Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл паян уҫҫӑнах каланӑ.
Олег Николаев ҫӗроме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ суйлава хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗ.
«Суйлава эпӗ хамӑн кандидатурӑна хам тӗллӗн тӑратас терӗм. Чӑваш Республикинчи конструктивлӑ мӗнпур вӑя, ҫав шутра политика партийӗсене, май килнӗ таран пӗрлештерессе питӗ шанас килет. Сирӗнпе пӗрле эпир пӗлтерӗшлӗ нумай ӗҫе тӑвайӑпӑр тата республикӑри тӑрӑма хӑвӑрт улӑштарайӑпӑр», — тенӗ Олег Николаев.
Суйлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле.
Паян, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хӑш кун ирттерессине пӑхса тухнӑ. Ӑна Сасӑламалли пӗрлехи кун, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирттерме палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ЧР Элтеперне 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Унччен ку тивӗҫе Михаил Игнатьев пурнӑҫланӑ. Олег Николаев суйлава партине кӗмен ҫын пек хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – тепӗр суйлав. Ун чухне Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсемшӗн сасӑлӗҫ.
Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра ӗне тытакансене укҫан хавхалантарасси пирки калаҫнӑ.
Иртнӗ эрнере Олег Алексеевич контрактламан укҫа-тенкӗн пӗр пайне (ӑна картишсене хӑтлӑлатма пӑхса хунӑ) харпӑр хуҫалӑха субсидилеме ярасси пирки каланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви проект хатӗрленӗ, унта ку пулӑшӑва мӗнле парассине ҫирӗплетнӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ӗнешӗн 2300 тенкӗ парӗҫ, икӗ ӗне тытакансене – 3300 тенкӗ, 3 е ытларах ӗне усракансене – 4300 тенкӗ.
Ку пулӑшӑва 22 харпӑр хуҫалӑх тивӗҫмелле, вӗсенче – 56 пин ытла ӗне. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 185 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама палӑртнӑ. Ӗне усракансен ял тӑрӑхӗн администрацине кайса заявлени ҫырмалла.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 1,5 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫав суммӑран 146 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ контракт алӑ пусса ӗлкӗрнӗ.
«Мӗн те пулин пурнӑҫлайман чухне эсир республика тата федераци правительстви ҫине йӑвантарма питӗ юрататӑр. Ку лару-тӑрура йӑлтах сирӗн алӑра пулнӑ. Халӗ сире эпӗ кашни ҫын патне ҫитсе халӑха ӑнлантарса пама ыйтатӑп. Мӗншӗн эсир укҫа пур ҫинчех картишсене хӑтлӑлтма пултараймарӑр?» — ҫакӑн пекрех ҫивӗч каланӑ Олег Николаев.
Ҫӗрпӳре ӗнер Чӑваш Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл паллашнӑ объектсенчен пӗри – хулара туса лартнӑ 240 вырӑнлӑх ача пахчи. Ӑна хӑпартма «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
«Кун пек проектсене ҫулталӑк та пилӗк уйӑхра, ҫулталӑк та сакӑр уйӑхра тӑваҫҫӗ. Пирӗн строительсем калӑпӑшлӑ ҫак проекта ултӑ уйӑхра туса пӗтерчӗҫ. Паян эпир ача пахчине уҫма хатӗрленетпӗр. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫасшӑн», – тенӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер.
Ҫӗнӗ учрежденире спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пӳлӗмӗ, LEGO-cтуди, мультстуди, агролаборатори, столяр мастерскойӗ тата бассейн пур.
«Манӑн ачамсем виҫҫӗрен ытларах, анчах сирӗн чухлӗ ҫук», – ҫапла каланипе пуҫланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нумай ачаллӑ Шишовсемпе йӗркеленӗ видеоҫыхӑнӑва. Асӑннӑ ҫемьен ҫичӗ ача иккен, халӗ вӗсем саккӑрмӑшне кӗтеҫҫӗ.
Ҫемьене республика ертӳҫи Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа саламланӑ. «Эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе мӗнле пурӑнмаллине, мӗнле юратмаллине тата пурнӑҫӑн кашни самантне епле йышӑнмаллине кӑтартса паратӑр», – тенӗ Олег Николаев.
Сергей тата Ольга Шишовсем 17 ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫемьере пурӑнаҫҫӗ.
«Кашни ачапа ҫӗнӗ вӑй хушӑнать, эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ нумай ачаллӑ ашшӗ Сергей Шишов.
Ҫемьене Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланасса тем пекех кӗтеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче республикӑри район-хуласене ятарлӑ ушкӑнсем тухса кайӗҫ. Вӗсем кӑшӑлвирус тӑрӑмне, ӑна хирӗҫ епле мерӑсем йышӑннине вырӑна тухса тӗрӗслӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян пӗлтернӗ. Тӗрӗслеве вӑл депутатсене, прокуратурӑра, ШӖМ тата Роспотребнадзор тытӑмӗнче ӗҫлекенсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Каланине итлесен, кирлӗ мерӑсене пӑхӑнсан ҫитес эрнерен чарусене пӑрахӑҫлас шанчӑк пур.
Аса илтерер: Ҫимӗкре ҫӑва ҫине кайма чарӗҫ, чиркӳсене те ҫав вӑхӑтра кайма юрамӗ.
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра выртни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне унӑн ӳпки шыҫни, кӑшӑлвирус пулма пултарни пирки пӗлтернӗччӗ.
Хыпарсен федераци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвирус анализне хальлехе кӗтеҫҫӗ, вӑл паллӑ мар-ха. Михаил Игнатьев Питӗрти Алмазов центрне ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лекнӗ. Кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-Элтепер чӗрепе чирленӗ, халӗ вара йывӑртарах-мӗн. «Сывлӑхӗ йывӑр, ӳт температури – 37,5. Кӑшӑлвирус пирки хальлӗхе паллӑ мар», - ҫырнӑ агентство.
Пандемие пула медцентр карантинра, ҫавна май чирлисем патне тӑванӗсене кӗртмеҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ илсе юлмаҫҫӗ, пульницӑри апата ҫеҫ ҫитереҫҫӗ. Агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьева нимӗн те кирлӗ мар.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пирки Раҫҫейри МИХсем ҫак кунсенче тепӗр хутчен ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫырма пуҫларӗҫ. Ку вӑл, вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ, экc-Элтепер хӑйне Владимир Путин Президент отставкӑна яни тӗрӗс маррине ҫирӗплетме Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ хыҫҫӑн пуҫланса кайрӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Михаил Игнатьев ӗҫлӗх центрӗ урлӑ ӗҫ шырать текенсем те тупӑннӑ. Анчах ку хыпара Михаил Васильевичӑн пресс-секретарӗ пулнӑ Михаил Вансяцкий йышӑнман.
«Михаил Васильевич пирки халӗ темле сӑмах та сараҫҫӗ. Ку вӑл — ниме тӑман япала. Вӑл Питӗрте нарӑс уйӑхӗнчепе сипленет, ун апла япаласемпе хӑтланма вӑхӑт ҫук», — тенӗ «Коммерсант» журналиста Михаил Вансяцкий.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |