Шупашкарти пӗр автоцентртан чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне йӑкӑртнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫамрӑка тӳрех тытса чарнӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Автоцентр ӗҫченӗсем ешчӗк ҫухални пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Темӗнле ҫамрӑк чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне фойерен йӑтса тарнӑ. Юрать, ӑна видеокамера ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫав каччӑ мӗнлерех пулнине палӑртнӑ.
Кӗҫех вӑрра ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ. 20 ҫулти каччӑ ҫумӗнче пӗтӗрсе чикнӗ укҫа тупнӑ. Пӗтӗмпе — 1000 тенкӗ ытларах. Вӑл вӑрланӑ ешчӗке ӑҫта пӑрахса хӑварнине полицейскисене кӑтартнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑxӗн 2-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре Вӑрнар районӗнчи Нурӑса 70 ытла ҫамрӑк ҫапӑҫма пухӑннӑ. Хайхискерсем унта ҫӑмӑл машинисемпех пынӑ.
Дежурствӑри полици ӗҫченӗсем Нурӑсра пулнӑ май питӗ нумай автомашина ларнине тата ҫамрӑксем йышлӑн кӗпӗрленнине асӑрханӑ. Хайхискерсем ҫапӑҫма пухӑннине пакунлисем ҫийӗнчех ӑнланнӑ та пурне те — 72 ҫынна — вырӑнти полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Вӗceм — 18-30 ҫулсенчи ҫамрӑксем.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑpӑx, яшсем мӗншӗн пуҫтарӑнни те паллӑ. Вӑрнар районӗнчи пӗр ялти клубра икӗ каччӑ урлӑ пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавна пула ҫамрӑксем пухӑнса кам вӑйлӑраххине палӑртма шухӑшланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫамрӑксене административлӑ майпа явап тыттарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Студентсен сесси хӗрсех пырать. Зачетсем, экзаменсем… Ахӑртнех, нумайӑшӗ ку тапхӑрта канлӗхне ҫухатнӑ. Теприсем, тен, нервисене лӑплантараймаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти «Студентсен хули» чарӑнура темӗнле ҫын И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори вӗрентекенне тапӑннӑ. Хайхискер ӑнсӑртран чупса пынӑ та 30 ҫулти арҫынна ҫурӑмӗнче икӗ хутчен кӗрслеттернӗ.
Тапӑннӑ ҫын питне шарфпа хупланӑ. Хӑй 170-175 сантиметр ҫӳллӗш. Полицейскисем тӗрех «Квадрат» планпа ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах преподавателе тапӑннӑ ҫынна тупайман. Вӗрентекене пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ, халӗ ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗпе Николай Панкратовпа тӗл пулнӑ.
Ватта Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесе мухтанӑ.
Николай Панкратов вара ялсене ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби аслӑ ҫулсенчисене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнине хыпарлать.
Виҫӗмкун Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ ҫумӗнчи ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. «Ку вӑл — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тӗлпулу», — тенӗ асӑннӑ канаш ертӳҫи Лев Кураков.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Станьяла хурласа Кураков Туркай умӗнче айӑпа кӗнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть «Лаборатори» ятпа кино тата театр студийӗ уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи фестивальсен лауреачӗ, кино тата театр режиссерӗ Марат Никитин актер, режиссер ӑсталӑхӗн курсӗсене тӳлевсӗрех вӗрентӗ. Каласа хӑвармалла, Марат Никитинӑн фильмӗсене хамӑр патра иртекен кинофестивальсенче те куракансем хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.
Хайхи вӗренӗве 14 ҫултан аслӑрах ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта вӗсене пултаруллӑ режиссер актер ӑсталӑхне вӗрентӗ, сцена ҫинче хӑйсене тытма, кино сценарийӗ ҫырма, фильм ӳкерме хӑнӑхтарӗ.
«Ку кӑна та мар, пирӗн студире киноклуб та ӗҫлӗ. Унта эпир пӗрле пухӑнса илемлӗ тата документлӑ фильмсем пӑхӑпӑр, вӗсене пӗрле сӳтсе явӑпӑр», — каласа кӑтартнӑ студи ертӳҫи Марат Никитин.
Кӑҫал патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн сочинени ҫырнӑ май 11-мӗш класра вӗренекенсене «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?», «Ҫын хуйхи ҫинче телей курма пулать-и?», «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?», «Халӑх шухӑшӗ тӗрӗс мар пулма пултарать-и?» ыйтусем сӗннӗ.
Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ.
Палӑртса хӑварар, пӗтӗмлетӳллӗ аттестаци раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 5458 ача хутшӑннӑ. Кӑҫал шкул пӗтерекенсен 99,7% сочинение ӑнӑҫлӑ ҫырса «зачет» илнӗ. Ӑна илеймен 16 ачан сочинение ҫитес ҫул тепӗр хутчен ҫырма май пулӗ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Evil Sun ☼ Усал Хӗвел» страницӑра Эстонири Таллинти «Тарай» ансамбльпе паллаштарнӑ. Ушкӑн пирки Чӑваш халӑх сайчӗ 4 ҫул каяллах ҫырнӑччӗ.
Тарай тени чӑвашла шел тенине пӗлтерет-мӗн. Аса илтерер, ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр 2013 ҫулта каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать.
Усал Хӗвел хӑйӗн ушкӑнӗнче постсен ҫӗн ярӑмне уҫнӑ. Унта вӑл «ыттисенчен уйрӑмрах тӑракан, хӑйнеевӗрлӗ, мусӑк ӗҫӗнче ҫӗн меслетсемпе ( е тата киввисемпех — ҫӗнӗлле) усӑ куракансемпе» паллаштарать.
«Тарай вӑл мӗн авалтанах хӗвеланӑҫ тата хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене ҫыхӑнтарса тӑракан материал пулнӑ. Ушкӑнра яшсем тӑваттӑн Aleksandr Aidarov (сас, текст, гитара), Einar Muoni (басс), Serge Chekulajev and Andrea Patron (параппан). Тарай чӑваш халӑх пентатоникипе паянхи прогрессипе ритмсене кура эксперимент тӑвать...
Мусӑкҫӑсен хавхалану, чун хавал ҫӑлкуҫӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗрки, сӑвви-юрри, сӑмахлӑхӗ. Илемлӗ кӗвӗллӗ, ҫемӗллӗ, харизмӑсӑр мар, тата паллах, иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсен поп мусӑкне евӗрленисӗр пулмалла чӑваш юрри-кӗвви тесе шутлаҫҫӗ пултаруллӑ каччӑсем.
Ҫамрӑксем ытларах хӑш аслӑ шкула суйлаҫҫӗ? Нумаях пулмасть «Социаллӑ навигатор» проект хатӗрленӗ. Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул ҫамрӑксем ытларах суйлакан учрежденисен наци танлаштарӑмне лекнӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне кӑҫалхи кӑтартусене шута илнӗ.
Танлаштарӑмра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ 37-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Ӑна ҫамрӑксем ытларах гуманитари енӗпе суйлаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе вара Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ 32-мӗш йӗркене лекнӗ. Классика университечӗсен йышӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ 67-мӗш вырӑнта.
Аслӑ шкулсене мӗнле майпа хакланӑ-ха? Чи малтанах аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсене ӗҫлемешкӗн направлени панине шута илнӗ. Ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухакансен 91,9 проценчӗ ӗҫе вырнаҫнӑ, ЧППУра – 73,1 процент, ЧПУра – 24,1 процент.
Сыктывкар хулинчи сройкӑра инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город Сыктывкар» хаҫат хыпарлать.
Арҫын питӗ ҫамрӑк пулнӑ: 27 ҫулта ҫеҫ. Вӑл строитель пулнӑ-и е ҫук-и — хальлӗхе палӑртман.
Ку инкек раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра пулнӑ. Сыктывкарти «Орбита» микрорайонти стройкӑра чӑваш арҫынни 12-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл тӳрех пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Сыктывкарти васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ ҫав арҫын Чӑваш Республикинчен пулнине пӗлтернӗ. Халӗ стройкӑра мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Питӗр хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен ансамблӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, икӗ ҫул тултарнӑ.
«Кевер» (вырӑсла ҫак сӑмах бриллиант тесе куҫать) ятлӑ ташӑ ушкӑнне Ян Федоров ертсе пырать. Коллектив йышӗ пуҫтарӑнса ҫитнӗ темелле мар, мӗншӗн тесе йыша ҫӗнӗ ҫынсене илсе ташлама вӗрентме хирӗҫ мар. Ушкӑна пайташӗсем хӑйсене кеверҫӗсем теҫҫӗ иккен. Ансамбле йӗркеленине вӗсем «чӑваш юхӑмне аталантарассипе тунӑ пысӑк утӑм» тесе хаклаҫҫӗ.
Кӗске вӑхӑтрах ушкӑн хӑйӗн репертуарне хӑйне евӗр хореографи номерӗсене кӗртнӗ. Анчах унпах лӑпланасшӑн мар маттур ҫамрӑксем — репертуара малалла та пуянлатасшӑн.
Ҫамрӑк ушкӑн Питӗрти тӗрлӗ сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Кӑҫал вӑл Национальноҫсен ҫурчӗ йӗркеленӗ «Мы — вместе» (чӑв. Эпир пӗрле) пултарулӑх отчетне хутшӑннӑ. Эстоние те чӗннӗ ансамбле.
Раҫҫейӗн этнографи музейӗпе те туслӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, «Акатуй», «Кӗр уявӗ» наци уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |