи ӑру астумасть те.
Тата ӑҫта ӗҫлеме пулать-ши? Ялта урӑх организаци-предприяти ҫук. Район центрне ӗҫе ҫӳреме пулать-ха, анчах мӗнле? Ял ҫывӑхне килекен автобус тахҫанах ҫӳреме пӑрахнӑ. Райцентра ҫитес килсен пӗр автобусран ансан теприне кӗтме тивет.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Республика тӳремӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем валли лапам уҫма сӗннӗ. Унта, вӗсен шухӑшӗпе, селфи ӳкерӗнмелли вырӑн тата уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пулмалла.
Республика тӳремӗнчи сквера кӗҫех ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта ҫутта улӑштарма, сукмаксене ҫӗнетме, бордюр чулӗсене ылмаштарма, фонтан лартма палӑртнӑ.
Ку лапам – ҫамрӑксен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Унта вӗсем канма юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа студентсем фонтан вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗлле унта мероприятисем ирттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем лапамра wi-fi хута яма, пирус туртмалли вырӑнсене пӗтерме, пултаруллӑ яш-хӗр валли сцена тума сӗннӗ. Пуҫаруллӑскерсем студентсен пурнӑҫне кӑтартакан скульптура вырнаҫтарасшӑн. Ҫак тӗллевпе конкурс ирттерме сӗннӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 15 скверпа парка, 47 хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енри тӑватӑ чиперук хутшӑнать. 19 ҫулти Анна Антонова Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. 20-ри Анастасия Рыжкова — Шупашкар, 23 ҫулти Кристина Андреева — Ҫӗнӗ Шупашкар, 21 ҫулти Ольга Портнова Иркутск чысне хӳтӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть наци костюмӗсен конкурсӗ пулнӑ. Пирӗн ентешсем те унта чӑвашсен илемлӗ кӗписене кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Пӗрисем ташланӑ, теприсем картина ӳкернӗ.
Конкурс йӗркелӳҫисем ҫӗнтерӳҫе суйлама йывӑр пулассине туяҫҫӗ. Ара, пикесем пӗри тепринчен маттур, хитре. Жюри пайташӗсене наци тумӗсен конкурсӗ питӗ килӗшнӗ. Чиперуксем илемлӗ тумсемпе тухса хӑйсен регионне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Жюри те, чиперуксем те конкурс пӗтӗмлетӗвне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район сучӗ патӗнче полицейскисем тӑватӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал Алексей Глухов право хуралҫи пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Каччӑсене «административлӑ протокол ҫырма» тесе полицин 1-мӗш пайне илсе кайнӑ-мӗн. Пакунлисен аллине ҫакланнисем хушшинче Семен Кочкин, Роман Романов, Дмитрий Робсон тата Константин Ишутов пулнине пӗлтернӗ.
Аса илтерер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗ патӗнче халӑх пухӑвӗ иртнӗ. Асӑннӑ каччӑсем унта хутшӑннӑ. Ӗнер вӗсем Юрий Сидоров ятлӑ ҫын тӗлӗшпе пыракан суд процессне кайнӑ. Лешне полицие пӑхӑнман, «Молодая Гвардия» (чӑв. Ҫамрӑк гварди) йӗркеленӗ экологи митингӗнчен каясшӑн пулман тесе суд ӑна пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ-мӗн.
Тытса чарнисем «Ҫыхӑнура» портала пӗлтернӗ тӑрӑх, полицейскисем митинга хутшӑннӑ ҫынсенчен сахалтан та утмӑлӑшӗн ятне-шывне, вӗсем ӑҫта пурӑннине пӗлеҫҫӗ тата вӗсенче хайхисен сӑнӳкерчӗкӗ пур.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулинче Дмитрий Медведьев пирки ӳкернӗ фильм тавра халӑх пухӑннине, унта илсе панӑ фактсене тӗрӗслеме, коррупципе кӗрешме ыйтса калаҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӑҫалхи ака-ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Енри 1334 каччӑна салтака пуҫтарса кайӗҫ. Кун пирки паян республикӑн Ҫар комиссариатӗнче пӗлтернӗ.
Ҫурхи призывпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ пухӑва районсемпе хула администрацийӗсенчи, районсенчи ҫар ӗҫ комиссариачӗсенчи специалистсене, призыв валли тӗрӗслекен тухтӑрсене пуҫтарса калаҫнӑ. Сӑмах май каласан, вӗсене ыран та пухӗҫ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пирӗн Чӑваш Енре пӗлтӗрхи призыва ӑнӑҫлӑ ирттерни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал та ҫавӑн пекех ӗҫлемеллине палӑртнӑ.
Каччӑсене ҫара ӑсатассипе пирӗн республика пӗлтӗр Тӗп ҫар округӗнче иккӗмӗш разрядлӑ ҫар комиссариачӗсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |