Паян Чӑваш Ен Правительствине отставкӑна янӑ. Ҫакӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ Олег Николаев должноҫе йышӑннӑ хыҫҫӑн алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Тӳрех палӑртар: асӑннӑ йышӑнӑва Чӑваш Ен Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статийӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Элтепер должноҫне йышӑнсан Правительствӑна отставкӑна ямалла. Ӑна ҫӗнӗрен йӗркеличчен унчченхи йышӑн малтанхиллех ӗҫлемелле.
Паянах Олег Николаев тепӗр хушӑва та алӑ пуснӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи пулма вӑл хӑйне ҫирӗплетнӗ.
«Пӗтӗм пурнӑҫ терчӗпе
Ҫӗр ҫыртса тупа тӑватпӑр:
Шӑрӑх, сивӗ е йӗпе —
Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», — вилӗмсӗр чӑваш классикӗн, чӑваш халӑх поэчӗн Петр Хусанкайӑн сӑмахӗсемпе саламларӗ Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева республикӑмӑрӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров.
Аса илтерер: паян РФ Патшалӑх Думинчи «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин фракцийӗн ертӳҫи Сергей Миронов та хӑйӗн сӑмахне чӑвашла сывлӑх суннинчен, «Ырӑ кун пултӑр», — тенинчен, пуҫларӗ. Вӑл ӑна чӑваш тумне парнелерӗ.
Олега Николаева должноҫе йышӑннӑ ятпа саламлама тӗрлӗ парти пайташӗсем, Мускавра пысӑк вырӑн йышӑнакан сумлӑ ҫынсем, ҫав шутра федераци министрӗсем, килсе ҫитнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пуҫлӑхӗн тилхепине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йышӑнӗ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑра Элтеперӗн суйлавӗ иртрӗ. Унта Олег Николаев суйлавҫӑсен 75,63 процентне пухрӗ.
Элтепер должноҫне йышӑннине Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Ҫавӑн пекех «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» пабликра та трансляцилӗҫ.
Олег Николаев должноҫе йышӑннине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен кам пулассине пӗлтернӗ. Ку вырӑнта Николай Федоровах юлать.
Саккунпа килӗшӳллӗн, регион Элтеперне суйланакан кашни кандидат суйлав кампанийе вахӑтӗнче сенатор должноҫӗ валли виҫӗ кандидат тӑратать, ҫӗнтерсен вӗсенчен пӗрне анчах суйлать. Олег Николаев Федераци Канашӗн вице-спикерне Николай Федорова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫине Алена Аршиновӑна, Раҫҫей Паттӑрне Николай Гаврилова тӑратнӑ.
«Паянхи куна илес тӗк, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, пирӗн сенатор улшӑнмӗ», - тенӗ Олег Алексеевич.
Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 22-мӗшӗнче должноҫе йышӑнӗ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партине илсе килнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вакцинӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче регистрациленӗ. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӑна ҫӗршыври регионсене илсе ҫитермелле пулнӑ. Чӑваш Ене пӗрремӗш парти ҫитнӗ ӗнтӗ.
Чи малтан харушлӑх ушкӑнне кӗрекен медӗҫченсене прививка тӑвӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев журналистсене брифинга пуҫтарнӑ. Унта вӑл суйлава пӗтӗмлетес тӗллевлине пӗлтернӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, суйлав уҫӑмлӑ иртнӗ.
Журналистсем Олег Николаев должноҫе официаллӑ майпа хӑҫан йышӑнассипе те кӑсӑкланнӑ. Вӑл куна авӑн уйӑхӗн 22-мӗшне палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттерӗҫ.
Асра юлмалли пулӑма республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах курма пултарӗ. Олег Николаев должноҫе йышӑннине Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Унсӑр пуҫне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» ушкӑнра трансляцилӗҫ.
Чӑваш Енре ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламан подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӗннӗ.
Кӑҫал «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» регионти проектпа килӗшӳллӗн, ҫуртсен картишӗсене, общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатма 362,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах 47,6 миллион тенкипе ҫеҫ усӑ курнӑ. 340 объектран 103-шӗнче ҫеҫ ӗҫсем вӗҫленнӗ. Кая юлакансен йышӗнче – Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсем. Ку подрядчиксем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ.
Халӑх ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем мӗншӗн вӑхӑтра пурнӑҫланманнинне пӗлтӗр тесе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлемен подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна пурте кӗрсе пӑхма пултарӗҫ.
Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу машинисен автопаркне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Раҫҫей суту-илӳпе промышленноҫ министерстви пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен валли хушма 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа васкавлӑ медпулӑшу машинисем туянӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисене автопарка ҫӗнетмешкӗн тумалли ӗҫсене пурнӑҫлама хушнӑ.
«Ӗҫе ӗнер пуҫланӑ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗллев. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӑна пурнӑҫласан автопарк улшӑнӗ, тен, тӗпренех», - тенӗ Олег Николаев.
Канмалли кунсенче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ палӑкӑн пӗрремӗш чулне вырнаҫтарнӑ. Ку мероприятие ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Ольга Ярилова хутшӑннӑ.
Ҫак вырӑна ахальтен суйламан. Паркра вӑрҫӑ астӑвӑмӗ упранать. Ҫитес ҫул республикӑра Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ ҫулталӑк пулӗ. «Тӗпчемен япалана тӗпчемелле. Ҫакна тума пире ҫӗршыв президенчӗ тӗллесе ярать», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: ҫак чикӗсен тӑршшӗ 300 ҫухрӑмпа танлашнӑ, ку ӗҫе 171450 хӗрарӑмпа ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗпе Савватийпе тӗл пулнӑ.
Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Владыка Чӑваш Енре юлашки темиҫе уйӑхра ырӑ улшӑнусем пулса иртнине палӑртнӑ. «Чӑваш Ене эпӗ нарӑс уйӑхӗнче килнӗччӗ. Унтанпа республика тата ҫынсен кӑмӑлӗ улшӑннӑ», – тенӗ вӑл.
Олег Николаев экономикӑна аталантарассишӗн кунсерен тӑрӑшса ӗҫленине пӗлтернӗ. «Ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнни ҫеҫ мар, вӗсен чунӗнче канлӗх хуҫаланни те пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |