Юпа уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультетӗнче чӗлхесен Пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ пулӗ.
Юпан 25-мӗшӗнче 14 сехетре фестиваль уҫӑлӗ, 15 сехет те 30 минутра чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ.
Тепӗр кунхине, юпан 26-мӗшӗнче, 14 сехетре чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ, 15 сехет те 30 минутра концерт пулӗ.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен 23-02-03 номерпе шӑнкӑравламалла.
ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ пуҫарнипе Шупашкарти маршрут автобусӗсем ҫинче ҫыпӑҫтаркӑчсем тупӑннӑ. Вӗсем ҪҪХПИне ҫул-йӗр правилисене пӑсакан водительсем пирки пӗлтерме чӗнсе калаҫҫӗ.
Акци «Эпӗ ҫул-йӗр правилине пӑсрӑм-и? ҪҪХПИне пӗлтер» ятлӑ. Маршрут автобусӗн водителӗ ҫул-йӗр правилисене пӑснине пассажирсем те, ытти ҫынсем те пӗлтерме пултараҫҫӗ.
Кунашкал ҫыпӑҫтаркӑчсем 52, 54, 63-мӗш маршрутсем ҫинче пур ӗнтӗ.
Юпан 7-11-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи Элиста хулине гастроле кайнӑ. Артистсем ачасене тата аслисене спектакльсем кӑтартӗҫ: «Один дома», «Собаки», «Суя пурнӑҫ», «Тӑм тивнӗ чечексем».
Юпан 7-мӗшӗнче Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗнче гастрольсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чӑвашсене калмӑксем наци йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн кӗтсе илнӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорне Елене Николаевӑна наци тӗрриллӗ шурӑ алшӑлли парнеленӗ. Ку тасалӑх тата ӑс палли-мӗн. Пирӗн артистсем вара вӗсене наци пуканисене парнеленӗ. Куракансемшӗн Иосиф Дмитриев хатӗрленӗ «Лгунья» постановка чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗ вара Чӑваш Енре юпан 20–24-мӗшӗсенче пулӗ, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта спектакльсем кӑтартӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Спорт бульварӗ» иртнӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗ, боксер Николай Валуев ҫитсе курнӑ.
Николай Валуевсӑр пуҫне унта Александр Карелин спортсмен та пулнӑ. Карл Маркс урамӗнче спорт федерацийӗсем тата ассоциацийӗсем ӗҫленӗ. Унта сценӑсем, рингсем, катоксем, лапамсем хатӗрленӗ. Спортсменсем уяв тумӗ тӑхӑнса хӑнасене тем те пӗрпе савӑнтарнӑ.
Кашниех хӑйӗн валли вӑйӑ суйлама пултарнӑ. Пӗрисем — шашкӑлла, теприсем шахматла вылянӑ. Теприсем дротик ывӑтнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Чылайӑшӗ икерчӗпе сӑйланӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртнӗ май Шупашкар районӗнче курав йӗркеленӗ. «Шупашкар районӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ» ят панӑскере уҫма спорт элити пухӑннӑ тесе пӗлтерет район администрацийӗ.
Куравра шашка енӗпе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш чемпионӗ пулса тӑнӑ Л.К. Кирилловпа паллаштаракан материалсем, сӑмахран, вырӑн тупнӑ. Е тата ирӗклӗ кӗрешӗве районта пуҫарса янӑ В.И. Смородинов, лапталла выляссипе тренерта тӑрӑшнӑ А.И. Иванов, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ С.К. Скворцов...
Курава савӑнӑнҫлӑ лару-тӑрура уҫма пуҫтарӑннисем умӗнче спорт ветеранӗсем тата ҫамрӑк чемпионсем тухса калаҫнӑ. Вӗсем пурте спорта юратма чӗнсе каланӑ. Кирек камӑн та пурнӑҫӗнче вӗрентекен пур. Спортсмена ҫул кӑтартаканни – тренер. Вӗсем те пулнӑ.
Спортсменсен династине тӑсакансене илсен, Ишекри Скворцовсене асӑнмалла. Сергей Кузьмич хӗрӗ Надежда хӑлха илтменнипе сусӑрсене бадминтон енӗпе хатӗрлет. Надежда Тонина – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ. Халӗ вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (41)
Шупашкарта Донецкпа Луганск облаҫӗнчи ополченецсене пулӑшу кӳме йыхравлакан хутсем курӑнма пуҫланӑ. Пӗлтерӳ ҫакакансем хӑйсене информаци тӗлӗшпе пулӑшма, Украинӑри хирӗҫтӑрӑва хутшӑнакансем валли эмелсем, амуници, укҫа ярса пама ыйтаҫҫӗ тата вӗсене майлӑ ҫапӑҫма пыракансене кӗтеҫҫӗ имӗш. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене имӗш хулари пӗр универмагри пӑшал тавраш сутакан пая пымалла.
Хутсене ҫуртсен подъезчӗсенче ҫакса ҫӳреҫҫӗ. Донецкпа Луганск облаҫӗсенчи хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем саккунлӑ маррине кура хута ҫыракансем РФ Пуҫиле кодексне пӑсни, вӗсене пуҫиле явап тыттарма пултарасси паллӑ. Унсӑр пуҫне укҫа ещӗкӗсем анонимлӑ — те улталама ҫакнӑ те чӑн та пулӑшма.
Пӗлтерӳре кӑтартнӑ тӑрӑх ку хута 500 экземплярпа пӗр типографире пичетленӗ имӗш.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне туртма республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Олег Бирюкова шаннӑ.
Инспектор тени Бирюков хулана ертсе пырассинче ҫӗнӗ ҫын тенине вуҫех те пӗлтермест. Унччен вӑл Шупашкарӑн Йӑлӑмри управленийӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ, республикӑн тӗп хулин Мускав районӗнче администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2008 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак тилхепене вӑл кӑҫалхи кӑрлач таран, маларах асӑннӑ инспекци пуҫлӑхне лартиччен, тимленӗ.
Бирюковсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкара ертсе пырас тесе чӑваш парламенчӗн депутачӗ Владимир Михайлов («Чӑнлӑхшӑн Раҫҫей» фракции пайташӗ), асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Оспиенко тата Сергей Иванов ҫар пенсионерӗ заявлени тӑратнӑ. Анчах конкурс комиссийӗ пӗр шухӑшлӑн Бирюков кандидатурине ырланӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарта наркотик сутса услам туса пурӑннӑ 1986 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Тара илсе пурӑнакан унӑн хваттерӗнче 8 килограмма яхӑн ҫав усала тупса палӑртнӑ. Вӗсене вӑл 100 грамран пуҫласа 300 грамм таран виҫепе сутса пурӑннӑ иккен. Арҫыннӑн хваттерӗнче наркотике тултармалли хатӗрсем те пулнӑ. Туртмалли ҫав сӑтӑрлӑ япалана арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ярӑнтарнӑ. Ун килӗнче тупнӑ наркотике укҫа ҫине куҫарсан 10 миллион тенкӗрен иртет иккен.
Ку фактпа халӗ тӗпчевҫсӗем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Наркотике вӑл ӑҫтан илнине палӑртасшӑн, Чӑваш Ене епле лекнине пӗлесшӗн.
Наркотик сутса укҫа туса пурӑннӑ арҫынна саккун ӗмӗрлӗхе хупса хума ирӗк парать.
Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ирхи зарядкӑна йышпа пуҫтарӑнса тухнӑ иккен. «Взгляд» информаци агентстви хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсемшӗн ку мероприяти тӑкаклине ӗнентерет.
Спортпа массӑллӑ мероприятие хутшӑнакансене спорт символикиллӗ калпакпа шарф туянма хушнӑ пулать. Унӑн хакӗ — 400 тенкӗ имӗш. Ун пирки ҫӳлерех асӑннӑ агентствӑна Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекенсем систернӗ имӗш.
Ҫыхнӑ тавара хулари пӗр компанисенчен пӗринче хатӗрленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарти Лев Толстой урамӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Вӗсем патне пыма ҫул ҫук-мӗн: васкавлӑ медпулӑшу та, пушарнӑйсем те килеймеҫҫӗ.
Кунта пурӑнакан Зоя Терехина ав ҫавна пула пенси укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл хӗлле пӑрлак ҫулпа шыв турттарнӑ. Унччен те пулмасть ҫунашка ҫинчи бидон ӳкнӗ те автомобиле лекнӗ. Лешӗ унран 8 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӗрарӑм итлемен. Кун хыҫҫӑн адвоката 5 пин тенкӗ, нотариуса — 800 тенкӗ, шар курнине 17 пин те 100 тенкӗ тӳленӗ…
Кунта лайӑх ҫанталӑкра та урапа кӗреймест-мӗн. Васкавлӑ медпулӑшу машини тӑвайкки таран ҫеҫ пырать. Чирлӗ ҫынна унта йӑтса утмалла. Халӑх чиновниксенчен 2010 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ-мӗн. Лешсем ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ. Унтан хыснара укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсем тепӗр ҫулхине те тӳре-шара патне ҫитнӗ. Каллех — ҫав истори.
ЖКХ урам программӑна кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ӑна юсасси чи малтанах хулари Мускавр район администрацийӗнчен килет-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |