Кӳршӗ регионта ҫул ҫитмен икӗ ҫамрӑк ҫухалнӑ. Кун пирки Мари Элти ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
16-ри тата 17 ҫулти икӗ ҫамрӑк ҫӗртмен уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫамрӑксене тӳрех шырама тытӑннӑ.
Малтанах вӗсем автостоп мелӗпе Мускава кайма пултарни пирки шухӑшланӑ. Кайран ҫамрӑксем Беларуҫе ҫитме палӑртнӑ-мӗн. Полицейскисем ҫамрӑксен пӗлӗшӗсенчен, тус-юлташӗнчен ыйтса пӗлнӗ, информацие ытти региона ҫитернӗ.
Кӳршӗ регионти ҫамрӑксене Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче тупнӑ. Хӑйсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫулҫӳреве тухнӑ. Халӗ ҫамрӑксене ашшӗ-амӑшне панӑ.
Ҫӗршыв ертӳҫи Чӑваш Енре ҫуралнӑ тепӗр ачана саламлӗ. Маларах Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин паспорт панӑччӗ. Ҫӗршыв ертӳҫи Шупашкар пикине тата унпа паспорт илнӗ ытти ачана «14 ҫула ҫитнӗ ҫӗре эсир нумай пултарнӑ», — тесе ырланӑ. Софья Морозова кадет шкулӗнче вӗренме май килнишӗн Раҫҫее тав тунине палӑртнӑ. Олимпиадӑсенче, ытти енпе те вӑл хастар, вӗсене яланах хутшӑнать.
Халӗ Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин Самарти юридици институтӗнче вӗренсе пӗтерекен Александр Петрова пиллӗкпе вӗренсе пӗтернӗ ятпа саламланӑ.
Чӑваш каччине тата ҫар аслӑ шкулӗсенче вӗренекенсене Владимир Путин паян Кремльте йышӑннӑ.
Чӑваш Енре Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ҫав кун та лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ.
Ку ырӑ йӑлана унччен те пӑхӑннӑ. Ҫӗртмен уйӑхӗн 12-мӗшӗнче те, Раҫҫей кунӗнче, эрех-сӑра сутман. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем аттестат илнӗ, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Республика кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кунсенче те ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра суттарман.
Ҫамрӑксен кунӗнче сӑра, сӑра йышши шӗвек, сидр, пуаре, кӑрчама туянма май пулмӗ.
Вӑт ку ҫамрӑксем чӑннипех те маттур. Сӑмахӑм Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче чи нумай балл пухнӑ яш-хӗр пирки пырать-ха.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, физика предмечӗпе кӑтартусем паллӑ. Экзаменра Чӑваш Енри виҫӗ ҫамрӑк чи нумай балл – 100 – пухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Шупашкарти 3-мӗш лицейран, тепри тӗп хулари 45-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ.
Пӗтӗмпе ку экзамена 590 яш-хӗр тытнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ 100 балл пухнине чӑнах та уйрӑммӑн палӑртмалла. Сӑмах май, пӗлтӗр ку предметпа Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче никам та ҫавӑн чухлӗ балл пухайман.
Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ.
Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ.
Канаш хулинче чукун ҫул ҫинче 14 ҫулти ачана ток ҫапса вӗлерни пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗ.
Канаш районӗнче чукун ҫул ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хальхинче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс килнине курса тӑрсах каҫма тӑнӑ, ӗлкӗрессе шаннӑ. Анчах вӑл рельс урлӑ каҫнӑ чухне шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер унтан тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ.
Полици тепӗр хутчен асӑрхаттарать: чукун ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла. Пуйӑс килнине курсан ӑна ирттерсе ямалла.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускаври Кремльте Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ те тӗп документсенчен пӗрне, ҫӗршыв гражданинӗн паспортне, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин паспорт панӑ.
Ҫӗршыв ертӳҫи Шупашкар пикине тата унпа паспорт илнӗ ытти ачана «14 ҫула ҫитнӗ ҫӗре эсир нумай пултарнӑ», — тесе ырланӑ. Софья Морозова кадет шкулӗнче вӗренме май килнишӗн Раҫҫее тав тунине палӑртнӑ. Пике, чӑн та, кадет класӗнче вӗренет. Олимпиадӑсенче, ытти енпе те вӑл хастар, вӗсене яланах хутшӑнать.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускаври Кремльте Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ те тӗп документсенчен пӗрне, ҫӗршыв гражданинӗн паспортне, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Чыслӑ та сумлӑ йыша Чӑваш Енрен Шупашкарти пике лекнӗ.
Кремльте паспорт илме тӑван республикӑмӑрӑн тӗп хулинче, Шупашкарти 53-мӗш шкулта 7-мӗш класс пӗтернӗ Софья Морозована ӑсатнӑ. Пике кадет класӗнче вӗренет. Ӑна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пултаруллӑ тесе ырлаҫҫӗ. Математика, литература, истори, обществознани предмечӗсене уйрӑмах кӑмӑллаканскер пӗрле вӗренекенсене те яланах пулӑшать тесе каланӑ. Шкулти, хулари, республикӑри олимпиадӑсене, конкурссемпе конференцисене вӑл тӑтӑшах хутшӑнса пынӑ.
Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ иртнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзаменран 2 ҫынна кӑларса янӑ.
Экзаман ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ. Вырӑс чӗлхипе 5307 ҫамрӑк пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Аслӑ шкула вӗренме кӗрес килсен вара 36 балл илмелле.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк, экзамен техника тӗлӗшӗнчен кӑлтӑксӑр иртнӗ. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа тытнӑ, ҫавӑнпа вӗсене аудиторирен кӑларса янӑ.
Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ пулӗ.
Чӑваш Енри вунӑ студент ҫак кунсенче Китайри форума хутшӑнать. Вӗсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче тата Шупашкарти кооператив институтӗнче вӗренеҫҫӗ. Ҫамрӑксем федерацин Атӑлҫи округӗн Раҫҫей—Китай ҫамрӑкӗсен «Пӗр пояс — пӗр ҫул» форумне хутшӑнаҫҫӗ.
Яшсемпе хӗрсем кайнӑ ҫак мероприятие 14 субъектри ҫамрӑксемпе ертӳҫӗсем хутшӑнмалла.
Форум Атӑлҫи округӗ тата Китай Халӑх Республикин Янцзы юханшывӗ тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче туслӑ хутшӑнусене ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ. Унта малашлӑхра пӗрле ирттермелли проектсене те сӳтсе явӗҫ. Чи кирли — ҫамрӑксем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |