1996 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Губанов пӗлӗшӗ патне пулла кайса ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килтен вӑл 12 сехетре тухса кайнӑ.
Ҫамрӑка юлашки хут Мӑн Ҫавал хӗрринче курнӑ.
Ҫывӑх ҫынни киле килментен унӑн тӑванӗсем сисчӗвленсе ӳкнӗ. Унӑн телефонӗ те сас паман. Шикленнипе йӗрке хуралҫисене систернӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин специалисчӗсем шырав ӗҫне пуҫӑннӑ.
170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫутӑ ҫӳҫлӗ каччӑна паян тупнӑ. Шел те, виллине.
Сӗнтӗрвӑрри район каччин виллине асӑрханӑ вырӑна тӗпчевҫӗсем тухса кайнӑ. Вӗсем пӑтӑрмахӑн сӑлтавне палӑртма тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк епле вилнине пакунлисем каярах тӗплӗн татса калӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сиринче сирпӗтсе антарнӑ ҫар самолетӗнче чӑваш арҫынни, Канаш районӗнчи Григорий Зиновьев, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ҫын пирки ҫак самантра хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхе пӗлтӗмӗр.
Гриша (ун пирки Фейсбукра Олеся Руссакова тележурналист ҫавӑн пек ҫырнӑ) ашшӗсӗр ӳснӗ. Ҫемьери пӗртен-пӗр ача пулнӑ. Унӑн кукамӑшӗ Канашри педагогика колледжӗнче вӗрентнӗ. Ӑна студентсемпе педагогсем питӗ хисепленӗ. Гриша кукамӑшӗн тивӗҫлӗ мӑнукӗ пулнӑ. Ыттисем математикӑпа шкул программине шӗкӗлченӗ чух вӑл аслӑ математикӑна вӗреннӗ. Питӗ нумай вуланӑ, пиллӗксемпе ҫеҫ вӗреннӗ. Ташлама юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ. Чӑнлӑхшӑн ҫуннӑ. Хӗрачасемпе тимлӗ пулнӑ, вӗсене хӳтӗленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи VII конкурсӗ иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ираида Вдовина сассине Чӑваш радиопа пуҫласа 1951 ҫулта янӑратнӑ. Унтанпа аслӑ Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Фольклор пухнӑ мухтавлӑ чӑваш пирӗнпе мар ӗнтӗ. Анчах ячӗ пӗрех асра. Унӑн юррисене паян та илтсе киленме пулать.
Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурсене Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ Ираида Вдовинӑна асра тытса 2003 ҫулта ирттерме тытӑннӑ. Кӑсалхине 12 районтан тата Шупашкартан 49 солист, Пушкӑртстанпа Тутарстанран 2-шер солист хутшӑнмалла. Хамӑр республикӑри музыка вӗренӳ заведенийӗсенчи 10 студент та сцена ҫине тухӗ.
Ҫак кунсенче Калуга облаҫӗнчи «Этномир» паркра ҫамрӑксен «Тӗрӗк ылтӑнӗ» пӗтӗм Раҫҫейри III форумӗ иртет. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑксем те тухса кайнӑ. Йышра республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен ҫын та пур. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн редакторӗн ҫумӗ Дмитрий Моисеев. Дмитрий Моисеев паян «Наци журналистики: ӑнӑҫy cтратегийӗ» панель дискуссине эксперт пулса хутшӑннӑ.
«Кунта пӗтӗм тӗнче, кашни халӑx, кашни ҫӗpшыв пур. Паркри Чӑваш Республики пирки хатӗрленӗ стенд та кӑcӑклӑ. Форум программи питӗ анлӑ. Вӑл кашни кунах ирхи 8 сехетре пуҫласа 23 сехетчен пырать. Эпӗ cоциаллӑ проектсем хатӗpлеме вӗpентекен мастер-классене хутшӑнатӑп. Дискуссисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ», — пӗлтернӗ вӑл ӗҫтешӗсене вырӑнтан.
Форум пӗлтӗр Хусанта иртнӗччӗ. Хальхи шучӗпе — виҫҫӗмӗш. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен ҫамрӑксем пухӑнаҫҫӗ. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартаҫҫӗ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулаҫҫӗ.
Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр «Патшалӑх наци политикине пурнӑҫлани» федераци программине кӗртнӗ.
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакан 18 ҫулти Феодосия Васильева килтен тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫак йӗркесен авторне пикен амӑшӗ Надежда Геннадьевна пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Феодосийӑн докуменчӗсем тупӑннӑ. Вӗсене амӑшӗ полицейскисем патне кайса илнӗ. Хутсене Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи лавккасенчен пӗрин патӗнче тупнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсенчен пӗринче хӗре ӗнер, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, курнӑ тенине Надежда Геннадьевна ҫирӗплетсе каламарӗ. «Кам пӗлет, те чӑн сӑмах вӑл», — терӗ чунне ыраттарса. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, килте пикепе тавлашу пулман.
Ҫухалнӑ хӗр пирки мӗн те пулин пӗлекенсене Надежда Геннадьевна 89871251453 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтать. Хӑйӗн упӑшкин, Александр Ефферкиевичӑн, номерне те 89877379500 вӑл пӗлтерме ыйтрӗ.
Ҫак кунсенче Кӑнтӑр Африка Республикинче пауэрлифтинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Унта Куславккари «Атӑл» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, халӗ Спортӑн Атӑлҫи академийӗнче вӗренекен Полина Кириллова хутшӑнать.
Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 14-23 ҫулсенчи чи вӑйлӑ атлетсен хушшинче тӗнчери ӑмӑртура палӑрнӑ. 43 килограмчченхи виҫере ентешӗмӗр 19-23 ҫулсенчи спортсменкӑсене ним мар хыҫа хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Полина ҫулталӑк каялла тӗнче шайӗнчи юниорсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. 2016 ҫулта вӑл Европа чемпионатӗнче мала тухнӑ, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Куславкка ҫӗрӗн маттур хӗрӗн спортри пултарулӑхне туптама пулӑшаканни — Дмитрий Соловьёв тренер.
Авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери X парамузыка фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ.
Сцена ҫине сусӑр пулсан та амака парӑнман, талпӑнуллӑ та пуян чун-чӗреллӗ маттурсем тухӗҫ. Кун пек фестивале Шупашкар хули пуҫласа йышӑнать. Парафестивале Раҫҫейӗн 15 регионӗнчен тата Беларуҫран хутшӑнӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, фестивале хутшӑнакансенчен хашӗсем Шупашкара килсе ҫитнӗ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫен министерстви тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ. Параартистсене Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ чӑвашла тумланса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хӑнасене Шупашкарти паллӑ вырӑнсене кӑтартса ҫӳрӗҫ.
Полици подполковникӗ Юрий Плотников ывӑлӗпе ҫав кун Муркаш районӗнчи Сарчак ялӗнче хӑнара пулнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ. Тепӗр урамра ҫурт ҫунма пуҫланӑ-мӗн.
Полицейски 20-ри ывӑлӗпе пушар енннелле чупнӑ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫулӑма хӑйӗн вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Полицейскипе ывӑлӗ ытти арҫынпа пӗрле ҫывӑха лартнӑ автомобильсене тӗксе куҫарнӑ.
Кӳршисем ҫунакан ҫуртра хӑй тӗллӗн утайман 17 ҫулти арҫын ача пулнине пӗлтерсен полицейскипе ывӑлӗ пӗр чӳречене ҫӗмӗрнӗ. Ҫамрӑкки ҫурта пӗрремӗш кӗнӗ. Ашшӗпе пӗрле вӗсем кӳмере ларакан сусӑра урама илсе тухнӑ.
Шел те, ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫамрӑк, 16-24 ҫулсенчи каччӑсем, суд сакки ҫине ларӗҫ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ.
Ҫамрӑксене ялти лавккасене ҫаратнӑшӑн айӑпласшӑн. Пӗлтӗр 21 ҫулти каччӑ преступниксен ушкӑнне йӗркеленӗ, унта унӑн 4 пӗлӗшӗ кӗнӗ. Тепӗр улттӑшӗ лавкка ҫаратас ӗҫе пӗр хутчен кӑна хутшӑннӑ, ушкӑн йышӗнче пулман.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче Шупашкар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш районӗсенче ҫӗрле ултӑ лавккана ҫаратнӑ. Пӗтӗмпе ҫур миллион ытла тенкӗлӗх япала, укҫа йӑкӑртнӑ. Ҫамрӑксем тепӗр лавккана та ҫаратма тӑнӑ-ха, анчах ӗҫ ӑнман.
Юлашкинчен вӗсене полицейскисем ярса тытнӑ. Палӑртмалла: темиҫе ҫамрӑкӑн тӗрмере ларса пӗтермен айӑплав пур.
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут йӗркелӗ.
Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӗрӗ ӳнер учрежденийӗ культура мероприятине ҫамрӑк куракана та, ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫамрӑксен тата драма спектаклӗсе лартакансене те йыхравлать.
Фестивальте хальхи вӑхӑтри культура тӑрӑмне, наци нумай енлӗхне тата ҫавсем театр сценине витӗм кӳнине сӳтсе явӗҫ. Заявкӑсене molt@cap.ru электрон адреспа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: (8835) 52-15-28 (ку вӑл — театрӑн йышӑну пӳлӗмӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |