Мӗн тума? Мӗн тӗллевпе? Пӗлместӗп, анчах Шупашкарти аналитика агентстви руль умӗнче миҫе арҫын тата хӗрарӑм ларнине шутланӑ.
Агентство шутланӑ тӑрӑх, Шупашкарти кӑтартӑва Раҫҫейри пысӑк хуларисемпе танлаштарма пулать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан пӗр хӗрарӑм пуҫне пилӗк арҫын лекет.
Агентство ӗҫченӗсем тӗплӗнрех те калама пултараҫҫӗ: Шупашкарта урапа рулӗ умӗнче ларакан водительсен 81 проценчӗ — арҫын. 19 проценчӗ вара — хӗрарӑм.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртрӗ. Ҫулсерен йӗркеленекен акцие Чӑваш Ен те яланхи пекех хастар хутшӑнчӗ.
Кӑҫал диктанта 500 яхӑн ҫын хутшӑнса пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: ӑна Шупашкарта тӑватӑ ҫӗрте ҫыртарнӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче. ЧПУра диктанта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова вуланӑ.
Чӑваш Енре 500 яхӑн ҫынран иккӗшӗ диктанта «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ытти паллӑсем пирки каламаҫҫӗ. Кӑҫал текста Андрей Усачев ҫыравҫӑ хатӗрленӗ. Вӑл «Этот древний-древний мир» ятлӑ пулнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул диктанта ҫичӗ ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ.
Вандалсен черетлӗ ӗҫӗ. Шупашкарта каллех вӗсен хура ӗҫне асӑрханӑ. Хальхинче вӗсем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене сиенлетнӗ.
Вандалсем чарӑнусенчи кантӑка ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Павильонсене ака уйӑхӗн 12–18-мӗшӗсенче аркатнӑ. Эгер бульварӗнчи «Культура ҫурчӗ», Максим Горький проспектӗнчи «Культура паркӗ», Ленин проспектӗнчи «Наци вулавӑшӗ» чарӑнусенче пулнӑ ку.
Паллах, ҫитес вӑхӑтра чарӑнури кантӑксене ҫӗнӗрен лартӗҫ. Анчах вандалсен хура ӗҫӗ иртен-ҫӳрене пӑшӑрхантарать. Вӗсем ҫапла хӑтланнине курсан тӳрех шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Кун пек чухне 62-00-02, 002, 074 е 23-42-63 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн «Георги хӑйӑвӗ» акци ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн, ЧР хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта 35 пин ытла хӑю валеҫме палӑртнӑ.
Хӑюсене хулара ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗсенче валеҫӗҫ. Волонтерсенчен ӑна Модӑсен ҫурчӗ, Республика тӳремӗ, Хӗрлӗ тӳрем тата халӑх нумай пухӑнакан вырӑнсенче илме май пулӗ.
Акцие ирттермешкӗн 30 пин ытла хӑю туяннӑ. Ҫавӑн пекех ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче училище-техникумра, аслӑ шкулсенче Георги хӑйӑвне валеҫме палӑртнӑ. Кун валли тепӗр 5 пин яхӑн хӑю туяннӑ.
Республикӑра акан 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ Екатерина Кораблевӑна халӗ те шыраҫҫӗ. 15-ри хӗрача ют чӗлхе шкулӗнчен 20 сехетре тухнӑ та киле таврӑнман.
Кун пирки тӗнче тетелӗнче, халӑх тетелӗнче темӗн те пӗр калаҫаҫҫӗ. Тӗрӗс мар информаци те нумай. Пӗрисем хӗрачан виллине тупнӑ тесе ҫыраҫҫӗ. Теприсем видеокамера скриншотне сӳтсе яваҫҫӗ: Катя хыҫҫӑн темӗнле арҫын йӗрленӗ имӗш. Анчах ку хыпарсем тӗрӗс мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, камера ҫине лекнӗ арҫын нимӗнпе те айӑплӑ мар. Хӗрача тепӗр видеокамера ҫине те лекнӗ. Унта ӑна никам та йӗрлемест.
Катьӑна хулара темиҫе кун шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑрман, ҫырма-ҫатрасене тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Шырава нимеҫӗсем (волонтерсем), кинологсем йыттисемпе хутшӑнаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗнчи ытти орган та айккинче юлман.
Шупашкарти ӳнер училищи умне Иккӗмӗш Кӗтӗрне патша палӑкне лартӗҫ.
Ӑна вырнаҫтарассишӗн хулари тӳре-шара предприяти-организацисене, уйрӑм ҫынсене спонсорла пулӑшма ыйтса тинке илмӗ. Шупашкарсемшӗн вӑл тӳлевсӗр пулӗ. Республикӑн тӗп хули «Аллея Российской славы» (чӑв. Раҫҫей мухтавӗн аллейи) пӗтӗм ҫӗршыври проекта хутшӑннӑ. Ҫавна май хула ҫыннисен шухӑшепе кӑсӑкланнӑ. Вӗсене Шупашкарта мӗнле палӑк тӳлевсӗр лартассине палӑртассипе сасӑлама май туса панӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшенчен тытӑнса 20-мӗшеччен 6400-е яхӑн ҫын хай шухӑшне пӗлтернӗ.
Списокра историлле ятсем темиҫен пулнӑ. Ҫав шутра Владимир Высоцкий та, Сергей Радонежский та, Александр Пушкин та, Георгий Жуков та, Зоя Космодемьянская та, Петр Столыпин та, Сергей Есенин та, Василий Шукшин та.
Чи нумай сасӑ пухни — Иккӗмӗш Кӗтӗрне патша. Уншӑн 41,5 проценчӗ пулнӑ. 29,1 проценчӗ Шупашкарта Владимир Высоцкий палӑкне курасшӑн, 7 проценчӗ — Сергий Радонежскийӗнне, 4,4 проценчӗ — Александр Пушкинӑнне. Маларах асӑннӑ ытти ятшӑн сасӑланисем 4 процентран сахалтарах.
Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗ пирки калаҫма чарӑнмаҫҫӗ-ха. Наци лицейӗ тек уҫӑлмассине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унта кӗҫӗн классем вӗренме тытӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарти 4-мӗш лицейра 4 1-мӗш класс пулмалла. Вӗсене Лебедев лицейӗнче вӗрентесшӗн.
Апла авӑн уйӑхӗн 1-мешӗнче лицей алӑкне татах уҫӗ. Шел те, наци лицейӗ пек мар… Авариллӗ ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи 61-мӗш тата 50-мӗш шкулсем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Ачасен йышӗ кашни ҫул ӳсет унта. Ытти ҫуртсене хута ярса ачасене пӗр сменӑпа вӗрентме тытӑнасшӑн.
Наци лицейӗн ҫуртӗнче 6 класс вӗренӗ. Унта пӗтӗмпе 400 вырӑн хатӗрлеме май пур. 3 ҫулта пур вырӑнпа та усӑ курма тытӑнасшӑн.
Лицей ҫуртне юсамашкӑн 50 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе юсав ӗҫӗсене 5 миллион тенкӗлӗх тунӑ. Объекта ҫурлан 15-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Шупашкарти 182-мӗш ача пахчинчи воспитатель Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Шӑпӑрлансемпе ӗҫлекен пултаруллӑ специалистсене ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Севастополе пухса чысланӑ.
Конкурса Пӗтӗм Раҫҫейри «Родители за здоровое поколение» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗ сывӑ ӑрушӑн) общество организацийӗ, Стратегилле пуҫарусене пулӑшакан агентство, Раҫҫейӗн Экономика министерстви, Раҫҫей Правительствин Эксперт канашӗ, «Партия родителей будущего» (чӑв. Пулас ӑрӑвӑн ашшӗ-амӑш партийӗ) общество организацийӗ, шкул ҫулне ҫитменнисен хӑй тӗллӗн йӗркелекен организацийӗ йӗркеленӗ. «ТОП-100 лучших воспитателей России: качество дошкольного воспитания – стратегический ресурс будущего» (чӑв. Раҫҫӗйӗн чи лайӑх воспитателӗсен ТОП-100-ӗ: шкул ҫулне ҫитменнисен воспитанийӗн пахалӑхӗ — пуласлӑхӑн стратегилле ресурсӗ) ят панӑскере ҫӗршыври 3500 педагог хутшӑннӑ. Чи лайӑх 100 воспитатель йышне Шупашкарти 182-мӗш ача пахчинчи музыка ертӳҫи Вероника Ермолаева лекнӗ. Ӑна «Раҫҫейӗн чи лайӑх музыка ертӳҫи» номинацире чысланӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ене РФ шалти ӗҫсен министрӗ Владимир Колокольцев килӗ. Анчах визит хупӑ пулӗ.
Раҫҫейри тӗп полицейский Шупашкара ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫитӗ. Полици генералӗ Владимир Колокольцев мӗн тӗллевпе килни паллӑ мар. Анчах министр Чӑваш Енре шалти ӗҫсен ҫӗнӗ ертӳҫине ҫирӗплетнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР ШӖМне Сергей Неяскин ертсе пыма тытӑннӑ. Сергей Дмитриевича РФ Президенчӗ Владимир Путин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |