Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн самбо енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей турнирӗ пуҫланнӑ. Унта Раҫҫейри 15 регионти тата Казахстанри 17-18 ҫулсенчи 150 спортсмен ҫитнӗ.
Ӑмӑртӑва Михаил Игнатьев уҫнӑ. Вӑл спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ, Эдера Лаврентьевӑна тата Артем Щербакова Европа Кубокӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑшӑн саламланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: турнир пуҫланнӑ кунах пирӗн спортсменсем 4 медаль ҫӗнсе илнӗ. Иван Антонов (65 килограмм), Антон Чернов (75 килограмм) хӑйсен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Василий Федоров (48 килограмм), Илья Капустин (65 килограмм) вара пӑхӑр медальлӗ пулнӑ.
Паян ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗ иртнӗ. Унта курма килекенсене тӳлевсӗрех кӗртнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енре кинофестиваль иртӗ. 11 лапамра экологи пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ.
ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче, 5 кун, ЧР Патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче те фильмсем кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Салют» культура керменӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра кӑтартӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта таврапӗлӳпе истори музейӗнче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш районӗсенче - клубсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче фильмсем курма май пулӗ.
Ҫавӑн пекех фестиваль вӑхӑтӗнче экологи эксперчӗсемпе тӗлпулусем иртӗҫ, экологипе ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ тата ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑнма май пулӗ.
Египетра Питӗре вӗҫнӗ самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн тӗнчипех сисчӗвленӗҫ. Малтанах ку террактпа та ҫыхӑнма пултарни пирки калаҫрӗҫ. Анчах ку версие официаллӑ мелпе ҫирӗплетмерӗҫ.
Апла пулсан та шикленӳ туйӑмӗ сирӗлмест ахӑртнех. ФСБн террорпа кӗрешекен комисси сӗннине Владимир Путин шута илсен ӗнер, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ҫак сӗнӗве РФ Правительство пайташӗсем пӑхса тухнӑ.
Самолетсене Египета вӗҫме чарсан ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Самолет ӳкнин чӑн сӑлтавне палӑртиччен. Египета путевкӑсем илнӗ ҫынсем халӗ шухӑшлаҫҫӗ: мӗн тумалла?
Анчах Шупашкарта пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ку лару-тӑрушӑн савӑнать ҫеҫ. Ара, агентствӑсем Египета каймашкӑн путевкӑсене 9 пин тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку 10 кунлӑха тата 4 ҫӑлтӑрлӑ отельре ҫӗркаҫма.
Малашне пульницӑсене тӗрӗслесех тӑрӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ.
«Пациентшӑн» ятлӑ вӑл. Проекта ведомство ахальтен пуҫарман. Ҫапла майпа пульницӑри ҫивӗч ыйтусене татса парасшӑн.
Проектпа килӗшӳллӗн, пульницӑсенче кашни уйӑхра анлӑ тӗрӗслев пулӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, чи малтанах Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑсене ҫитсе курӗҫ.
План та хатӗрленӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пациентсемпе анкетировани тата ыйтӑм ирттерӗҫ. Пӗтӗмпех шута илӗҫ — черетрен пуҫласа пациентсене мӗнле йышӑнни таранах.
Пульницӑна пациентсем министрпа тӗл пулнӑ чухне паллӑ лартӗҫ. Ҫур ҫул иртсен каллех тӗрӗслӗҫ. Проекта пуҫарсан чи малтан Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пульницӑна тӗрӗсленӗ.
Кӑҫал Сочи хулинче «Сириус» вӗренӳ центрӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑк спортсменсем, мусӑкҫӑсем, ӑсчахсем килеҫҫӗ. Центра РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе уҫнӑ.
Нумаях пулмасть «Сириус» центра пирӗн ентеш пулса курнӑ. Шупашкарти 3-мӗш ӳнер шкулӗнче вӗренекен Павел Кулагин саксофон калать.
«Сириуса» лекме ҫӑмӑл мар. Павел малтанах республика шайӗнчи суйлав витӗр тухнӑ. Унтан унӑн пултарулӑхне Питӗрти жюри хакланӑ. Кун хыҫҫӑн Пашӑна Сочие кайма суйланӑ. Павел «Ӳнер» енӗпе сменӑра пулнӑ.
«Сириус» вӗренӳ центрне 10–17 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхсерен унта 600 яш-хӗр килет. Павел унта 21 кун пулнӑ. Ку хушӑра арҫын ача паллӑ ҫынсемпе паллашса ӗлкӗрнӗ.
Паша каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, центрта лекцисем иртнӗ. Вӗсене Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовников вуланӑ. Савӑнма та вӑхӑт пулнӑ.
Паша «Сириусра» пулса курнӑ хыҫҫӑн кӗвӗ ҫырма пуҫланӑ. Ҫитес ҫул вӑл татах Сочие кайма ӗмӗтленет.
Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫурта влаҫ юсама йышӑннӑ, анчах унта пурӑнакансем хирӗҫ пулнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт йывӑр лару-тӑрура. Ҫынсем ӑна ишсе антармашкӑн ыйтнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурт фундаменчӗ те ҫӗрет, вӑл кӗҫех йӑтӑнса анать. Пысӑк урапасем иртсе кайнӑ чухне сӗтел-пукан та чӗтренет-мӗн. Ку сӑмах — 57-мӗш ҫурт пирки.
Стенасем те ҫурӑлаҫҫӗ. Хӗлле пӳлӗмсенче сивӗ. 27 ҫул каялла унта юсав тунӑ-мӗн.
Богдан Хмельницкий урамӗнчи кивӗ ҫуртсене 2017 ҫул вӗҫлениччен ишсе антарма палӑртнӑ. Анчах 57-мӗш ҫурта влаҫ темшӗн юсама палӑртнӑ. Ку ҫуртра пурӑнакансем вара килӗшмен кунпа — вӗсен ҫӗнӗ хваттере куҫас килет.
Ҫурта 1958 ҫултах хута янӑ. Халӗ ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансене ҫӗнӗ хваттерсене куҫарӗҫ.
Ывӑлӗсен хӗсмете кайма вӑхӑт ҫитсен ашшӗ-амӑшӗн ялана тенӗ пекех ыйту ҫуралать. Тем пирки те пӗлесшӗн вӗсем. Ҫар службипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсенчен тытӑнса кама ҫара илмесси, вӗреннӗ вӑхӑтра салтака пуҫтарса ан кайччӑр тесен епле хутсем тӑратмалли таранах.
Асӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ыран Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче уҫӑмлатма пулать. Кӑсӑклантаракан ыйту хуравне шыраса Шупашкар тӑрӑх ҫӳремелле мар. Телефонпа кӑна шӑнкӑравламалла. Хӗрӳ линипе ҫынсен ыйтӑвӗсене ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа вунпӗр сехетчен уҫӑмлатӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 39-36-81. Шупашкар хула номерӗпе шӑнкӑравланӑ чух хула кочӗ кирлӗ пулма пултарӗ: 8-8352. Ан именӗр, ыйтӑр, шӑнкӑравлӑр, пӗлес тенине пӗлме тӑрӑшӑр.
Чӑваш наци конгресӗнче ӗнер ЧНК Ваттисен Канашӗн пайташӗсем кӗрекене пуҫтарӑннӑ. Вӗсене конгресс президенчӗ Николай Угаслов йыхравлани пирки ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Кӗрекене пухӑннисем хушшинче хӑй вӑхӑтӗнче министр пулнисем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем, профессорсем пулнӑ. "Пурӗ ҫирӗм пиллӗкӗн вӗсем, чӑваш халӑхӗн чи хисеплӗ, аслӑ та ӑслӑ ҫыннисем", - пӗтӗмлетет хайхисем пирки Зоя Яковлева.
-Эпӗ сире питӗ хисеплетӗп, сирӗнтен кӑшт именетӗп те, сирӗн пуян пурнӑҫ опычӗ конгресӑн ӗҫӗнче усӑллӑ пулассине шансах тӑратӑп,- тенӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов уяв кӗрекине уҫнӑ май.
Уяв сӗмӗ кӗртсе Ваттисен Канашӗн пайташӗсене Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцева, Елена Османова, Алексей Московский тата Олеся Никитина юрӑсем шӑрантарнӑ.
Ватӑсем уйрӑм темӑсене сӳтсе явмалли канашлусем ирттерме, республика Пуҫлӑхӗпе те тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.
Шупашкарти полицейскисем Ҫветтуй Татиана чиркӗве патӗнче хураха тытса чарнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче ларнӑскер каллех пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хальхинче ҫак арҫын укҫа вӑрлама хӑтланнӑ. 28 ҫултискер чиркӳ патӗнче ыйтса лараканскерӗн нухратне йӑкӑртма тӑнӑ-мӗн.
«Ӑнман» ку арҫынна. Инҫех мар пулнӑ патруль экипажӗ киревсӗр ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ та йӗксӗке полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Каярах ҫакна палӑртнӑ — арҫын Муркаш районӗнчен. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлахӗ Алексей Ладыков Шупашкарти Калинин урамне Сергий Радонежский ятне парасси пирки постановлени ала пуснӑ.
Урам ятне Сергий Радонежский ятне парассине Шупашкар тата Чӑваш Епархийӗн тата республика ертӳлӗхӗ сӳтсе явнӑ.
Шупашкарти тӗп архитектор Вениамин Мамуткин ҫакна мӗншӗн тунине те ӑнлантарнӑ. Калинин кӗперне тусан Калинин урамӗ икке уйрӑлнӑ.
Урама Сергий Радонежский ятне парсан ҫамрӑксем те ӑна ытларах пӗлме тытӑнӗҫ.
Сергий Радонежский 1-мӗш ҫуртран пуҫласа 67-мӗшӗ патне тата 26-мӗш ҫуртран пуҫласа 50-мӗшӗ патне тӑсӑлӗ. Вӑл Хӗрлӗ лапампа Калинин урамне пӗрлештерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |