Кӑҫал пирӗн республика халӑх юратакан артист, Мефодий Денисов (1922-1998), ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ, К.И. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗ лауреачӗ.
Юрӑҫа асра тытнине палӑртса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Портрет в музыке. Посвящение Мефодию Денисову» (чӑв. Кӗвӗ-ҫемӗри портрет. Мефодий Денисова халалласа) каҫ иртӗ. Вӑл, паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 11 сехетре пуҫланӗ.
Мефодий Денисов театр ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ. Хӑйӗн баритон сассипе «Нарспи», «Шывармань», «Хамӑръял», «Прерванный вальс», «Сеспель» чӑваш наци оперисенче юрланӑ, классика репертуарӗнче ӑна куракансем Евгений Онегин, Алеко, Фигаро евӗр астуса юлнӑ. Романссене, совет композиторӗсен юррисене, фольклор композицийӗсене хитре шӑрантарнӑран та халӑх ӑна юратнӑ.
Мефодий Денисовӑн пултарулӑхне искусствоведени кандидачӗ, Любовь Бушуева музыковед, Раҫҫей тата Чӑваш Ен халӑх артисчӗ Петр Заломнов, Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев, педагогика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Кудаков, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч, Хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивӗн специалисчӗсем тӗрлӗ енлӗн уҫса парӗҫ.
Иртсе каякан ҫулталӑкӑн юлашки кунӗсенчен пӗринче, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче этнокультура кӗтесне уҫнӑ. Ку хыпара Инстаграмра Юрий Кашкӑр пӗлтернӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, тӑван ял ятне вырӑнтисем рунӑ ҫырулӑхӗпе тата чӑвашла ҫырса хунӑ. «Ку – пуҫламӑшӗ кӑна-ха», – тесе пӗтӗмлетнӗ ялти хастар. Хыпара вӑл «#лащтаяба, #кашкорсе, #волчьелогово,#руны, #юрийкашкӑр,#сувары, #патриоты, #наследие» хештегсемпе палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Юрий Петухов (Кашкӑр) – чӑваш эстрада юрӑҫи.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Мария Горшкова куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас юрӑҫ Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнче, 9 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ.
Мария Горшкова «пӗчӗкрен юрра-ташша ӑста пулнӑ, паллӑ артист пулма ӗмӗтленнӗ. Йышлӑ килйышра ҫитӗннӗрен пурнӑҫ-тути-масине ир тутаннӑ кӗҫӗн хӗр шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн аппӑшӗ сӗннипе бухгалтер профессине алла илме Шупашкара кайнӑ, планпа экономика техникумӗнчен вӗренсе тухса ҫулталӑк «Рассвет» фабрикӑра ӗҫленӗ. Анчах ҫут ҫанталӑк панӑ тивлет ӑна канӑҫ паман, Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищине илсе ҫитернӗ. Музыка пӗлӗвӗ илсен Мария Александровна чылай ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫленӗ, унтан чӑваш эстрадине тухса уйрӑммӑн юрлама пуҫланӑ», – ӑшшӑн аса илнӗ пултаруллӑ юрӑҫа тележурналист.
Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫ чылай ҫул йывӑр чирпе тертленнӗ.
Чӑваш эстрада юрӑҫи Типшӗм Сашук кӑшӑлвирусран прививка туни пирки юрӑ ҫырнӑ. Видеона вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче вырнаҫтарнӑ.
Артист «Спутник V» прививка пирки юрлать. «Мана пофиг! Ачасем, эп прививка тунӑ» шӑрантарать вӑл. Прививка тутарманнисем ҫырмара кальян туртни пирки, вакцинациленнисем ресторанра какай ҫини пирки сӑмах пырать юрӑра.
Сӑмах май, Типшӗм Сашук ҫӗртме уйӑхӗнче «Ҫамрӑксен хаҫатне» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑшӑлвирусран прививка тунӑ.
Ҫӗршыври паллӑ рэпер тата видеоблогер, Моргенштерн, хӑйӗн хӗрӗпе Диаларӑпа Чӑваш Ен урлӑ иртнӗ чухне Етӗрне районӗнчи ял ятне асӑрханӑ. «Сучково» текен чарӑнура унӑн хӗрӗ тӗрлӗ майлӑ тӑрса сӑн ӳкерӗннӗ.
Моргенштерн — Алишер Валеевӑн хушма ячӗ. Вӑл «Ютубра» «Morgenshtern» каналти «Изирэп» проектпа палӑрнӑ. Алишер 1998 ҫулта Ӗпхӳре ҫуралнӑ.
Сучково — Етӗрне ҫывӑхӗнчи поселок. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Етӗрне ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑйӗн ялӗсемпе паллаштаракан хыпара ӗненсен, Сучково поселокӗнче пӗтӗмпе те 9 кил ҫеҫ.
Ӗнер 21 сехет те 40 минутра Шупашкарти Радонежский тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр правилисен пӑснӑ водителе тытса чарнӑ. Вӑл «Ауди» машинӑпа пулнӑ.
Тӗнче тетелӗнче ку хыпара вулакансем ҫав ҫын чӑваш эстрада юрӑҫи, шомен Данила Ленский тесе палласа илнӗ. Тытса чарнӑ ӳсер водитель чӑнах та республикӑра паллӑ ҫын пулни пирки темӗн пакӑлтатнӑ имӗш.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пула иртнӗ: «Ауди» хирӗҫ ҫул ҫине тухса бордюр патӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсен машини патӗнче чарӑннӑ. Ҫеккунт та иртмен – машина тапранса кайнӑ. Инспекторсем – ун хыҫҫӑн.
Тытса чарнӑ водитель ӳсӗр пек курӑннӑ. Машинӑн номерӗ темшӗн салонра пулнӑ, водитель ӑна документсемпе пӗрле кӑтартнӑ. Инспекторсем ун тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ: руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тата патшалӑх номерӗсӗр ҫӳренӗшӗн.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ-2020» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне Пушкӑрт, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи, Тӗмен тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри ӑстасем хутшӑннӑ.
Гран-прие Пушкӑртстанран килнӗ Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна тухья парнеленӗ тата 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Кристина Никитина ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна – Ленинград тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев, виҫҫӗмӗш вырӑна – Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.
Ушкӑнпа юрлакансене уйрӑммӑн хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти «Шевле» ансамбль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗшне – Муркаш районӗнчи Илемпи Ивановӑпа Алена Дмитриева дуэчӗ.
МИХсенче Лев Лещенко коронавируспа чирлени пирки хыпар тухнӑ. Арӑмӗпе вӗсем Мускаври Коммунаркӑра, инфекции пульницинче, выртаҫҫӗ-мӗн. Артист реанимацире выртать имӗш, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
«Суя! Ҫакна кам ҫырать – ҫавӑн коронавирус!» - пӗлтернӗ Лев Лещенкӑн ҫывӑх тусӗ Владимир Винокур. Унӑн коронавирус ҫук тесе ӗнентернӗ, ӳпки шыҫнӑран реанимацире процедурӑсем тӑвать-мӗн.
78 ҫулти Лев Лещенко тата 66-ри мӑшӑрӗ Ирина Коммунаркӑра сипленеҫҫӗ. Иккӗшӗн те ӳпки шыҫнӑ иккен. Палӑртмалла: Лев Лещенко нумаях пулмасть АПШран гастрольтен таврӑннӑ. Анчах тӳрех Мускава вӗҫсе килеймен, Францире тепӗр самолета ларнӑ.
Шупашкарта коронавирус сарӑласран сыхланас тӗллевпе массӑллӑ мероприятисем ирттермӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗсене те пӑрахӑҫланӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче афишӑсене пуҫтарса хунӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, палӑртнӑ тӑрӑх, концертсем ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулмӗҫ. Кононавирус сарӑласран сыхланас тӗллевпе Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне те ирттермесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна юпа уйӑхӗ ҫине куҫарнӑ.
Каласа хӑварар: паянхи кун тӗлне Раҫҫейре 114 ҫын ҫак инфекицпе чирленӗ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенчи ҫӑлтӑрӗн, Юрий Шатуновӑн, концерчӗ иртнӗ. Республикӑри МИХсенчен пӗринче ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, юрӑҫа Шупашкар ҫыннисен хӑш-пӗр ыйтӑвӗ кулӑшлан туйӑннӑ. Ҫапла-ҫапла. Юрий Шатунов юрланӑ ҫеҫ мар, куракансемпе те кӑмӑлтан калаҫнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Хӑшӗсем ыйтса ҫырнӑ, теприсем тӑрса ыйтнӑ.
Шупашкар ҫыннисенчен пӗри 13-мӗшӗнче концертпа килме шикленмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Юрий Шатунов хӑйне тӗшмӗшлӗ тесе шухӑшламасть пулин те хӑш чух хӑш-пӗр япалана кӑштах ӗненет-мӗн.
Залрисем хӑйсене килӗшнӗ юрӑсене шӑрантарма та ыйтнӑ. «Ҫӑкӑр-булка пӗҫерекенсем валли, анчах мӗнлине астумастӑп», — тенӗ пӗри. Капла каласан зал ахӑлтатса кулнӑ, сцена ҫинчисем те тӳссе тӑрайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |