Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Хальхинче транспортӑн хыҫалти чӳречи сиенленнӗ. Аса илтерер: унашкал пӑтӑрмах пӗлтӗр Шупашкарта та пулнӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусри ҫынсем темӗн кӗмсӗртетнине илтнӗ. Унтан вӗсем хыҫалти чӳрече ҫурӑлса кайнине асӑрханӑ.
Вырӑна полицейскисем ҫитнӗ, пассажирсемпе калаҫнӑ. Вӗсем чарӑнура аннӑ каччӑн аллинче пистолет пек япала пуррине асӑрханӑ. Ҫав ҫамрӑка шыраса тупнӑ. Вӑл — техникумра вӗренекен 16-ри каччӑ. Хайхискер троллейбуса пенине йышӑннӑ-ха, анчах ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн пуҫарӑвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта Рубик кубикне пуҫтаракансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Хӑйне евӗрлӗ тупӑшура аслисемпе ачасем ахаль вылякансен тата профессионалсен йышӗнче тӑватӑ дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Кашни категорирех ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. 2х2х2 мелпе пуҫтаракан профессионалсен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ку ӗҫе 5,17 ҫеккунтра пурнӑҫланӑ. Профессионалсен 3х3х3 категорийӗнче Рибик кубикне 20,3 ҫеккунтра пухнӑ. Кашни номинаци ҫӗнтерӳҫинех асӑнмалӑх паллӑпа тата сертификатпа чысланӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Рубик кубикне пуҫтаракансен тӗнче чемпионачӗ чи малтан Будапешт хулинче 1982 ҫулта иртнӗ. Ӑмӑртура ун чухне 16 ҫулти студент ҫӗнтернӗ, Рибик кубикне вӑл 23 ҫеккунтра пуҫтарнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртӗ.
Фестивале 3 тапхӑрпа йӗркелесси паллӑ. Пушӑн 10-31-мӗшӗсенче вырӑнти культура учрежденийӗсенче ирттерӗҫ, акан 1-мӗшӗ—ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче республикӑра пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансене суйласа илӗҫ, авӑн 4-5-мӗшӗсенче вӑл гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацире: тӗрлӗ стильпе (академи, халӑх, эстрадӑпа джаз, жест) юрласа, пӗр-пӗр илемлӗ хайлава хитре каласа, тӗрлӗ инструмент каласа, ташласа — кӑтартайӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивальне 2009 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ. Тепӗр икӗ ҫултан тӗнче шайӗпе йӗркелеме пуҫланӑ.
«Варкӑш» ҫамрӑксен литература клубӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсать. Иртнинче, шучӗпе тӑваттӑмӗш хут пуҫтарӑннинче, Арсений Тарасов ҫыравҫӑн, драматургӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Варкӑш» клубӑн черетлӗ вулав каҫӗ каллех Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Юрий Скворцовӑн «Хӗрлӗ мӑкӑнь» повеҫне сӳтсе явӗҫ.
Ку тарана ҫитсе Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагедине, Николай Мартыновӑн «Кӑвак хуппи», Василий Эткелӗн «Лили» тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Арсений Тарасовӑн «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» повеҫӗсене тишкернӗ. Юлашкинчен асӑннинче автор та пулнӑ. Литературӑри
лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ май вӑл: «Эпир пӗр-пӗрне кӳрентересрен хӑратпӑр тата, тӗрӗссипе каласан, ҫав тери кӳренетпӗр», — тенӗ.
«Акӑлчан каччи чӑвашла сывлӑх сунни пачах кӗтменлӗх пулмарӗ. Унпа тӗл пулма калаҫса татӑлас тесе темиҫе кун маларах интернетри соцсетьре ҫыхӑннӑ чухне вӑл чӑвашла хуравланине, сӑмахсене чӑваш шрифчӗпе ҫырнине курсан питӗ тӗлӗнтӗм», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче Ирина Кошкина корреспондент.
Мускаври Аслӑ экономика шкулӗнче преподавательте тӑрӑшакан Францис Таерз маларах Турцире, Норвегире, Исландире, Люксембургра пурӑннӑ иккен.
Акӑлчан, испан, каталон, вырӑс, француз, норвег, турккӑ, баск, чӑваш чӗлхисене вӗреннӗ лингвист тата программист ултӑ ҫул каялла Эктор Алос-и-Фонт социолингвистпа паллашнӑ. Мускавра пурӑнма пуҫласан каччӑ чӑваш чӗлхин курсне ҫырӑннӑ.
Акӑлчан каччи аслӑ шкулсенче программиста вӗренекенсем чӑвашлӑхпа интересленменинчен тӗлӗнет иккен. «Пур чӑваш та интернетра тӑван чӗлхепе «калаҫсан» епле аван!» — тет-мӗн Телеграма «чӑвашлатма» тытӑннӑ акӑлчан каччи.
Шупашкарта ҫуралнӑ Сергей Чуплыгин программист халь Иннополисра тымар янӑ. Иннополис Хусанӑн спутник хули шутланать. Унта халӗ 2500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫавсенчен пӗри — хайхи Шупашкартан куҫса кайнӑ Сергей Чуплыгин. «Хайтек» интернет-кӑларӑмра пирӗн ентешпе интервью пичетленнӗ. Шупашкар пирки каччӑ «депрессиллӗ хула» тет.
IT-специалистсем валли хута янӑ Тутарстанри ҫӗнӗ хулара Сергей «Открытая мобильная платформа» (чӑв. Уҫӑ мобильлӗ платформа) портировани пайӗн инженерӗ пулса ӗҫлет.
Хусанӑн ҫум хулине хӑпартнине Сергей Чуплыгин никӗс янӑранпах сӑнаса пынӑ иккен. Шупашкар программисчӗ ОС Sailfish Mobile операци системине тӗрлӗ тытӑмра ӗҫлеттерсе ярассипе тӑрӑшать.
Шупашкар ҫыннине икӗ пӳлӗмлӗ хваттер уйӑрса панӑ. Ӑна тара илсе пурӑннишӗн уйӑхне вӑл 10 пин тенкӗ тӳлет, коммуналлӑ пулӑшушӑн — 5 пине яхӑн. 73 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн ку вӑл питӗ йӳнӗ тесе хаклать.
1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.
Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ.
Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле, 1 сехет тӗлӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни, ҫав аварире виҫӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлни, тӑваттӑмӑшӗ пульницари реанимаци уйрӑмӗнче вилсе кайни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пиллӗкмӗшӗ пульницара сипленет. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ вӑтам шайрине палӑртнӑ.
«Хула пирки» (выр. «Про Город») кӑларӑм журналисчӗсем хӑрушӑ аварире чӗрӗ юлнӑ йӗкӗтӗн амӑшӗпе калаҫнӑ. Вӑл ывӑлӗнчен уйрӑлмасӑр пульницара ларать. «Ильяна ҫитес вӑхӑтра тепӗр операци тӑвӗҫ. Ун патне тӑвансем, юлташӗсем кашни кунах килеҫҫӗ, калаҫса кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна халь пӗрре те ҫӑмӑл мар, ҫав аварире вӑл чи ҫывӑх тусӗсене ҫухатрӗ», — тенӗ каччӑн амӑшӗ Елена.
Палӑртса хӑвармалла, авари пулнӑ вӑхӑтра Илья Афанасьев водитель хыҫӗнче ларнӑ. Ҫӑмӑл машина ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ саманта вӑл астумасть.
Шупашкарти 37-мӗш шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Семен Семенов хисеплӗ наградӑна тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑшӑн «Вӗри чӗри» премипе чысланӑ.
Маттур ҫамрӑксене Раҫҫей Ҫарӗн Тӗп академи театрӗнче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Лауреатсен йышӗнче 150 ҫамрӑк пулнӑ. Анчах Мускава 31 ҫынна ҫеҫ чӗнсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те пулнӑ.
4 ҫулта чухне Семенӑн ДЦП пулнине палӑртнӑ. Халӗ Семен Семенов – Чӑваш Енри шкул ачисен Раҫҫей юхӑмӗн пайташӗ. Хастар ҫамрӑк чир пурнӑҫра ура хуманнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ. Семен КВНа хутшӑнать, сӑвӑсем ҫырать, йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланать. Пӗр сӑмахпа, пурнӑҫпа киленет. Пӗлтӗр вӑл «Ораторсен лиги» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.
Семен Семена йывӑрлӑхсем хуҫман. Пачах тепӗр май: ҫирӗпрех пулма хӑнӑхтарнӑ.
Нумай пулмасть федераци каналӗпе Леонид Якубович ертсе пыракан «Я могу!» (чӑв. «Эпӗ пултаратӑп!») кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта пирӗн ентеш, Шупашкар каччи Станислав Матвеев мнемотехник, хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.
Станислав Матвеевӑн ӑс-тӑнӗ ҫивӗч. Вӑл астуса юлассипе палӑрса тӑрать. Вӑл ку енӗпе — рекордсмен. Станислав студент пулнӑ чухнех ӑс-тӑна аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.
Кӑларӑмра пирӗн ентеш икӗ минутра светофорӑн 50 тӗсне астуса юлассипе тӗлӗнтерме шухӑшланӑ. Анчах Станислав пӑлханнипе пӗр тӗсе арпаштарнӑ. Ҫапла майпа вӑл «Раҫҫейри Гиннесс рекорчӗсен» кӗнекине кӗреймен, 50 пин тенкӗ илеймен. Анчах Леонид Якубович Шупашкар ҫамрӑкне мухтанӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |