Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 79 ҫулти Аполлон Петровпа тӗл пулнӑ. Аполлон Петров Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — Михаил Васильевич ентешӗ. Анчах Михаил Васильевич унпа пӗр тӑрӑхри ҫын пулнинчен ытла сумлӑ та хисепе тивӗҫҫине кура курнӑҫнӑ.
Аполлон Петров Севастополь хулинче пурӑнать. Хура тинӗҫ флочӗн карапӗ ҫинче паян та инженер пулса тӑрӑшать. Паян вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи ентешӗсемпе курнӑҫма килсе ҫитнӗ.
Хура тинӗс флотӗнче Аполлон Петров Михаил Бочкарев контр-адмиралпа (вӑл ҫуралнӑранпа ӗнер пӗр ӗмӗр итнӗ. Пурнӑҫран вӑл 99 ҫулта уйрӑлнӑ) чылай ҫул пӗрле ӗҫленӗ. Юлашкинчен асӑннине хисеп туса Севастополь хулинче ӗнер, сӑмах май, асӑну хӑми уҫнӑ.
Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне йӑлана кӗнӗ йӗркепе Ҫыру хатӗрлет. Анчах ӑна шӑрҫаличчен вӑл халӑх шухӑшне пӗлесшӗн. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ӗнентерет.
Ҫырура республика ертӳҫи Чӑваш Енре килес ҫул мӗн пӗлтерӗшлине, министрсемпе ҫӳллӗ вырӑнти ҫемҫе пукан йышӑнакан ытти тӳре-шаран мӗне тӗпе хурса тар тӑкмаллине палӑртасшӑн. Ӗҫ планне ҫывӑх вӑхӑтлӑх кӑна мар, малашлӑх валли те йӗркелесшӗн.
Чӑваш парламентне яракан Ҫырӑва мӗн кӗртессине республикӑра пурӑнакансем те сӗнме пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсем, общество организацийӗсем, граждан обществин ытти институчӗ хӑйсен сӗнӗвне хут ҫине куҫарса Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта е analit1@cap.ru электрон адреспа ҫитерме пултарать. Унта «Ҫыру хатӗрлеме» тесе палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енри министрсенчен пӗрне пысӑк наградӑпа чыслама йышӑннӑ. Ҫак тивӗҫе республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна Тимофеева тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» (чӑв. Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орден медалӗпе хавхалантарас тенӗ.
Республикӑн ертӳҫин хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Наталья Тимофеевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» чысланӑ.
Наталья Юрьевӑна орден медалӗпе наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нагрсдӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Отпускра вӑл ӑҫта канни пирки унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ, кун пирки те хыпарланӑччӗ.
Паян Михаил Васильевича пӗр япала канӑҫ паман, кун ҫинчен те вӑл хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Паян Элтепер кӳлмекре пулӑҫсем пӑр ҫинче ларнине асӑрханӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хальлӗхе пӑр ҫӳхе пулнине хыпарланӑччӗ, ҫавна май Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ, пулӑҫсене ку инкекпе вӗҫленме пултарасси пирки шухӑшлама ыйтнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта регионти уйрӑмӑн ертӳҫине суйланӑ.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ /news/20403.html|иртнӗччӗ__. Раҫҫейри паллӑ политика Анатолий Аксакова маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗччӗ.
Хальхи конфенцире Олег Николаева, чӑн та, партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине суйланӑ.
Унта парти Чӑваш Енӗн Элтеперӗн суйлавне (шучӗпе вӑл 2020 ҫулта иртмелле. Республика ертӳҫи отставкӑна юри кайса ҫитес суйлав ирттересси пирки калаҫакансем те пур) хутшӑнас ӗмӗтлине те уҫҫӑнах пӗлтернӗ. Ку кандидат — Олег Николаев.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче хӑйне евӗр тӗл пулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ парти пайташӗсем: Анатолий Аксаков, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Александр Андреев («Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ»), Юрий Кислов («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата ытиисем — пухӑнса Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Петрова чысланӑ. Ӑна РФ Федераци Канашӗн наградипе, «Парламентаризма аталантарас енӗпе тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе, хисеп тунӑ. Наградӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ҫакса янӑ.
Александр Петров Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Ертӳҫи, вун пӗрмӗш суйлаври Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Ертӳҫи пулнӑ.
Аса илтерер, Александр Петрова маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑччӗ.
Чӑваш Енре халӑхшӑн яваплӑ предприятисене хавхалантарма шухӑшланӑ. Сӑмах вӗҫҫӗн ырласа та мухтаса мар. Укҫан.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ 138-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Унта халӑхшӑн яваплӑхшӑн 2018 ҫулшӑн преми парасси пирки каланӑ.
Ӗҫлӗ хутра ҫырнӑ тӑрӑх, Преми парас енӗпе ӗҫлекен канаш сӗннине шута илсе «Лауреат премии Главы Чувашской Республики в области социальной ответственности» (чӑв. — Чӑваш Ен Элтеперӗн социаллӑ яваплӑх облаҫӗнчи премин лауреачӗ) ята пама йышӑннӑ. Хавхалантару укҫи (виҫине асӑнман) «ДюПон Химпром» акционерсен хупӑ обществине, «Хӗвел» тулли мар яваплӑ обществӑна, «Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» акционерсен обществине тивӗҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫӗпе Алевтина Федоровӑпа тата республикӑри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫӗпе Алексей Мурыгинпа тӗл пулнӑ.
Курнӑҫура енсем сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче демографи лару-тӑрӑвӗ те пулнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра юлашки 5 ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 1,5 хут ӳснине пӗлтернӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрсен хисепӗ пӗлтӗр чакнӑ.
Алевтина Федорова ҫулсерен Хӗрарӑмсен канашӗн йышне ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑнса пынине, вӗсем питӗ активлӑ пулнине палӑртнӑ. «Бизнесра вӑй хуракансем, ҫамрӑк амӑшӗсем хастар. Кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫӗнӗ йыш йӗркелерӗмӗр. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫав тери пуҫаруллӑ. Пӗрне-пӗри пулӑшма ялан хатӗр», – тесе хыпарланӑ вӑл. Республикӑри мӗнпур муниципалитетсенчи ЗАГС уйрӑмӗсенче хӗрарӑмсен канашӗсене йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫӗпе Алевтина Федоровӑпа тата республикӑри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫӗпе Алексей Мурыгинпа тӗл пулнӑ.
Курнӑҫура енсем сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче демографи лару-тӑрӑвӗ те пулнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра юлашки 5 ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 1,5 хут ӳснине пӗлтернӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрсен хисепӗ пӗлтӗр чакнӑ.
Алевтина Федорова ҫулсерен Хӗрарӑмсен канашӗн йышне ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑнса пынине, вӗсем питӗ активлӑ пулнине палӑртнӑ. «Бизнесра вӑй хуракансем, ҫамрӑк амӑшӗсем хастар. Кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫӗнӗ йыш йӗркелерӗмӗр. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫав тери пуҫаруллӑ. Пӗрне-пӗри пулӑшма ялан хатӗр», – тесе хыпарланӑ вӑл. Республикӑри мӗнпур муниципалитетсенчи ЗАГС уйрӑмӗсенче хӗрарӑмсен канашӗсене йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |