Паян ҫурҫӗр иртсен Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилеме шутланӑ. Ҫав шутра ассоциаци 2016 ҫулта Раҫҫейре ирттерме палӑртнӑ пысӑк спорт мероприятисене чарса лартнӑ. Ку — Шупашкарта ирттермелли Хӑвӑр утас енӗпе тӗнче кубокӗ тата Хусанта иртмелли юниорсен ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей спортсменӗсем 2016 ҫулта иртекен олимп вӑййисене хутшӑнасси те пысӑк ыйту кӑларса тӑратать.
Хӑварт утас енӗпе тӗнче кубокӗ Шупашкарта 2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшпе 8-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Ку йышӑнӑва 2013 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнче IAAF Монакора пухӑнсан тунӑччӗ. Шупашкар та ҫак ӑмӑртӑва хатӗрленсе пыратчӗ.
Допинг пӑтӑрмахӗ никама пӑхӑнман WADA агентство тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Вӗсен доклачӗ тӑрӑх Раҫҫейри допинга тӗрӗслекен агентство хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыман, 1400 ытла илнӗ пробӑна ҫухатнӑ, ФСБ ҫыннисем допинг тӗрӗслевӗн ӗҫне хутшӑннӑ пулса тухать. Паян иртнӗ IAAF ларӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсене дисквалификацилес е каҫарас тӗлӗшпе самай хушӑ пуҫ ватнӑ. Виҫӗ сехет иртсен тин пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ: сасӑлавра 22-шӗ Раҫҫей спортсменӗсене хирӗҫ, пӗри ҫеҫ майлӑ пулнӑ.
Паян "Пирӗн истори" дневниксен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал пӗрремӗш хут йӗркеленӗскере усрав ҫемьесем хутшӑннӑ. Конкурса Еленӑпа Геннадий Тимченкосен ыр кӑмӑллӑх фончӗ пуҫарнӑ.
Конкурса тӑхӑр федераци округӗнчи ҫемьесем хутшӑннӑ. Пурӗ 432 ӗҫ пырса ҫитнӗ.
"Халӑх суйлавӗ" премие уҫӑ интернет-сасӑлав палӑртнӑ. Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑсри Кузьминсен ҫемйи тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Надеждинсем "Уйрӑм шухӑш" номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Амӑш кунӗ умӗн, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Мускаври Хӗрлӗ лапамри Патшалӑхӑн истори музейӗнче пухӗҫ. Конкурс лауреачӗсене Тимченко фончӗн тата унӑн ӗҫлӗ тусӗсен парнисемпе чыслӗҫ. "Гран-прие" тата "Халӑх суйлавӗ" премие тивӗҫнисене усрав ҫемьесен ҫуллахи уйлӑхне кайма май туса парӗҫ.
Вырӑс патшалӑх драма театрӗ ҫак кунсенче Иваново облаҫӗнче спектакльсем кӑтартнӑ. Шупашкара вара Кинешмари Островский ячӗллӗ драма театрӗ килнӗ.
Кӑҫал Кинешмари театр 118 ҫул тултарнӑ. Артистсем паян юлашки спектакльне кӑтартаҫҫӗ. Пӗтӗмпе вӗсем Шупашкара 5 спектакльпе килнӗ. Хӑнасем пӗрремӗш Алексей Рыбниковӑн тата Андрей Вознесенскин «Юнона и Авось» рок-оперине кӑтартнӑ.
Ку спектакле вӗсем Мускаври Маяковский ячӗллӗ театрта та кӑтартнӑ. Унтан вӗсем тӳрех Шупашкар сцени ҫине тухнӑ. Постановкӑра кӗвӗ «чӗрӗ».
Тӗлӗнмелле те, Дева Марийӑн арине Кинешмари вӑтам шкулта вӗрентекен калӑплать. Хормейстр тивӗҫне чиркӳ хорӗн регенчӗ Светлана Фокина пурнӑҫланӑ. Кӗвве рок-ушкӑн юрлать.
Рыбниковӑн кӗвви тата Вознесенскин поэзийӗ классика пулса тӑнӑ. Кинешма артисчӗсен «Юнона и Авось» спектакльне курма ҫын лӑк тулли пухӑннӑ.
Элӗк районӗнчи Тенири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентекенсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне И.С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кайса курнӑ. Кун пирки вырӑнти район хаҫатӗнчех ҫырса кӑтартнӑ.
«Малтан спектакль «К.В. Иванов» ятлӑ пулнӑ. «Нарспи» поэмӑри юмӑҫ Сетнер амӑшне ывӑлӗ пирки: «Панӑ ӑна пӳлӗхҫӗ вӗри юнпа ҫемҫе чун. Пӳрнӗ ӑна пӳлӗхҫӗ кӗске ӗмӗр, йывӑр кун», — тесе каланӑ. Ҫакӑн тӑрӑх панӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ спектакль ятне», — ӑнлантарнӑ районти хаҫатҫӑсем.
Аса илтеретпӗр, «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чуна» театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ.
Унта «Нарспи» поэмӑн авторӗн сӑнарне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑплать.
Спектакльти ӗҫсем 1906–1912-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗр хулинче тата Слакпуҫ ялӗнче пулса иртеҫҫӗ.
Паян, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш кӗнеке издательстви юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл 95 ҫул тултарнӑ.
1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа «Чӑваш кӗнеки» общество чӑвашла кӗнекесем кӑларасси пирки пӗлтерӳсем панӑ, «Канаш» редакцине хайлавсен оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене ярса пама ыйтнӑ.
Анчах политика пулӑмӗсем пынӑ чухне чӑвашла кӗнекесем кӑларас ӗҫе тӳрех йӗркелеме май килмен. Ӗҫ 1918 ҫул вӗҫӗнче ҫеҫ ҫаврӑнса кайнӑ.
1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен хушшинчи канашсен II съезчӗ уҫӑлнӑ. Паян Чӑваш кӗнеке издательстви лайӑх аталанса пырать, илемлӗ, ача-пӑча, вӗренӳ тата ытти кӗнекесене кӑларать. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче издательство 16 пине яхӑн кӗнеке кӑларнӑ. Литература списокӗнче чӑваш литературин ылтӑн фондне кӗнисем те пур.
2006 ҫултанпа нумай томлӑ «Чӑваш энциклопедине» кӑларма тытӑннӑ. 2011 ҫул тӗлне тӑватӑ томне те кӑларса пӗтернӗ. Халӗ Чӑваш кӗнеке издательствин хӑйсен лавккисем пур
Шупашкарта пурӑнакан спортсмен Алексей Германов нумаях пулмасть Португалире спорт аэробики енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алексей Германов Оксана Дьячук тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксем 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей спортсменӗсем «Ташӑ гимнастики», «Гимнастики платформи» дисциплинӑсенче чи нумай балл пухнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Алексей Германов Европа чемпионачӗсенче кунпа пӗрле тӑваттӑмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Икӗ ҫул каялла вӑл Европа чемпионтӗнче икӗ хут чемпион ятне тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр вара спорт аэробики енӗпе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑраӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл 48,9 миллион тенкӗпе танлашать. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне те парӑм пулнӑ-ха. Анчах хальхилле капашсӑр пысӑк пухӑнман: ун чух парӑм виҫи 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ.
Экспертсен шучӗпе кунта пуринчен пуринчен шухӑшлаттараканни - пӗчӗк усламҫӑсем патӗнчи лару-тӑру. Мӗншӗн тесен маларах илсе кӑтартнӑ цифрӑсем пӗчӗк усламҫӑ шутне кӗмен организацисене пырса тивеҫҫӗ. Пӗчӗк усламҫӑсем тата мӗнле-ши?
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 310 ҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра илеймен пулсан, чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне кун пеккисен хисепӗ 2224-а ҫитсе кайнӑ. Юлашкинчен асӑннинчен ҫурри — Шупашкарта ӗҫлекенсем.
Шалӑва вӑхӑтра тӳлейменнине предприяти-организацисем укҫа ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Уйрӑмах парӑмлисем — тирпейлекен хуҫалӑхсем. Строительсемпе те вӑхӑтра татӑлмаҫҫӗ.
Ку хаклав иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пулнӑ-ха. Ҫапах та пӗлтернине тивӗҫӗх пек туйӑнать.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче сӑвар-пӑлхар культурипе ҫыхӑннӑ кӗнекесене хӑтланӑ. Вӗсенчен пӗри — Владимир Алмантайӑн «Сувар-пулкар культури: ятсем авалхи тата вӗсен пӗлтерӗшӗ» ятлӑ, тепри — Юрийпе Сергей Ювенальевсен «Сувар-пулкар культури: ҫaпӑҫy хатӗрӗсем пуҫланса кайни».
Кӗнеке-альбомсене хаклама халӑх йышлӑ пухӑнни пикри Римма Прокопьева журналист пӗлтерет. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев кӗнекесем ҫӗнӗ шухӑш пуррипе паха пулнине палӑртнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ В.П. Иванов профессор «Сувар-пулкар культури» ярӑмпа тухнӑ кӗнеке-альбомсене пысӑка хурса хакласа авторӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ фондӑн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.
«Туризм индустрийӗнчи профессийӗпе чи лайӑххи» ятпа пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ӑна малтан регионсен шайӗнче пӗтӗмлетнӗ, кайран ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗршывра тупӑшнӑ.
Регионти тапхӑра республикӑн Культура министерстви ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен ирттернӗ. Номинацийӗсем тӗрлӗрен пулнӑ: «Хӑна ҫурчӗсене чи лайӑх йышӑнакан тата вырнаҫтаракан ӗҫчен», «Шалти тата тулашри туризмри чи лайӑх менеджер», «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ».
Регионсенче ҫӗнтернисем федераци шайӗнчи тупӑшура хӑйсене кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнер чысланӑ. Йышра Чӑваш Енрен те лекнӗ ҫын пулнӑ. «Чи лайӑх экскурсовод (гид), гид-тӑлмачӑ» номинацире Светлана Николаева ҫӗнтернӗ. Вӑл «Экскурси тӗнчи» компанире гид-экскурсоводра ӗҫлет.
Республикӑри культура ӗҫченӗсемпе вӗрентӳре тӑрӑшакансем ҫӗн кун поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине епле уявлассине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечек кӑшӑлӗ хума шухӑшлаҫҫӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗ министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе иртет.
Чечек хума аслӑ шкулсенче вӗренекенсем, тӗп хуламӑрти шкулсенче ӑс пухакансем, поэтсем, писательсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ ялта — Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (унта Ҫеҫпӗл Мишши вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Иртышев Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Виталий Владимирович, Патӑрьел районӗн хисеплӗ гражданинӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виноградов Виктор Викторович, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |