Элӗк районӗн каччи Максим Егоров пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ.
Халӗ Максим тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Кун пирки каччӑ ӗнер Инстаграмра пӗлтернӗ. Вӑл хӑйне пулӑшнисене тав туса ҫырнӑ.
Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине пӗлтерсе сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗлпулусем ирттерме палӑртать. Ӑна вӑл Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисен йӗркелес шухӑшлӑ.