Шупашкарта чи вӑрӑм «зебра» Чукун ҫул вокзалне хирӗҫ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ вӑл ҫук. Ун вырӑнне тротуар.
Унчченхи «зебра» 90 метр таранччӗ. Ҫавна май ҫынсен парковкӑран тухакан урапасем хушшипе асӑрханса утмаллачӗ. Халӗ лару-тӑру лайӑх енне улшӑннӑ.
Пӗр эрне хушшинче ҫуран ҫӳрекенсем валли асфальт ҫултан кӑшт ҫӳллӗрех тротуар тунӑ. Автомобилистсем валли вара парковка валли ятарлӑ йӗрсем ӳкернӗ.
Текстильщиксен урамӗнчи 13-мӗш «а» ҫурта ӑшӑтнӑшӑн тӳлеве 2013 ҫулшӑн ҫӗнӗрен шутланӑ. Ҫавна май хисеп икӗ хут ӳснӗ. Ҫынсем «Про город» (чӑв. «Хула ҫинчен») редакцине шӑнкӑравланӑ.
Фаина Гарагуля пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлеве, пенси укҫинчен те пысӑкрахскере, вӗсем татаймаҫҫӗ. Ун патне 8 пинлӗх квитанци килнӗ. Вӑл вара 9 пин тенкӗ пенси илет. Унӑн кӳрши вара хисепе курсан васкавлӑ медулӑшу чӗннӗ.
Унччен ҫак ҫуртра пурӑнакансем ӑшӑшӑн 3 пин тенкӗрен ытла тӳлемен. Управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна ҫӗнӗ постановлени вӑя кӗнӗрен тунӑ. Хисеп пысӑк тухнӑ, анчах ӑна тӳрех тӳлемесен те-мӗн. Ӑна 3 уйӑхра татма пулать. Ҫапла майпа ҫурла уйӑхӗшӗн вӗсем пачах тӳлемӗҫ.
Апла пулсан та ҫынсем ӑшӑшӑн ҫакӑн чухлӗ тӳлесшӗн мар. Вӗсем прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра граната тупнӑ. Анчах ку информацие МИХсене 5 кунран ҫеҫ пӗлтернӗ.
Гранатӑна 78 ҫулти арҫын хваттерӗнче тупнӑ. Граната унта мӗнле майпа лекнӗ? Халӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Гранатӑна шыраса тупнӑ хыҫҫӑн подъездри ҫынсене урама кӑларнӑ.
Ӗҫ акӑ мӗнле пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн оперативникӗсем вырӑна ҫитнӗ, пысӑк укҫа епле ҫухалнине тӗпченӗ.
Арҫын оперативниксене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Гагрӑра каннӑ чухне унти ҫынран граната туяннине пӗлтернӗ. Взровотехник эксперчӗсем граната вӗренмелли пулнине палӑртнӑ. Ун ӑшӗнче хӑйӑр пулнӑ-мӗн. Гранатӑна СССРта 20-мӗш ӗмӗр варринче кӑларнӑ иккен.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине йышӑнма хистесе митинг иртнӗ. Мероприятие 20 яхан ҫын хутшӑннӑ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре пулнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫей акцине «Партия Великое отечество» йӗркеленӗ. Унӑн хастарӗсем РФ вӗренӳ министрне Дмитрий Ливанова Владимир Путин президентӑн Хушӑвне пурнӑҫлама, шкул ачисем валли историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине кӑларма ыйтса митинга тухнӑ.
Митигн аслисене кӑна мар, Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ. 2-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Алексей Свеклов пӗрлӗхлӗ кӗнеке кирлине палӑртнӑ. Вӑл хальхи учебниксем тӗнчере, ҫӗршывра пулса иртнӗ пулӑмсене туллин ҫутатманнине каланӑ. Истори вӗрентекенӗ те ку е вӑл пулӑма туллин ҫырса кӑтартманнине палӑртать-мӗн.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫурӑлнине, кирпӗч йӑтӑннине унччен пӗлтернӗччӗ.
Ҫурт мӗн сӑлтавпа ишӗлме пуҫланӑ-ха? Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗс мар эксплуатацишӗн тата перепланировкӑшӑн плитасем деформациленнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, паспортпа килӗшӳллӗн кашни секцире санузел валли икӗ пӳлӗм пур. Вӗсенчен 90 процентне ҫынсем душ тунӑ. Изоляци пулманпа пӗрех, вентиляции япӑх ӗҫленӗ. Ҫавна май стенасем нӳрленнӗ, йӗпеннӗ.
Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 1962 ҫулта хӑпартнӑ.
Нумаях пулмасть Ижевск хулинче троллейбуссен чи лайӑх водительне палартас тӗллевпе конкурс иртнӗ. Унта 29 ҫын хутшӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсн йышне Ижевскра пурӑнакан 2 ҫын тата Шупашкар ҫынни кӗнӗ. Пирӗн ентеш Леонид Александров иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Дистанцие питӗ лайӑх никам та пурнӑҫлайман. Ӑмӑртун тӗп судйи палӑртнӑ тӑрӑх, дистанцире машина нумай пулнӑ. Маневрсем тумалла пулнӑ. Тӗрлӗ йывӑрлӑха пула ӑна парӑнтарма ҫӑмӑл пулман.
Конкурс 16 ҫул иртет. Ҫак вӑхӑтра Раҫҫей троллейбусӗсен паркӗ ҫӗнелнӗ. Эппин, ку тытӑмра ҫамрӑксем те нумайрах ӗҫлеме тытӑннӑ.
Шупашкарта чрезвычайлӑ режима палӑртнӑ. Ӗнер каҫхи 9 сехет ҫурӑра Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кирпӗчсем йӑтӑннӑ. Ҫурт 1-мӗш хутран пуҫласа 4-мӗш таран ҫурӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурӑлнӑ вырӑна ҫав ҫуртра пурӑнакансем асӑрханӑ та васкавлӑ службӑна пӗлтернӗ. Кӑштахран ҫуртри ҫынсене эвакуациленӗ. Пӗтӗмпе 70 хваттерти 153 ҫынна ҫуртран кӑларма тивнӗ. Хальлӗхе 117 ҫын тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. 36-ӑн, ҫав шутра — 4 ача, Шевченко урамӗнчи вӑхӑтлӑх пунктра кӗтес тупнӑ.
Суранланнисем, шар курнисем ҫук. Ҫуртри газа, электричествӑна сӳнтернӗ. Халӑ унта никама та кӗртмеҫҫӗ.
«Про Город» хаҫат редакцине хула ҫыннисем тилӗ курнине пӗрре мар пӗлтернӗ. Хальхинче Николай Смирнов сунартан таврӑнакан тилле курнӑ.
Хальхинче те унчченхи тилӗ пулнӑ-ши? Паллӑ мар. Николай ӑна авӑнӑн 11-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Крылов академик урамӗнче курнӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, фара ҫутинче тилле курсан машинӑран тухнӑ. Тилӗ урампа пынӑ, ҫӑварӗнче — кушак. Кушак ун чухне вилмен-ха. Сунартан таврӑнакан тилӗ кӳлмек хӗрринчи йывӑҫсем хушшине кӗрсе тарнӑ.
Болгарире шашка енӗпе иртнӗ ӑмӑртура Чӑваш Енри ҫамрӑк шашистсем тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва 14 ҫӗршыври 210 шашист хутшӑннӑ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Даниил Леонидов 11–13 ҫулсенчи ачасен хушшинче вӑйӑн виҫӗ тӗсӗнче те ҫӗнтернӗ. Даниил ҫапла майпа виҫӗ кубок, 3 ылтӑн медаль хуҫи пулса тӑнӑ.
Чи ҫамрӑккисен йышӗнче, 8 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче, Артем Тихонов пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Даниил Леонидовпа Артем Тихонов Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Суховичпа Андрей Унтин патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Шупашкарти 112-мӗш ача пахчинче «зебрӑсем», автомобильсем, светофорсем тупӑннӑ. Вӗсем — чӑн-чӑннисем мар. Анчах ачасем унпа усӑ курса ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ.
Кунашкалли Шупашкарта хальлӗхе пӗрре ҫеҫ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 8 уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе 66 пӑтӑрмах пулнӑ. 16 тӗслӗхре ачасем суранланнӑ. Ытларах — 7 ҫула ҫитменнисем.
Ача пахчинчи пӗчӗк светофор чӑн-чӑнни пекех ӗҫлет. Кунтисем ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ачасем инспектор вырӑнӗнче те пулса кураҫҫӗ. Ача сачӗ пӗлтӗр грант ҫӗнсе илнӗ, ҫав укҫапа ҫак проекта хута янӑ. Кун валли ЧР Вӗренӳ министерстви те, ашшӗ-амӑшӗ те укҫан пулӑшнӑ. Автохулана тумашкӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.
Малашне кунашкал автохулана ытти ача пахчинче те тума палӑртнӑ. Анчах ку хӑҫан пурнӑҫа кӗресси паллӑ мар-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |