Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Культура

Паян, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, чӑваш тӗнчин хастарӗсем Шупашкарти Богдан Хмельницкий ҫӑви ҫинче пулнӑ. Унти масарта Чӑваш халӑх поэчӗ, публицисчӗ, общество ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗн тата Ленин орденӗн кавалерӗ Ҫемен Элкер ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Пултаруллӑ ҫыравҫӑна, чӑваш классикне сума сӑвакансем унӑн вил тӑпри ҫинче пулнӑ.

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтернӗ тӑрӑх, чечек хума Ҫемен Элкерӗн нумай енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пухӑннӑ.

Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1966 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Унӑн хайлавӗсене пилӗк томпа пухса кӑларнӑ (1960-1964) тата «Хурапа шурӑ» кӗнекере (1994) пичетленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

«Чӗмпӗр-Шупашкар» маршрутпа хутлакан автобуссенчен пӗри шӑтӑк пулнине пассажирсенчен пӗри асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки вӑл «ПроГород» портала систернӗ.

Транспорт пассажирсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ патӗнче лартнӑ. Автобус ҫула хускалнӑ хыҫҫӑн транспортӑн юсавсӑрлӑхӗ палӑрнӑ.

«Автобусӑн урапи шӑтса кайнине пула салонӑн хыҫалти пайӗнчи ларкӑч айӗнчи урай шӑтрӗ курӑнать. Апла пулин те водитель нимӗн те тумарӗ. Пассажирсене автобуса лартрӗ те Шупашкар енне хускалса кайрӗ. Автобус тӑп-тулли халӑхчӗ. Салонта пӗчӗк ачасем те пурччӗ. Водитель пассажирсене пӗрех тултарчӗ те тултарчӗ. Шупашкарти юлашки чарӑнӑва ҫитеймерӗ — Алькешра антарчӗ. Автобус ҫул тӑршшӗпех хуллен килчӗ. Сехетре вӑл 20 километр хӑвӑртлӑхпа кайрӗ», — ӑнлантарнӑ МИХа пассажир.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакансем каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата та пӗлтернӗ.

Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тислӗк шӑршине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил илсе килет. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче шӑршӑ кӗрет. Вӑл хушӑран питӗ вӑйлӑ, ҫил вӗрсен туйӑнать», - каласа кӑтартнӑ Евгений хаҫат ӗҫченӗсене.

Палӑртса хӑварар: ҫулсеренех ҫулла ҫынсем хулара лайӑх мар шӑршӑ кӗнине туяҫҫӗ. Пӗлтӗр Роспотребнадзор ҫӑхав нумай килнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев те ирттернӗ, вырӑнти чӑх-чӗп хапрӑкӗ санитари нормисене пӑснине тупса палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56903
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлав ирттерме тытӑннӑ. Ыйтӑвӗ ҫапларах: Улатӑрта Хаяр Иван палӑкне лартнипе килӗшетӗр-и эсир? Ҫапла, улатӑрсем ҫак палӑка лартасшӑн ахӑртнех.

Унччен ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑнччӗ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмерӗ. Чылай хула ку палӑка лартма хирӗҫ-мӗн. «Ҫыхӑнура» форумра пӗри ҫапларах комментари ҫырнӑ: «Ку Грозный хуласем тӑрӑх вирус пекех ҫӳрет».

Сасӑлава тишкерес тӗк, Улатӑрсем вара палӑка вырнаҫтарассине хирӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне унта 48 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 44-шӗ палӑка хулара курасшӑн.

Палӑртмалла: сасӑлава хула администрацийӗн культура, национальноҫ ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарти электромеханика колледжӗнче Чӑваш Енри ватӑсен конкурсӗ иртнӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ ҫынсем компьютер умне ларса ҫак техникӑпа усӑ курма епле пӗлнине кӑтартса панӑ.

Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра лайӑх кӑтартупа палӑрнисем Раҫҫей шайӗнче компьютер ӑсталӑхӗ енӗпе иртекен VIII чемпионата хутшӑнӗҫ.

Республикӑри конкурса 18 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ваттисем хутшӑннӑ. Вӗсен компьютер ӑсталӑхне икӗ категорие пайласа палӑртнӑ: «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» тата «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан».

Компьютера лайӑх пӗлекенсенчен «Чи лайӑх хӑтлав» номинацире Шупашкар районӗнчи Константин Иванов ҫӗнтернӗ, тинтерех усӑ курма тытӑннисенчен — Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.

«Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» категорире 1-мӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Елена Ястребова тухнӑ, 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Шупашкарти Валентина Пронина, 3-мӗш вырӑна – Шупашкарти Калинин районӗнчи Валерий Логинов.

«Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан» категорире 1-мӗш вырӑнта — Етӗрнери Елена Аникина, 2-мӗш вырӑнта – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова, 3-мӗш вырӑнта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Венера Федорова.

Малалла...

 

Персона

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче СССР ҫутӗҫ отличникӗ, ӗҫ ветеранӗ Алла Петровна Песина (1937–2019) куҫне хупнӑ. Унпа, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сывпуллашмалла.

Крым тӑрӑхӗнчи Симферопольте ҫуралнӑскер Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Грузири Гори хулине эвакуаципе лекет. Унти пединститутран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1958 ҫулта ҫавӑнти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан мӑшӑрӗпе Владимир Песинпа Чӑваш Ене куҫса килнӗ. Упӑшки Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче инженер-конструкторта тӑрӑшнӑ.

1960-1985 ҫулсенче Алла Петровна хулари тӗрлӗ шкулта, «Эксельсиор» уйрӑм ҫын шкулӗнче тӑрӑшнӑ. 1986 ҫулта ӑна улттӑри ачасене шкулта вӗрентме пуҫласа шаннӑ.

Алла Песина патӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Ухсай Яккӑвӗн хӗрӗ Елена, Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин хӗрӗ Илемпи, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗн, профессорӑн, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри философи кафедрин заведующийӗн Энвер Феизовӑн хӗрӗ Галия, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен хисеплӗ ертӳҫин, Виталий Станьял ӑсчахӑн хӗрӗ Эрбина вӗреннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: ru.chuvash.org/news/4204.html
 

Вӗренӳ

Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те.

Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑл ҫывӑхӗнчи пляжра арҫын путни пирки 15 сехет те 40 минутра хыпар ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухса кайнӑ. Чӑнах та, арҫын путма пуҫланнӑ иккен.

Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Атӑл ҫинче кайтсерфингпа тренировка ирттернӗ. Вӑл хӑмапа тата кайтпа ярӑннӑ, анчах пурнӑҫшӑн хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекнӗ.

«Ҫил вӗрнӗ те парашют шыва ӳкнӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн тӑрайман, хӑмапа тата кайтпа пӗрле путма пуҫланӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство сайтӗнче. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шывран кӑларсан пулӑшу панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56826
 

Пӑтӑрмахсем

Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна Шупашкарта карас телефонӗсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл 33 карас телефонне пӗҫертнӗ иккен. Тӑкака 600 пин тенкӗпе танлаштараҫҫӗ.

Карас телефонӗсене сутакан суту-илӳ точкисенчен пӗрне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ. Лавкка Шупашкарти Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Карас телефонӗсемлӗ хутаҫа ярса илнӗ те вӑрӑ вырӑнтан тапса сикнӗ. Лавккана хураллакан предприяти ӗҫченӗсем ҫитнӗ ҫӗре хайхи ҫухалнӑ.

Право хуралҫисем вӑрӑ такси тытнине, вӑл хостелсенчен пӗринче ҫӗр каҫнине палӑртнӑ. Кӑштахран ӑна М-7 автоҫул ҫинчи кафере тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 32 телефон пулнӑ.

Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ-мӗн. Ӑна ҫӗршывӗпех шыранӑ.

 

Раҫҫейре
Оксана Ястребова. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк
Оксана Ястребова. 2014 ҫулхи сӑнӳкерчӗк

Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Оксана Геннадьевна Елчӗк районӗнчи Акчел ялӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ. Оксана Ястребова Ростов хулинчи патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Етӗрне районӗнчи, Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратурӑсенче тӗпчевҫӗре, аслӑ тӗпчевҫӗре, Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта ӑна Тӑвай районӗн прокурорӗ пулма шаннӑ. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑннӑ муниципалитетра прокурор пулса ӗҫлес вӑхӑта тата тепӗр пилӗк ҫуллӑха тӑсса панӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.

 

Страницӑсем: 1 ... 461, 462, 463, 464, 465, 466, 467, 468, 469, 470, [471], 472, 473, 474, 475, 476, 477, 478, 479, 480, 481, ... 1034
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 14

1880
145
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
106
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
87
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть