Ҫутӑ тата газ хакӗ хӑпарса пынине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пуль ӗнтӗ. Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра электроэнерги 8,5 процент хакланмалла. 2017 ҫулта — 8 процент, 2018 ҫулта — 7,2 процент. Ку цифрӑсене Раҫҫейӗн 2018 ҫулчченхи социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогнозра каланӑ иккен. Ӑна ҫӗршывӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни тӑрӑх ТАСС информаци агентстви ӗҫлӗ хутра сӑмах социаллӑ виҫе пирки пынине палӑртнӑ. Социаллӑ виҫерен иртсен тарифа регионсенче урӑх хакпа шутласа пама пултараҫҫӗ.
Йӗркелесе тӑракан тарифшӑн сеть организацийӗсене килес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 7,5 процентран пуҫласа 11 процент таран индексацилеме пултараҫҫӗ, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче — 7 процент, 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче — 6,2 процент.
Экономикӑн аслӑ шкулӗ инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне хатӗрленӗ — унта Чӑваш Ен 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш ушкӑнӑн малти рете вырнаҫнӑ.
Малта пыракан 4 региона палӑртнӑ — Мускав, Тутарстан, Калуга облаҫӗ, Питӗр. Вӗсем хыҫҫӑн вара 2-мӗш ушкӑн пырать — Чӑваш Ен унта 0,4707 балпа чи малтисен шутӗнче. Пирӗн тӑрӑхӑн лайӑх енӗсем шутне ӗҫре ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе компанисен инициативлӑхӗ тата технологиллӗ мар инновацисемпе усӑ курнине кӗртнӗ.
Инновацилле аталанӑвӑн танлашӑмне йӗркеленӗ чухне 37 уйрӑмлӑха шута илеҫҫӗ. Вӗсен шутне Раҫҫейри тӑрӑхсен социаллӑ экономика условисем, ӑслӑлӑхпа техника потенциалӗ, инновацилле политикӑн пахалӑхӗ тата инновацилле ӗҫӗ кӗрет. Пӗлтӗр ҫак танлашӑмра Чӑваш Ен 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ, кӑҫал 1 йӗрке чакнӑ (Калуга облаҫӗ мала хӑпарса кайнӑран).
«Трактор савучӗсем» концерн (унта хайхин Шупашкарти предприятийӗсем те кӗреҫҫӗ) ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 21-мӗшӗччен ӗҫлемӗ. Кун пек йышӑнӑва концернӑн гендиреткорӗ М.Г. Болотин ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫсӗр ларнӑ вӑхӑтра ҫынсене вӑтам шалӑвӑн иккӗ-виҫҫӗмӗш пайне тӳлӗҫ.
Ӗҫе чарма тивнин сӑлтавӗ экономика тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ. Продукцие туса илме чӗртаварпа материал ҫукки производствӑна ура хунӑ иккен. Туянма укҫа ҫук-мӗн.
Чарса лартма йышӑннӑ предприятисен хушшинче «Трактор савучӗсем» концерн» ККУ» тулли мар яваплӑ обществӑна, «Промтрактор» АУОна, Шупашкарти агрегат савутне, «Промтрактор-Промлит», «Промтрактор-Вакун», «Агромашхолдинг», «Четра-комплектующие и запасные части» обществӑсене тата ыттисене асӑннӑ.
Ҫак эрнере Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. Эрне Патшалӑх Думин экономика политики, инновацилле аталану тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнчен пуҫланнӑ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗпе пӗрлех Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата предприяти ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен пайташӗсем конкуренцие хӳтӗлесси тата усламҫӑлӑха аталантарасси ҫинчен калакан тата ытти хӑш-пӗр федераци саккунӗсене улшӑну кӗртессине сӳтсе явма хутшӑннӑ.
Эрех-сӑра ваккӑн сутассине йӗркелес ыйтусемпе чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тухса калаҫнӑ. Владимир Аврелькин министр вара хамӑр патра туса илекенсене тата шалти пасара хӳтӗлеме епле майсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Министр шучӗпе импортҫӑсене, сӑмахран, Раҫҫей стандарчӗ ыйтакан регламентсене пӑхӑнтармалла. Ют ҫӗршывран илсе килекен кивӗ машинӑсене Аврелькин министр «промышленноҫ юлашкийӗ» тесе хакланӑ май ку ыйтӑва та тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ.
Америкӑн Visa тӳлев тытӑмӗ ют банкоматсенче укҫа илнишӗн процент илме пуҫлать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Халӗ ку операцишӗн Visa банксенчен ҫирӗплетнӗ комисси илсе пырать. Ку сумма 40 тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнсан ҫак виҫе тӳлевӗн 0,4–0,5 проценчӗпе танлашмалла. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен вӑя кӗмелле.
Ҫапла туни Раҫҫей ҫыннисене тӗрлӗ тӳлевшӗн алӑран укҫан татӑлмалла мар тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем онлайн меслетпе татӑлма пуҫлӗҫ. Кунтан вара Visa 0,01 процент комисси илет иккен. Капла вара вӑл самай услам курӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кӑна асӑннӑ тытӑм ҫапла майпа 20 миллиард тенкӗ услам курнӑ имӗш. Банкоматран аллӑн укҫа илнипе ӑна 13 миллиард тенкӗ лекнӗ.
Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать.
Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл пирки отчет тунӑ. Вӑл иртнӗ ҫул республика Правительстви ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫине тӑнине палӑртнӑ. Кунта Элтепер ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса пынине, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, коммуналлӑ пулӑшу кӳрессипе тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. «Ӑс-хакӑлпа культура пахалӑхне» упраса хӑварассипе тата ӳстерессипе те тӑрӑшнӑ-мӗн.
Юлашки тӑватӑ ҫула илсен Чӑваш Енре республика хыснин индексӗ Раҫҫейри тата Атӑлҫи федераци округӗнчи вӑтам кӑтартуран та пысӑкрах иккен: 126,6 процентпа танлашнӑ (ҫӗршывра — 123,2 процент). Республика хысна инвестицийӗн шайне те ӳстерсе пырать-мӗн. Кун пеккине иртнӗ ҫул ҫӗршыври 29 субъект кӑна пултарайнӑ имӗш.
Ҫынсен пурнӑҫ шайне илсен, Элтепер педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 5,6 процент, тухтӑрсен 6,5 процент, культура ӗҫченӗсен 17,7 процент, социаллӑ ӗҫченсен 27,8 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ те пӗлтӗр чакнӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта промышленноҫ продукцине туса илесси чакнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан ҫак калӑпӑш 8,2 процент пӗчӗкрех.
Транспорт хатӗрӗсен производствинче цифрӑсем уйрӑмах пӗчӗкленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗ уксахламасть — тавар туса илесси унта пысӑкланнӑ.
Тирпейлекен промышленноҫа пӗтӗмӗшле илсен, 13 отрасльтен улттӑшӗнче производство калӑпӑшӗ пӗчӗкленнӗ. Транспорт хатӗрӗпе оборудованийӗ кӑларакансем пӗлтӗрхин ҫурринчен кӑшт кӑна иртейнӗ: вӗсен индексӗ — 57,7 процент. Металлурги производстви те лайӑх кӑтартупа мӑнаҫланаймасть: унти индекс — 74,6 процент. Хими промышленноҫӗ экономикӑри йывӑрлӑха парӑнса ларман: производство калӑпӑшне пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 14,4 процент ӳстернӗ. Электрообрудовани отраслӗнче, целлюлозӑпа хут производствинче, издательствӑпа полиграфире ӗҫлекенсем те унчченхинчен аванрах тимленӗ.
Раҫҫее Украинӑран кӳрсе килекен сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерме пӑрахни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавна май унти ял хуҫалӑх продукцине кунта илсе килме пӑрахасшӑн.
Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри лавккасен сентрисем ҫинчен ҫитес вӑхӑтра Украинӑри ял хуҫалӑх таварӗ ҫухалма пултарать. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те хыпарлаҫҫӗ.
Федераци службин официаллӑ элчи Алексей Алексеенко лару-тӑру мӗнле аталаннине сӑнаҫҫӗ. Украинӑра политика улшӑниччен Госветфитослужби лайӑх ӗҫленӗ. Украина экономикин аграри секторӗн ертӳлӗхӗ улшӑнсан тӗрӗслев тӑрук япӑхланнӑ.
Анчах, Алексей Алексеенко палӑртнӑ тӑрӑх, Кейӳ хирӗҫ пулсан та Раҫҫее Украинӑри тавар килет. Раҫҫее вара халӗ унтан килекен сӗт юр-варӗн пахалӑхӗ тивӗҫтерме пӑрахнӑ.
Беларуҫсем Украинӑра вӗсен брендне суя туса кӑларнипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Раҫҫее Украинӑран чӑкӑт вырӑнне чӑкӑт продукцийӗ килнӗ тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Унта вара сӗт ҫӑвӗсем ҫук.
Палӑртмалла: Раҫҫей Украинӑри производительсен тӗлӗшӗпе ҫирӗп йышӑнусем тунӑ. Раҫҫее унтан тӑвар, куккурус кӗрпи, сӗткен улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, консервланӑ пулӑ, сӗт, эрех-сӑра, пылак ҫимӗҫ кӳрсе килме чарнӑ.
Кун пирки Етӗрне районӗнче сӳтсе явнӑ. Тупра ыйтӑвне район хыснин тупӑш пайне ӳстерес ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗнче хускатнӑ. Комисси пайташӗсем ытти чух та ку ыйтупа пухӑнман мар-ха. Хальхи ларӑва вӗсем черетсӗр пуҫтарнӑ.
Лару Етӗрне район прокуратуринче иртнӗ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, район прокурорӗ Владимир Степанов, Федерацин налук службин районсем хушшинчи 8-мӗш инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Таранова, РФ Пенси фончӗн Етӗрне районӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Облинова тата райадминистрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Облинова хутшӑннӑ.
Ларӑва район хысни умӗнче тата Пенси фончӗпе налукҫӑсем умӗнче парӑма кӗнӗ предприяти пуҫлӑхӗсене чӗннӗ. Хушма тупӑшран илекен налукпа кӑна унта йыхравланисен парӑмӗ 5,9 миллион тенке ҫитнӗ иккен. Ларура пит хӗретме тивнисенчен хӑшӗсем парӑма ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен татма шантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |