Хут ҫинче ҫырнӑ тӑрӑх, патшалӑх тӑлӑхсене хваттерпе тивӗҫтерессишӗн яваплӑ. Чӑн пурнӑҫра вара ҫак ыйту йывӑррӑн татӑлса пырать. Хыснара ҫав тӗллевпе укҫа хӗсӗккине пула тӑлӑхсен правине хӳтӗлес тесе прокуратурӑна ҫитме тивет, унтисен – суда. Суд кӑларнӑ йышӑнӑва вырӑнти тӳре-шаран пурнӑҫламах тивет.
Тӑлӑхӑн ҫурт-йӗр ыйтӑвне ҫак эрнере Етӗрне районӗнчи судра пӑхса тухнӑ. Тавӑҫпа суда прокуратура ҫитнӗ. 2011 ҫултах пӗр тӑлӑха хваттер черетне тӑратнӑ, каччӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртра пропискӑра тӑнӑ. Прокуратура тавӑҫне суд тивӗҫтернӗ. Район администрацине ҫамрӑка пурӑнмалли кӗтеслӗ тума хистекен йышӑну кӑларнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан икӗ тус суд тенкелӗ ҫине ларӗ. 24 тата 25 ҫулсенчи каччӑсем 14 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ, вӗсенчен пӗри, 24-ри, хӑйӗнчен 10 ҫул кӗҫӗн ачана мӑшкӑлланӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен икӗ каччӑ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫтахланнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялти гаражра туссем тата вӗсем паллакан 14 ҫулти хӗрача пулнӑ. Пӑтӑрмах ҫавӑн чух пулса тухнӑ та. Ача каччӑсемпе гаража мӗн тума кайнине кӗске хыпарта уҫӑмлатман.
Каччӑсенчен мпӗри, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, хӗре пусмӑрланӑ, унтан вӗсем тусӗпе иккӗш каллех хӗрача ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе халӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫынна сӑнӳкерчӗксемшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗрне вырнаҫтарнӑ. Унччен вӗсем ҫывӑх хутшӑннӑ, кӑштахран хирӗҫсе кайнӑ. Ҫавӑнпа тавӑрас тенӗ курӑнать те.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче каччӑ страница йӗркеленӗ те унта тусӗн ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсене хӗрӗн тусӗ патне те ярса панӑ.
Уйрӑм ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ япалана тӗнче курмалла уҫӑмлатнӑшӑн ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. Ӑна суда ярса панӑ.
Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗ 6-мӗш, 8-мӗш, 10-мӗш классене вӗренме кӗрес кӑмӑллисене йыхравлать. 6-мӗш тата 8-мӗш класа вӗренме кӗрекенсен докуменчӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 10-мӗш класа – ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытӑнса утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.
Кадет пулас ӗмӗтлисен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев витӗр тухмалла.
Чӑваш кадет корпусӗнче пӗтӗмӗшле тӗп тата вӑтам пӗлӳ паракан программӑсемпе вӗрентеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫар е патшалӑх служби валли хатӗрлекен хушма программӑсем те пур.
Кирлӗ ытти хыпарпа Чӑваш кадет корпусӗн сайтӗнче паллашма пулать.
Тухтӑра вӗренекенсем кӑшӑлвируслисене пулӑшаҫҫӗ. 13 ҫын практикӑна Шупашкарти Иккӗмӗш хула пульницине практикӑна кайнӑ. Тепӗр 13 ҫын Республикӑри инкексен медицинин центрӗнче телефонпа дежурствӑра лараҫҫӗ. 66 студент-медик ковид центрӗсенчи «хӗрлӗ зонӑсенче» аслӑ ҫулсенчи санитарсемпе медсестрасен вырӑнӗнче ӗҫлет.
Тӗнче тетелӗнчи «Шикленмен Чӑваш Ен» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас врачсем, фельдшерсем тата медсестрасем ку утӑма хӑйсен кӑмӑлӗпе тунине ӗнентереҫҫӗ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ мӗнпур медиксем пекех вӗсем те президент тӳлевӗсене тивӗҫӗҫ.
Хулари иккӗмӗш пульницӑсӑр таиа Инкексен медицин центрӗсӗр пуҫӗе ҫамрӑксене Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗ, Хулари клиника центрӗ, Хулари 1-мӗш номерлӗ клиника пульници, Республикӑн ача-пӑча клиника пульници, Хулари ача-пӑчан инфекци пульници, Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници, Республикӑн онкологи диспансерӗ, Республикӑн кардиологи диспансерӗ, Республикӑн офтальмологи пульници йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти ҫамрӑк пӗр кунхине амӑшне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, тӑван ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. Ӳсӗр ҫамрӑк 59 ҫулти амӑшне тата пӗрле пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтра лешсем ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑмсене кил хуҫи, каччӑн ашшӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах ҫамрӑк ҫын ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ: икӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Каччӑ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланман, халӗ те ӑнланмасть тесе пӗтӗмлетнӗ. Суд ӑна психитари пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.
Чӑваш Енре ҫамрӑксен премине кама парассине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премине парассипе ӗҫлекен комисси ларӑвне Сергей Яковлев министр ертсе пынӑ.
Министр каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулшӑн преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси 29 ҫыннӑн ӗҫӗсене тишкерсе Чӑваш Ен Элтеперне пӑхса тухма ярса панӑ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премине пирӗн республикӑра 19996 ҫултанпа параҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртса вӗсене пулӑшма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Преми лауреачӗн ятне ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра, литературӑра, культурӑпа ӳнерте, вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе, журналистикӑра, сывлӑха сыхлассинче, патриотизм тата спорт енӗпе, нимеҫӗсен ретӗнче тӑрӑшакансем тивӗҫеҫҫӗ. Пӗр преми виҫи 50 пин тенкӗпе танлашать. Ӑна 10 сферӑри ҫамрӑка параҫҫӗ.
ҪӖР | 07 |
Чӑваш Енри полицейскисем Волгоград облаҫӗнчи каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче хӗр ячӗпе регистрациленнӗ. Хӑйӗнпе паллашас тата тӗл пулас тенӗ каччӑран укҫа ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти ҫамрӑк хулари полицейскисенчен пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тӗллевпе хӗрпе паллашнӑ. Анчах унпа тӗл пулма ниепле те май килмен. Пике курнӑҫу вӑхӑтне пӗрмай куҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ хӗре 51 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ. Лешӗ укҫана тӗрлӗ сӑлтавпа ыйтнӑ.
Каччӑпа паллашасшӑн хӗр пек суйса пӗлтерӳ пичетлекенни Волгоград облаҫӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ҫав тӑрӑха ятарласа кайнӑ, ҫамрӑка тытса чарнӑ. Каччӑ укҫана тавӑрса панӑ.
«Чӑвашла радио итлес терӗм, чӑвашла вӗренмешкӗн. Сайта уҫрӑм та итлеме пуҫларӑм, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Ытти канала куҫрӑм, вырӑсла юрӑ янрать... Ман шутпа, чӑваш чӗлхине упрас тесен, чӑвашла радиора кунӗпех чӑвашла кӑна янрамалла», – тесе чӑвашла ҫыпӑҫуллӑ ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Yuto Hishiyama.
Яндекс.Тӑлмачпа куҫарнӑ пулӗ тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Вӑл каччӑ тахҫантанпах чӑваш чӗлхине тата тутар чӗлхине вӗренет. Сӑмах май каласан, вӑл «#эпӗчӑвашлакалаҫатӑп» хэштегпа чӑвашла сӑвӑ вуланине те хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхе мар пулсан та, вӑл мана вӑй парать. Юратса вӗренетӗп. Ӗмӗрлӗхе упранса юлтӑр!», – тесе ҫырнӑ ҫамрӑк.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Максим Дормидонтович, опера юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Эмине Йылмаз, чӑваш чӗлхине тӗпчекен турккӑ ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |