Шупашкарта пӗр ҫын коронавируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра та, Фейсбукра та пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав ҫын чикӗ леш енчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пульницӑна кайнӑ, сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Вирус тупнӑскере сипленме вырттарнӑ. Вӑл хӑйне япӑх туймасть. Ют ҫӗршывра пулнӑскере Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Коронавирус ҫаклатнӑ ҫынпа ҫывӑх пулнисен сывлӑхне те тӗрӗсленӗ. Вӗсем чирлӗ маррине палӑртнӑ.
Паян пирӗн республикӑра коронавируса сарассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб черетлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. «Пуриншӗн те меллӗ» халӑх ушкӑнне халӑхпа палӑртассине вӑл, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Олег Николаевӑн пуринчен ытла сасӑ пухнӑ страници — Инстаграмра. Актуаллӑ хыпарсене вӑл ӳлӗмрен унта пичетлеме тытӑнӗ. Фейсбукшӑн 87 ҫын сасӑланӑ, «Контактра»-шӑн — 157, Инстаграмшӑн — 1089. Олег Николаев Инстаграмри страницӑна тата унта мӗн ҫырнине чи малтан пӑхма шантарнӑ.
Ыйтусене хускатакансем халех йышлӑ. Вӗсене сӗт хакӗ, ӑшӑ хӗл тӑнине пӑхмасӑрах хваттерсене ытла вӗри хутнӑран нумай тӳлеме тивни, аптекӑсенче медицина маскисем ҫукки пӑшӑрхантараҫҫӗ.
Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен нарӑс уйӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне тишкерсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Унта Олег Николаев ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑранпа иккӗмӗш хут лекет.
«Медиалоги» пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевичӑн позицийӗ аялалла аннӑ. Пӗтӗмӗшле списокра вӑл 15-мӗш вырӑнтан 4 йӗрке аннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара 4-мӗш вырӑнтан 6-мӗшне ҫитнӗ.
Чи малти йӗркесене унчченхи пекех (Атӑлҫи федераци округӗнче) Тутарстан президенӗ Рустам Минниханов, Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров йышӑннӑ.
Коронавирус инфекцийӗ пирки халӗ мӗнпур массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Чылай ҫӗршыва кайма чарчӗҫ. Туристсем ҫавна пула тарӑхса хӑйсен блогӗсемпе социаллӑ ушкӑнсенчи страницӑсенче ҫыраҫҫӗ.
Коронавирус инфекцийӗнчен асӑрханас ыйтӑва Чӑваш Ен Правительствинче тунтикунсерен иртекен ирхи канашлура та хускатнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ку чир пирки халӗ питӗ нумай информаци, ҫав вӑхӑтра суя хыпар та, сарӑлнине пӗлтернӗ. Аптекӑсенче медицина маскисем ҫитмесҫӗ тесе халӑх пӑшӑрханать. Пӗр хут усӑ курмалли маскӑсене Чӑваш Ене кӳрсе килес ыйтӑва Раҫҫейӗн Промышленность тата суту-илӳ министерствипе ҫывӑх вӑхӑтра татса памалла. Куншӑн республикӑри профиль министерствисем яваплӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре маска ҫителӗклех кӑлараҫҫӗ. Теприсем дефицит пек юри кӑтартаҫҫӗ, рынокра спекуляци сисӗнет.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, унта йыхравланисем, тӗпрен илсен, — республикӑн политика пурнӑҫне ҫутатакансем. Патшалӑх МИХӗсемпе пӗрлех Чӑваш халӑх сайтне, «ПроГород» хаҫата, ЮТВ телекомпание, федераци кӑларӑмӗсемпе радиостанцисене тата ыттисене йыхравланӑ.
Олег Николаев влаҫра ӗҫлекенсем май килнӗ таран уҫҫӑн ӗҫлеме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен объективлӑ журналист тӗпчевӗсем кӗтнине пӗлтернӗ вӑл. Тӗлпулӑвӑн тӗллевне Олег Николаев журналистсен пӗрлӗхӗ асӑрхаттарнипе тӗрлӗ ыйтӑва татса парас тенипе сӑлтавланӑ.
МИХсенче ӗҫлекенсем ыйтса ҫырнисене министерствӑсене туллин хуравлама хушнине пӗлтернӗ, пичет кӑларӑмӗсене вулакансем патне ҫитерме пулӑшма, официаллӑ мероприятисене журналистсене ҫӑмӑллӑн кӗртме шантарнӑ.
«Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул» асӑнмалӑх медале чи малтан виҫӗ ҫын тивӗҫнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ку медальпе СССР Халӑх артисткине Вера Кузьминана, Варнава митрополита тата «Промтрактор» АУО ветеранне Иван Долгушина чысланӑ.
Олег Алексеевич медальпе камсене чысласси пирки Хушу алӑ пуснӑ. Списокра – 52 ҫын. Вӗсен йышӗнче – тӳре-шара, спортсменсем, политиксем, тухтӑрсем, пысӑк предприяти ертӳҫисем, пултарулӑхра палӑрнӑ ҫынсем… Ҫак йышра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров та пур.
Ҫавӑн пекех, Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, ку медале 1994 ҫултанпа Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ ҫынсене парӗҫ. ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев ку списокра ҫук.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «О дополнительных мерах, направленных на привлечение молодежи к работе в системе государственного управления» (чӑв. Патшалӑх управленийӗн тытӑмӗнче ӗҫлеме ҫамрӑксене явӑҫтарма хушма мерӑсем йышӑнасси ҫинчен) хушу кӑларнӑ.
Опытлӑ та хӑйсен ӗҫӗнчи профессионалсемпе пӗрлех ҫӗнӗлле ӗҫлекен ҫамрӑксем кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Ен граждан службине ӗҫе вырнаҫакансен йышӗ 2015 ҫултанпа 30 процентран 23 процент таран чакнӑ. Патшалӑх органӗсенче ҫамрӑксене практика тухма майсем йӗркеллӗ туса паманнине, практикӑна ячӗшӗн ирттернине асӑрханӑ.
Малашне ҫулсерен Карьера кунӗсем ирттерме палӑртнӑ. Кӑҫал вӑл ака уйӑхӗнче иртӗ.
Чӑваш Енри такси мӗн тӗслӗ пулассине халӑхпа татса парӗҫ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче ҫакӑн пирки ыйтӑм йӗркеленӗ. Унта пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хутшӑнма пулать.
Таксине пӗр тӗслӗ тӑвас ыйтӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Потребительсен прави пирки калаҫнӑ май пӗр тӗслӗ таксис пулсан ҫынсене меллине палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ыйтӑм йӗркеленӗ. Пӗрремӗшӗнчен, такси пӗр тӗслӗ пулмалли пирки мӗнле шухӑшланине пӗлтерме май пур. Иккӗмӗшӗнчен, мӗнле тӗсли аваннине палӑртма. Сарӑ, шурӑ, шурӑпа сарӑ тӗссем кӑтартнӑ ыйтӑмра. Ҫынсем хӑйсем те сӗнме пултараҫҫӗ.
Сасӑлава хальлӗхе хутшӑннисенчен 69 проценчӗ такси тӗсне пӗр пеклетнине хирӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» палӑртасшӑн. Кун пирки вӑл паян Инстаграмра ҫырса хунӑ.
Олег Алексеевичӑн хальхи вӑхӑтра «Фейсбукра», «Контактра» тата «Инстаграмра» страницӑсем пур. Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен вӑл «Контактра» тата «Фейcбукра» ҫеҫчӗ. «Инстаграмра» унӑн суя аккаунтне йӗркеленӗ хыҫҫӑн вӑл унта хӑйӗн официаллӑ страницине уҫрӗ.
Олег Николаев пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне ҫынсене сасӑлаттарса татса парасшӑн. Сасӑлав шӑматкун вӗҫленӗ.
«Хамӑн страницӑсенче эпӗ ҫӗнӗлӗхсемпе, палнсемпе паллаштарнипе пӗрлех сирӗн ыйтӑвӑрсене шута илес тесе комментарисене те вулама тӑрӑшатӑп. Пурне те тытса пыма йывӑр. Пӗр ушкӑнри страницӑна тӗп туса хӑварасшӑн, ыттисенче тӗп страницӑри хыпарсене вырнаҫтарасшӑн», — тесе ҫырнӑ паян Олег Николаев «Инстаграмра».
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӳрӗ эфир ирттерни пирки, вӑл унта тӗрлӗ ыйтӑва хуравлани ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
Олег Алексеевич тӳрӗ эфирта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине кӗме палӑртманнине каланӑ. Халӗ вӑл Элтепер ӗҫне пуҫӗпех путнӑ-мӗн. Тата, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйӗн шухӑшне улӑштарма хӑнӑхман.
«Чӑннипе каласан, манӑн халь кун пирки шутлама та вӑхӑт ҫук: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пирки те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ҫинчен те», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти 2016 ҫулта йӗркеленнӗ. Нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Олег Николаев Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ, кайран ку тивӗҫе хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |