Ятарлӑ автомобильсем кӑларакан Ҫӗмӗрлери савут нумаях пулмасть 85 ҫулхине паллӑ тунӑ. Паллӑ кунпа предприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Ҫӗмӗрлери ҫав предприяти хула хыснине укҫа-тенкӗ илсе килекен тӗп организаци шутланать. Ҫӗмӗрлен социаллӑ пурнӑҫӗнче те вӑл тӗп вырӑн йышӑнать.
Савутра хӳтӗлев тата граждан тӗллевӗллӗ, медицинӑра тата ытти отрасльте кирлӗ техникӑна юсамалли пайсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ модульсемпе контейнерсем кӑлараҫҫӗ. Ун продукцине ытларах чух Раҫҫейӗн Хӳтӗлев, Шалти ӗҫсен тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствисем усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ савута юбилейпа саламланӑ май 2011 ҫулхинчен продукци кӑларасси 2 хут ӳстернине палӑртнӑ.
Кирек епле уяври пекех унта ӗҫлекенсене те тӗрлӗ шайри Хисеп гармотисемпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.
Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа газ хакӗ 4,1% ӳсет. Ҫапла майпа 1 пин кубла метршӑн 4688,54 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Ҫак йышӑнӑва ӗнер Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ.
Чӑваш Енри тариф тата конкурентлӑ политикӑн патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш ҫурҫулта газ хакӗ ӳсмен. Утӑ уйӑхӗнче хак ӳснӗ хыҫҫӑн НДСа шутламасан 1 пин кубла метршӑн 3973,34 тенкӗ тӳлемелле. Вӗсенчен 3 057 тенки — курттӑмӑн туянмалли хак. Газа куҫармалли хак — 704,31 тенкӗ.
Патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем газшӑн 3 905 тенкӗрен (Мӑкшӑ Республикинче ҫакӑн чухлӗ тӳлеҫҫӗ) пуҫласа 7 900 тенкӗ таран (Сарӑту облаҫӗ) тӳлеҫҫӗ.
Баллонри газшӑн вара (1 килограмшӑн) 29,18 тенкӗ кӑларса хумалла. Потребитель патне илсе ҫитерес тӗк — 30,41 тенкӗ. Ҫапла майпа хак 4,2% ӳсет. Баллонри газа курттӑмӑн туянмашкӑн 1 тоннӑшӑн 10 480 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку — 422 тенкӗ ытларах.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗрти Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче пулнӑ, килӗштерсе ӗҫлесси пирки темиҫе документа алӑ пуснӑ.
Республика Элтеперӗ тата Архангельск, Кострома облаҫӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсем суту-илӳ, экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех Мускаври «Сколково» управлени шкулӗн ректорӗпе Андрей Шароновпа тӗл пулнӑ. Вӗсем вӗренӳ тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ, ҫавна май икӗ ен килӗшӳ алӑ пуснӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сколково» управлени шкулӗпе Чӑваш Ен ала пуснӑ документпа килӗшӳллӗн шкул ятарласа пирӗн республика валли квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеме тытӑнӗ.
Мускаври «Сколково» управлени шкулӗ — Раҫҫейри пысӑк бизнес шкул. Шкул сообществи Раҫҫйри тата чикӗ леш енчи пысӑк корпорацисене, вӑтам тата пӗчӗк бизнес представителӗсене, патшалӑх влаҫӗн органӗсене пӗрлештерет.
Раҫҫей Правительстви регионсенчи ӗҫ тӑвакан органсем епле ӗҫленине хакласа рейтинг хатӗрленӗ. Унта виҫӗ ҫулхи кӑтартусене шута илнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн республика рейтингра хӑйӗн кӑтартӑвне лайӑхлатнӑ. 2012 ҫулхи кӑтартупа вӑл 28-мӗш вырӑнта пулнӑ тӑк, пӗлтӗрхи тӑрӑх 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Экономика аталанӑвне тишкерни рейтингра ҫуррине йышӑнать иккен, социаллӑ пурнӑҫ — 30 процент, халӑх ыйтӑмӗ — 20 процент. Пӗлтӗрхи кӑтартупа Раҫҫейӗн 40 субъекчӗн кӑтартӑвӗ начарланнӑ, 39-шӗн лайӑхланнӑ, 4 регион унчченхи вырӑнтах юлнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство членӗсемпе ҫак эрнере ирттернӗ планеркӑра каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пӗчӗк тата уйрӑм усламҫӑсем продукци туса илесси, налук тата налук мар тупӑш илесси, ҫурт-йӗр хута ярасси пысӑкланӑ, ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗчӗкленнӗ. Налук пухасси лайӑхланнине тата патшалӑх парӑмӗпе тухӑҫлӑ татӑлса пынипе асӑннӑ кӑтарту шайӗ 6,5 процент чакнӑ. Ҫынсем влаҫ органӗсене шанасси ӳссе пырать-мӗн.
Рейтинга йӗркеленӗ чух усӑ куракан индикаторсене илсен пирӗн республика тӗп капитала укҫа-тенкӗ хывассипе, укҫа тупӑшӗпе палӑртнӑ шая ҫитеймен иккен.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта тӗп капитала пуянсем укҫа-тенкӗ хывасси пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 1,9 процент чакнӑ. Цифра чӗлхине малалла тӑсас тӑк, укҫа хывнин виҫи 8,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Укҫа-тенке ытларах чухне ҫурт-йӗр тума тата юсаса ҫӗнетме хывнӑ. Ҫак тӗллевпе 3,3 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗре илес пулсан, вӗсене тума тата техника енчен ҫӗнетме 2 миллиард тенкӗ ытларах янӑ. Машина, оборудовани, транспорт, производство тата хуҫалӑх хатӗр-хӗтӗрӗ илме 2,8 миллиард тенкӗ ытла шеллемен.
Тӗп капитала укҫа хывакансенчен ҫурри ытла, 52,7 проценчӗ, — пӗчӗк усламҫӑсем.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 19,1 пин тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу 10,4 процент ӳснӗ. Цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Чи нумай ӗҫлесе илекенсем ӑслӑлӑхпа укҫа-тенкӗ сферисенче тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсенче шалу 41,7 тата 32,2 пиншер тенке ларнӑ. Социаллӑ страхованире те аван укҫа тума пулать — уйӑхри вӑтам шалу 29 пине ларнӑ. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче: унта уйӑхне — 9,8 пин. Хам енчен калас тӑк, юлашкинчен каланине ӗненесех килмест. Ара, паллакан ҫӗвӗҫсем укҫа аван, страхованиринчен кая мар, илнине пӗлтереҫҫӗ. Тен, шалӑвӑн пӗр пайне вӗсене «конвертра» тӳлеҫҫӗ пулинех.
Официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх, тупӑш пулӑ тытассин тата пулӑ ӗрчетессин сферинче уйрӑмах ӳснӗ. Унта вӑй хуракансем пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен кӑҫал 58 процент ытларах илеҫҫӗ иккен. Тимӗр-тӑмӑр туса илекенсен ӗҫ укҫийӗ вара 2,7 прцент чакнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 6 472 тенкӗпе танлашнӑ. Ун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн правительствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталти виҫепе танлаштарсан унӑн шайӗ 7 процент ӳснине пӗлтерет. Укҫапа илсен 423 тенкӗ хӑпарнине пӗлтерет.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ӳсни тӗрлӗ тавар, ҫав шутра апат-ҫимӗҫ хакӗ, тӳлевсемпе пулӑшусем хӑпарнипе ҫыхӑннӑ.
Социаллӑ демографи ушкӑнӗсемпе илсен, вӑй питтисене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи 6 866 тенкӗпе танлашнӑ, пенсионерсен — 5 291 тенкӗпе, ачасен — 6 509 тенкӗпе.
«Патшалӑх облигацийӗ кӑларнипе вӑрӑм вӑхӑтлӑха кивҫен илес парӑм политикне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать», — тесе пӗлтерет республикӑн Финанс министерстви. Тӗп финанс ведомстви ӗнентернӗ тӑрӑх, патшалӑх парӑмне тивӗҫтерме илекен мӗнпур тивӗҫе республика тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.
Ӗнер, акӑ, 2012 ҫулта кӑларнӑ облигацисемшӗн ҫиччӗмӗш купон тупӑшне тӳленӗ иккен. Икӗ ҫул каялла ҫав хаклӑ хута 1,5 миллион штук кӑларнӑ. 667,7 тенкӗ тӑракан пӗр облигацишӗн 14 тенкӗ те 54 пус тӳленӗ. Ку вӑл ҫулталӑкри процент ставкине 8,75-пе шутланине пӗлтерет.
Саккӑрмӗш купон тупӑшӗшӗн утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тӳлеме палӑртаҫҫӗ.
Ҫулла вара 2 миллиард тенкӗлӗх тепӗр ушкӑн облигаци кӑларасшӑн.
Шупашкарта нефтьпе газ промышленноҫӗнчи ҫӗнӗ энергетика оборудованийӗсем пирки сӳтсе явма пухӑннӑ. Конференцие Топливӑпа энергетика комплексӗн ассоциацийӗн энергетикӗсем пухӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Конференцие уҫнӑ май Михаил Игнатьев Чӑваш Ен аталаннӑ промышленноҫлӑ пулнине палӑртнӑ. Ку енпе илсен, электротехника отраслӗн предприятийӗсем тӗп вырӑн йышӑнни ҫинчен каланӑ. «Шупашкар хули — реле хӳтӗлевӗн тата автоматикин хатӗрӗсене, микропроцессор япалисене кӑларакан центр. Пирӗн продукцие ыйтаҫҫӗ. Пахалӑх енӗпе вӑл ют ҫӗршыври аналогсенчен кая мар. Эпир «Росатом», «Русгидро», «Газпром» йышши пысӑк компанисемпе, нефтьпе газ промышленноҫӗн тата ытти нумай предприятипе ӗҫлетпӗр. Пирӗн нефть те, газ та ҫук. Тӗп пунялӑхӑмӑр — ӗҫчен халӑх. Ҫавӑнпах эпир этеме, ҫамрӑксене укҫа-тенкӗ хыватпӑр. Вӗсен шухӑшӗ, ҫӗнӗлӗхӗ тивӗҫлӗ кӑтарту тума май патӑр тесе тӑрӑшатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
«Энерго ТЭК» коммерцилле мар юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗ Виктор Шеховцев конфренцие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн республика Элтеперне, Экономика министерствине тата электротехника предприятийӗсен ертӳҫисене тав тунӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 68,4 миллион долларпа танлашнӑ. Ҫав шутран экспорт виҫи 41,4 процент йышӑнать. Тулаш тавар ҫаврӑнӑш пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 36,2 процент чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах чикӗ леш енне тавар ӑсатасси 6,4 процент чухлӗ хутшӑннӑ.
Тулаш ҫаврӑнӑша илсен экспортӑн 34 процентне, импортӑн 92 процентне инҫет чикӗ леш енчи патшалӑхсемпе суту-илӳ туни кӳнӗ. Ертсе пыракан суту-илӳ партнерӗсен шутне унтан тавар илсе килессипе Китай, Германи, Итали, Аслӑ Британи, Польша кӗреҫҫӗ иккен, хамӑр патран ӑсатассипе — Украина, Азербайждан, Молдави, Словаки, Узбекистан.
Чикӗ леш енне пирӗн патран ӑсатакан тавар хушшинче хими промышленноҫӗн таварӗпе каучук 58,3 процент йышӑнаҫҫӗ, машиностроенин продукцийӗ — 31,1 процент. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗн таварӗ сутӑнасси 662 процент чухлӗ ӳснӗ иккен, машиностроенин 2,3 процент чакнӑ.
Пирӗн пата та хими промышленноҫӗн таварӗпе каучук, машина, оборудовани, транспорт хатӗрӗ (кунта механика хатӗр-хӗтӗрне, электричество машинисене, инструментсемпе аппаратсене тата ыттине те кӗртеҫҫӗ), пир-авӑр килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |