Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче Якут Республикинчен килнӗ ачасем пулнӑ. Ҫамрӑк хӑнасем — асӑннӑ регионти музыкантсем. Вӗсем Якутскри «Дети солнца» (чӑв. Хӗвел ачисем) и «Божественный свет» (чӑв. Турӑ ҫути) этника ушкӑнӗсене ҫӳреҫҫӗ.
Аякри ҫула ҫывӑхлатса пӗчӗк музыкантсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери VII «URMAI-ZALIDA» культурӑпа искусство фестивальне килнӗ. Мероприяти Комсомольски районӗнчи Урмаелте иртет. Фестивале этномузыкӑна сарассипе ӗҫлекен ушкӑнсене тата уйрӑм юрӑҫсемпе музыкҫӑсене тупса палӑртса вӗсене аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Раҫейри регионсемпе ют ҫӗршывсемпе тытакан туслӑ ҫыхӑнӑва сарас шухӑш та пур.
Якутскран килнӗ хӑнасене чӑвашсемпе эрменсен художникӗн Каллиста Иванован «Урӑх тӗнче» куравӗпе тата ытти ӗҫпе паллаштарнӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн музейӗн экспоначӗсемпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ.
Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти каччӑ полицие пынӑ та пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче банк карттине ҫухатнине, унӑн счечӗ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнине пӗлтернӗ.
Полицейскисем ҫав карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр апат-ҫимӗҫ лавккинче ют карточкӑпа тӳленӗ, вӑл унта 17 пин тенкӗлӗх япала туяннӑ.
Ҫак хӗрарӑм камерӑсем ҫине лекнӗ. Вӑл капюшонлӑ куртка, ҫыхнӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма пӗлетӗр тӗк кун пирки полицие хыпарлӑр: 24-07-02, 34-18-40 е номерпе шӑнкӑравлӑр.
Ҫичӗ ҫынтан тӑракан ушкӑн ӳт сутса пурӑнма килӗшекен хӗрарӑмсем валли Шупашкарта притон уҫнӑ. Притона массаж салонӗ тесе каланӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн тӗп хулинчи Калинин районӗнчи судне ярса панӑ.
Ҫичӗ ҫынлӑ йыша РФ Пуҫиле кодексӗн 241-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (ӳт сутассине йӗркеленӗшӗн тата ҫавӑн валли притон тытса тӑнӑшӑн) тата 240-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе (проституципе аппаланма явӑҫтарнӑшӑн) явап тыттарасшӑн. Вӗсем пурӗ 18 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Массаж салонӗ текеннине ушкӑн 2015 ҫултанпа 2018 ҫулччен тытса тӑнӑ. Унта ӗҫлекен хӗрарӑмсем массаж туман, арҫынсемпе укҫалла выртса тӑнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби преступниксен ушкӑнӗн пайташӗсене 10 ҫул таран хупма пултарнине пӗлтерет.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫейри регионсенче «Вӑрмана упрар» акци иртӗ. Унӑн пуҫаруҫи – «Молодежка ОНФ» команда.
Ҫак кун пур регионта та хут, картон, хаҫат йышӑнакан ятарлӑ пунктсем ӗҫлӗҫ. Кашниех кирлӗ мар хутсене унта илсе пыма пултарӗ. Чи хастаррисене хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Пухӑннӑ макулатурӑна хута тепӗр хутчен пурнӑҫ парнелекен регионти операторсене парӗҫ.
Шупашкарта ятарлӑ пунктсем 11-17 сехетсенче ӗҫлӗҫ. Макулатурӑна ҫак адресемпе илсе пыма пулать: Ял хуҫалӑх академийӗ умӗнчи лапам, Шупашкарти электромеханика колледжӗ умӗнчи лапам (Ленин проспекчӗ, 9-мӗш ҫурт), «Роза мира» скульптура умӗнчи лапам («Студгородок» чарӑну», Трактор тӑвакансен культура керменӗ умӗнчи лапам, «Салют» культура умӗнчи лапам.
Шупашкарти Магницкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫынсен сехри хӑпнӑ. Ара, хӑйне алӑра тытма пӗлмен ӳсӗр кӳрши ҫурта газпа сирпӗтсе ярасси пирки чӳрече уҫсах кӑшкӑрнӑ.
Ҫурта пурӑнакансем ҫакна илтсен газ ӗҫченӗсем тата полицейскисем патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Лешсем ҫийӗнчех вырӑна ҫитнӗ. Авариллӗ бригада 20 хваттерти газа сӳнтерсе лартнӑ. Полиципе газ ӗҫченӗсем ҫав арҫыннӑн хваттерне кӗнӗ, анчах вӑл унта пулман ӗнтӗ. Унӑн газӗ патне заглушка лартнӑ.
Арҫынна шырама тытӑннӑ. Хайхискере 4 кунран тытса чарнӑ – каллех ӳсӗр пулнӑ вӑл. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнӑ, ҫавна май ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӑйне вара ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ.
Пӗтем Раҫҫейри «Раҫҫейри шкул умӗнхи чи лайӑх 100 учреждени» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Лайӑх хыпар Чӑваш Ене те ҫитнӗ: Шупашкарти икӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх ача пахчисен йышне кӗнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари 205-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри чи лайӑх патшалӑх ача пахчи» номинацире лауреатсен дипломне тивӗҫнӗ.
Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар хулинчи 136-мӗш ача пахчи «Шкул умӗнхи вӗренӗве пысӑк пахалӑхпа панӑшӑн» номинацире лауреат пулса тӑнӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман.
Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ.
Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар.
Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Паянтан, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, вырӑнти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли «Ҫуркунне – 2019» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Акципе килӗшӳллӗн, суту-илӳ точкисем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлӗҫ.
Мускав районӗнче ял хуҫалӑх продукцине икӗ адреспа туянма май пур, Ленин тата Калинин районӗсенче пӗрер вырӑнта сутӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ.
Вырӑнти хуҫалӑхсен продукцине туянас килсен Шупашкарта ҫак вырӑнсене ҫитмелле: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи «Дар» тулли мар яваплӑ общество, «Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗ, «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗ умӗнчи лапам.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра каллех транспорт реформи пирки калаҫнӑ. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, Питӗрти «Авто-Экспресс – 4» перевозчик килӗшӳри пур пункта та пурнӑҫламасть, ҫавӑнпа ӑна пӑрахӑҫлӗҫ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта вӑтам класлӑ автобуссем ҫӳретмелле пулнӑ. Перевозчик ку условие пурнӑҫлайман – пысӑк класлӑ автобуссем ҫула тухнӑ.
«Акан 3-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх перевозчиксем пӗчӗк класлӑ автобуссемпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Аукцион условийӗсемпе килӗшӳллӗн, «Авто-Экспресс – 4» перевозчик хула хыснине 21 миллион тенкӗ хывнӑ, килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ӑна тавӑрса памӗҫ», - тенӗ Алексей Ладыков.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |