Кӑшӑлвирус Раҫҫее те ҫитнине кура Чӑваш Енре кашни кун усӑ курма кирлӗ мар япаласем сутакан лавккасене ӗҫлеме чарнӑ. Анчах Шупашкарта «Инком», «Юрат», «Мегастрой» малаллах ӗҫленӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑмӑлсӑрланса комментарисем хӑварнӑ – «Мегастройра» халӑх хӗвӗшет-мӗн.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ Хушӑвӗпе кунашкал гипермаркетсене ӗҫлеме чарнӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 500 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ лавккасене (апат-ҫимӗҫ сутакансене пырса тивмест) хупмалла. Олег Алексеевич гипермаркет ертӳлӗхне кун пирки пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн лавкка вӑхӑтлӑха хупӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑк-кӗшӗк, выльӑх-чӗрлӗх сутакан лавккасене ӗҫлеме ирӗк панӑ.
Раҫҫейри хӑш-пӗр регион, ҫав шутра Чӑваш Ен те, коронавируса пула йышӑнма сӗннӗ мерӑсене пурнӑҫламан-мӗн. Регионти влаҫсене кинотеатрсене, ачасен вылямалли пӳлӗмӗсене, каҫхи клубсене, йышпа канмалли ытти вырӑна пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех хупма каланӑ иккен.
Ҫакна 38 регионта ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ, ыттисем ку ыйтӑва вӑхӑтра татса паман. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те.
Кинотеатрсен харпӑрҫисен ассоциацийӗ ҫак ыйтӑва вӑхӑтра татса паман хуласен списокне хатӗрленӗ. Унта ҫаксем кӗнӗ: Белгород, Волгоград, Йошкар-Ола, Астрахань, Иркутск, Новосибирск, Ярославль тата Шупашкар. Палӑртмалла: ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кинотеатрсене пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хупма сӗннӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енре 1000 койко-вырӑнлӑх пульница хута ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗпе Наталья Хоровойпа тӗл пулнӑ чухне каланӑ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра нумай профильлӗ клиника пульници кирлӗ. Ун ҫумӗнче юн тымарӗсен чирӗсенчен сиплекен центр тата хирурги уйрӑмӗ пулмалла.
Пульницӑри йышӑну уйрӑмне «Тухтӑр – пациент патне» принциппа йӗркелӗҫ. Урӑхла каласан, пациента илсе килсен ятарлӑ бокса вырнаҫтарӗҫ, тухтӑрсем ун патне пырса ӑна тӗрӗслӗҫ. Кунашкал пульницӑна тӑвас ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса пама палӑртнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 1286 ҫын юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула вилнӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 7,7 процент сахалрах.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен, ватлӑх енне сулӑннисен (теприсене ку сӑмах, тен, килӗшмест те пулӗ-ха. Анчах ҫамрӑк тенипе яшланаймӑпӑр), карантинта пулмалла.
65 ҫултан аслӑраххисем коронавирус чирне йывӑррӑн тӳссе ирттернине тухтӑрсем текех калаҫҫӗ-ха. Ҫул кайнӑҫем сывлӑх тӗрекленсе пыманнине ӑнланма пулать. Тӗрлӗ амак аптӑратакан ватӑсем инфекци чирӗсене йывӑррӑн тӳссе ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пек чух вӗсен ытти чирӗ шала кайма пултарать.
Аслӑ ҫулхисен карантинта пулмалли вӗсене чирлеттерес маррипе ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май, паянхи ир тӗлне пирӗн республикӑра 419 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Коронавируспа чирли малтанхиллех пӗр ҫын ҫеҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 694 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре ҫынсем лавккасенче черет тӑрсах сахӑр, хура тул тата туалет хучӗ туянни пирки илтмен ҫын юлмарӗ пулӗ. Ку мӗнпе ҫыххӑннӑ? Татса калама ҫук.
Кун хыҫҫӑн тӳре-шара лавккасене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫынсем кӗпӗрленсех туяннӑ хыҫҫӑн хаксем хӑпарман-и? ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе федераци сечӗсем таварсене кашни кун илсе килме тытӑннӑ. Ҫавна май лавккасем халӗ йӗркеллех ӗҫлеме тытӑнмалла, тавар ҫителӗклӗ пулмалла.
Ӗнерхи тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ те ҫынсем хура тул кӗрпи нумай туянаҫҫӗ. Эппин, хӑшӗ-пӗри халӗ те саппаслӑх туянать. Тӳре-шара пӑшӑрханмалла маррине пӗлтерет: сентресем туллиех пулӗҫ, тавар ҫителӗклӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильев ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне пӗр эрне шӑнкӑраваланӑ. Анчах йышӑну пӳлӗмӗнче ӑна пӗр министерствӑран теприн патне шӑнкӑравлама хушнӑ. Ҫапла вӑл Олег Алексеевичпа ҫыхӑнайман.
Вячеслав Васильевӑн вара Олег Николаева каламалли, сӗнмелли пур-мӗн. Халӗ тӗнчене коронавирус сарӑлнӑ, арҫын шӑпах ку енӗпе сыхланмалли мерӑсем пирки каласшӑн иккен. «Алӑ ҫума, маска тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Анчах пушмак пирки никам та нимӗн те каламасть. Пушмака алӑпа е урапа хываҫҫӗ. Ҫавна май алӑ хуралать. Пушмак хывмалли хатӗр пулсан вара алӑ хуралмасть», - тенӗ Вячеслав Васильев. .
Палӑртмалла: Вячеслав Васильев – Чӑваш Енри изобретатель. Вӑл шухӑшаса кӑларнӑ хатӗрсем пирки федераци каналӗсем те кӑтартнӑ. Арҫын пушмак хывмалли хатӗр шутласа кӑларнӑ.
102 ҫулти Анастасия Терентьева Шупашкара ҫӳлтен курма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Мӑнукӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ.
Мӑнукӗ Андрей Шамбулин экскурсие лекес тесе ЧР Элтеперӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ. Кӗҫех кинемее Правительство ҫуртне чӗнсе илнӗ. Унта унпа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев курнӑҫнӑ.
Анастасия Терентьевӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл ялта ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемьере тӑхӑр ачана пиллӗкӗшӗ ача чухнех вилнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче вӗсене кулак тесе айӑпланӑ, икӗ хутлӑ шкулӗнчен шкул тунӑ. Амӑшне ачисемпе мунчана пурӑнма куҫарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене лӑплантарасшӑн. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Чувашия без паники» (чӑв. Пӑлханман Чӑваш Ен) ушкӑн йӗркеленӗ. Вӑл https://vk.com/bezpaniki21 адреспа вырнаҫнӑ.
Унта коронавируспа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ хыпара пӗлтернипе пӗрех лавккасенче апат-ҫимӗҫ ҫуккине ҫакӑнта https://vk.com/topic-181162659_40661223 хыпарлама пулать; кирлӗ эмел тавраш ҫуккине кунта https://vk.com/topic-181162659_40661235 систермелле; лавккасенче апат-ҫимӗҫ ҫуккине https://vk.com/topic-181162659_40661349 ҫакӑнта пӗлтермелле.
Асӑннӑ ушкӑнра мӗнпур информацие тӗплӗн тӗрӗслеме тата тивӗҫлӗ инстанцие ҫитерме шантарнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче черетлӗ хутчен кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Сӑмахӑмӑр — Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пирки. Иван Исаева (ҫак должноҫе ӑна 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче иккӗмӗш хутчен лартнӑччӗ) министр пуканне пушаттарнӑ хыҫҫӑн пысӑк пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама Виктор Косачева ҫирӗплетнӗччӗ. Ку вӑл нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ.
Паян вара министр тивӗҫне пурнӑҫлама Александр Воробьева шаннӑ. Хушӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫын — 39 ҫулта. Александр Воробьев «Раҫҫей экологи обществин» регионти уйрӑмне ертсе пырать.
Министр тивӗҫне унччен пурнӑҫланӑ Виктор Косачев хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнӑ.
Ҫак кунсенче коронавирус пирки ӳркенмен ҫын кӑна калаҫмасть пулӗ. Теприсем, хытах шикленсе ӳкнисем, канӑҫа ҫухатнӑ. Ҫавсем чирлесрен ҫеҫ мар, выҫлӑх вӑхӑчӗ ҫитесрен те шикленеҫҫӗ. Сыхланакана Турӑ сыхланине пӗлетпӗр-ха. Анчах шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ тенине те асра тытмалла. Канӑҫсӑрланса кам лавккана, кам аптекӑна васкать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятире пулнӑ. Республика ертӳҫи Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӗртавар ҫӗнӗ тыр-пул тухӑҫне пуҫтарса кӗртиччен пурӑнмалӑх та ҫитет. Апла пулсан ҫӑнӑх та ҫителӗклӗ пулӗ, кӗрпе-макарон та.
...Пӗр вӑхӑтра, астӑватӑр-и, тӑвар хакланать терӗҫ, тепрехинче — сахӑр песукӗ, хуратул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |