Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Янтал» ушкӑн патшалӑх экзаменне чӗнет. Кун пирки Сантӑр Элтиярӗ Инстаграмра хыпарланӑ.
Экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 13 сехетре Шупашкарти музыка училищинче («Ҫеҫпӗл» чарӑну) пуҫланӗ. Куракансен укҫа тӳлесе кӗмелле мар.
Ҫавна май «Ҫураҫни», «Туй», «Ҫӑнӑхта» йӑлисене кӑтартӗҫ. Вӗсене 4-мӗш курсран вӗренсе тухакан хӗрсем Элӗк, Муркаш, Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче пуҫтарнӑ юрӑ-кӗвӗпе тата этнографи материалӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Тури чӑвашсем анатри хӗре качча илме пынине кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — шилӗк, илемлӗ хӗр йӗрри, авалхи баттл, саламалик (мӑн кӗрӳ такмакӗ), хӗр пылӗ, чӑх пӑстарни, илемлӗ ташӑсем. Халиччен ниҫта та янӑраман туй юррисем те пулӗҫ.
Васкавлӑ медпулӑшу бригадине Ҫӗнӗ Шупашкарта тапӑннине Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ тенӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче паян ҫырнӑ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу санитарне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тапӑннӑ.
Шурӑ халатлисене Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт картишне ҫынна пулӑшма чӗнсе илнӗ. Вырӑна ҫитсен ӳсӗр пӗр ҫамрӑк васкавлӑ пулӑшу тухтӑрне хӗнеме тытӑннӑ.
Ҫапӑҫакан 26-ри этем ӑҫта пурӑннине ӗнер тупса палӑртнӑ. Паян ӑна суд килте хупса усрамалла тунӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тухтӑра хӗнекен ҫамрӑк арҫыннӑн сывлӑхне экспертиза ирттерсех хаклӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӑн ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Унта Олег Ладыковпа тата унӑн пӗлӗшӗпе Никита Шумиловпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкернӗ. Вӗсем тантӑшӗсене хӗненӗ. Олег Ладыков вара пӑтӑрмах вырӑнне пырса ҫитнӗ пакунли ҫине алӑ ҫӗкленӗ.
Пуҫтахланни ырӑ япала марри каламасӑрах паллӑ. Анчах ҫамрӑксем ҫапӑҫаҫҫӗ, мирлешеҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те шар курнисем каҫарнӑ иккен. Айӑплисем вӗсене укҫан та саплаштарнӑ. Апла пулин те прокурор Алексей Ладыков ывӑлне 2,5 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма ыйтнӑ.
Олег Ладыков пӗлӗшне 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Сити-менеджер ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва суд паян ҫеҫ вуланӑ. Политикӑн ывӑлне ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Олег Ладыковӑн эрех сутакан кафе-ресторана кайма юрамӗ.
Ларура Алексей Ладыков сити-менеджер та пулнӑ.
Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшу бригади Ҫӗнӗ Шупашкара пулӑшма ҫитнӗ. Унччен маларах вӗсем патне шӑнкӑрав килнӗ. Анчах ҫуртсен картишӗнче тухтӑрсене ҫамрӑксем тапӑннӑ.
Ҫак пӑтӑрмаха видео ӳкернӗ. Ӑна тишкерсен акӑ мӗн курӑнать: ҫамрӑк ҫын сулахай алӑпа санитара ҫапать. Унтан санитар хӑйне тӑсса антарать, ун ҫине харӑсах темиҫе ҫын тапӑнать.
Водитель ҫамрӑка тӗксе ярсан ҫеҫ лӑпланаҫҫӗ. Лешӗ вара тарӑхнине ниҫта хураймасӑр машинӑна тапать.
«Сheb.media» пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен маларах ҫав вырӑнта ҫамрӑксем ҫапӑҫнӑ. Вӗсенчен пӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу килни тахӑшне килӗшмен пулмалла – санитара тапӑннӑ.
Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата Аяран хӗрӗпе тӗнче курма тухса кайнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. Ҫула тухнӑ малтанхи кун ҫемье Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ҫул ҫаврӑмне ҫеҫ ҫитейнӗ-мӗн. Кун пирки Никита Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Никита Тӗнче ҫемйине ҫӗнӗ кайӑк пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче килнӗ. Ҫапла вара хӗр пӗрчӗк хӑйӗн пӗрремӗш ҫуралнӑ кунне ҫул ҫинче кӗтсе илӗ.
Ҫулпа васкавлӑ пыма кутамккасем йывӑрри те кансӗрлет-мӗн. Йыш хӑйсемпе пӗрле 100 килограмм ытла таякан хатӗр-хӗтӗр илнӗ.
Тӗнчесем Финляндине ҫитме палӑртаҫҫӗ. Унта лекиччен вӗсен Чикме урлӑ каҫса Чулхула витӗр тухмалла.
Тенчесен ҫулҫӳревне tenche-travel.ru сайтра пӑхма май пур.
Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти каччӑ икӗ машинӑна пистолетпа персе сиенлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер, право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ.
Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Хайхи право хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри юсанмалли колонисенчен пӗринче ӗҫлекен ҫынна икӗ ҫамрӑка амантнӑшӑн штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн «Hyundai Solaris» автомашинипе «А-151» автоҫулпа Ҫӗрпӳ район территорийӗпе васканӑ. Ҫулӗ те, ҫанталӑкӗ те начар пулнӑ. Руль умӗнчискер хирӗҫ ҫул ҫине асӑрхамасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл хирӗҫ килекен автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Колони ӗҫченӗн машининче пулнӑ 23-ри хӗр тата 24-ри каччӑ хытах аманнӑ. Тухтӑрсем ҫавна сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
Колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-ха. Анчах вӑл унччен судпа айӑпланманнине, шар курнисене укҫа парса пулӑшнине, шар курнисем пусиле ӗе чарма ыйтнине кура пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Арҫынна суд штраф панипе ҫырлахнӑ. Ҫапла вара колони ӗҫченӗн 50 пин тенкӗ тӳлеме лекӗ.
Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче хыпарланине, каярах хӗр виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян акӑ тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пикене вӗлернӗ тесе шухӑшлакан ҫынна тытса чарнӑ. 15-ри хӗре 2001 ҫулта ҫуралнӑ Елчӗк каччи хур тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Яш тунман имӗш.
Пике виллине Елчӗкӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ пӗвинче тупнӑ. Хӗрӗн пуҫне амантнӑ. Ӑна ҫын суранлатнӑ тесе шухӑшланӑран ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Пушкӑртстанри Ермеккей районӗнчи Эрехӗрринчи вулавӑшра илемлӗ вулакансен «Ухсай Яккӑвӗ — тӑван ҫӗр поэчӗ» район шайӗнчи конкурсӗ иртнӗ.
Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэтне халалласа йӗркеленӗ мероприятие эрехӗррисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вулавӑшпа нумай функциллӗ клубӑн залӗсене чӑваш наци стилӗпе илемлетни кӑна мӗне тӑнӑ! Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӗлӗкхи япаласене тата музей экспоначӗсене курса киленнӗ.
Ялти вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Яковлева пухӑннисене Яков Гавриловичӑн пурнӑҫӗпе тата литературӑри пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ‚ видеопрезентаци кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Юратрӑм эп‚ хирсем‚ сире...» кӗнекесен куравне хатӗрленӗ.
Уява хутшӑнакансем те чӑваш наци тумӗсем тӑхӑнса конкурса хӑйне евӗр илем кӳнӗ.
Сӑвӑ вулакансем икӗ ушкӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Пӗринче 14 ҫула ҫитичченхи ачасем пулнӑ, тепринче – 15 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем.
Елчӗк хӗрӗ ҫухални пирки Евгений Карсаков тӗнче тетелӗнчи «Контактра» ушкӑнри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ.
Пост авторӗ палӑртнӑ тӑрӑх, Дана Сергеевна Чернева 2003 ҫулхи раштавра Елчӗкре ҫуралнӑ. Евгений Карсаков хӗр ӑҫта пурӑннине те туллин кӑтартнӑ.
Пике килтен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 16 сехет те 30 минутра тухса кайнӑ-мӗн. Ҫав кун вӑл сӑран хура куртка, хура футболка, хура джинс шӑлавар, лакпа витнӗ хура пушмак тӑхӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗр 150 сантиметр ҫӳллӗш иккен, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура, вӑрӑм. Пичӗ ҫинче тур паллисем пур.
Евгений Карсаков «Контактри» хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Дана Чернева унччен килтен тухса кайса ҫӳремен. Пикене кам та пулсан, ӑҫта та пулин курнисене вӑл пӗлтерме ытйнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |