Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем вырӑнти пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, унта нумаййӑн алӑ пуснӑ. Ҫырура ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ.
Сакккунпа килӗшӳллӗн, тӳре-шаран унашкал ҫырусене 30 кунра хуравламалла. Анчах Ильинка ял тӑрӑхӗн халӑхӗ вырӑнти пуҫлӑхран хурав кӗтсе илеймен. Пуҫлӑх саккунра кӑтартнӑ срокра ҫырӑва хуравласа ӗлкӗреймен.
Ку – саккуна пӑсни. Ҫавна май Муркаш районӗн прокуратури Ильинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна РФ КоАПӗн 5.59 статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑхӑн вӑхӑтра хурав паманшӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
«Акашевская» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи какайра антибиотик тупса палӑртнӑ. Предприятие Россельхознадзор ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ, ҫак ҫитменлӗхе тупса палӑртнӑ.
Ведомство специалисчӗсем бройлерӑн шӑнтнӑ какайне тӗрӗслеме илнӗ те Мускаври «ВГНКИ» организацие янӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вара чӑх тушкинче диоксициклин антибиотик пулни ҫиеле тухнӑ.
Сӑмах май, унччен Россельхознадзор «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне 150 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку предприятире те бройлер какайӗнче сиенлӗ япаласем пуррине тупса палӑртнӑ.
Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн воспитани тата хуҫалӑх ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курманшӑн штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Виҫи пӗчӗкех мар: 80 пин тенкӗ.
Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ача ҫурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне, хӑйне преми парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн кӗсйине 70 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫапла вӑл ача ҫуртне 70 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Директор тӗлӗшпе ку лару-тӑрӑва сирмелле тесе представлени ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ача пахчинче воспитальте ӗҫленӗ хӗрарӑма черетлӗ отпускра чухне ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫитменлӗх пирки асӑннӑ районти прокуратурӑна систернӗ, унтисем тӗрӗслев ирттерни ҫӑхав чӑнлӑхне палӑртнӑ.
Воспитатель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗ—утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗсенче отпускра пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Анчах ача пахчин заведующийӗ хӗрарӑмпа ӗҫ килӗшӗвне утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчех татнӑ.
Тӗрӗслев материалне прокуратура Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцине ярса панӑ. Унтисем кӑлтӑка пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тунӑ. Отпускри ҫынна ӗҫрен хӑтарма юраманнине кура Кӑрмӑшри ача пахчин ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пирус туртассипе кӗрешекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ларура пурӑнмалли ҫуртсен подъездӗнче плакатсем ҫакма сӗннӗ.
Плакат ҫине пирус туртни сывлӑха сиен кӳни пирки ҫырмалла тата саккуна пӑснӑшӑн мӗн чухлӗ штраф тӳлемеллине кӑтартмалла.
Аса илтерер: саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, подъездра, лифтра, картлашка лапамӗсенче пирус туртма юрамасть. Ҫавӑн пекех нумай ҫуртлӑ хваттерсене кӗмелли алӑкран 15 метр ҫывӑхарах чӗлӗм мӑкӑрлантарма чарнӑ. Куншӑн 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Ларура ҫакнашкал сӗнӳсем те пулнӑ: тӑтӑшрах штрафламалла, йӗркене пӑснипе пирус туртман ҫынсене явӑҫтармалла, пирус туртма пӑрахнӑ ӗҫченсене хушма отпуск тата преми памалла.
Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне, 51 ҫултискере, йывӑҫ каснӑшӑн 250 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Депутат, усламҫӑ ӗҫӗпе те аппаланнӑскер, пӗлтӗрхи юпа-раштав уйӑхӗсенче 11 йывӑҫ – 9 хурӑн тата 2 тирек – каснӑ. Хӑйӗн вара ҫак ӗҫе тумашкӑн кирлӗ хутсем пулман. Ҫапла вӑл вӑрман патшалӑх фондне 68 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫынна та 8 ҫӑка каснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Вӑл кӳнӗ тӑкак 9 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ӑна суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енри вӑрманта саккуна пӑсса вырнаҫтарнӑ 20 вӗлле хурчӗ тупнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫын хӑй тӗллӗн лартнӑ. Ку — саккуна пӑсни-мӗн.
Ҫавна май административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. РФ Вӑрман кодексӗн 38-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, вӑрманта ял хуҫалӑх (утар) тытса пыма юрать. Лаптӑксене ҫак тӗллевпе тара параҫҫӗ е укҫа тӳлемесӗр усӑ курма май пур.
Вӑрманта утар тытас тесен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине ҫитмелле, тара илмешкӗн е укҫасӑр усӑ курмашкӑн заявлени ҫырмалла.
Вӑрманта вӗлле хурчӗсене никамран ыйтмасӑр вырнаҫтарсан административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка тӑкак кӳнӗшӗн штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн кам айӑплӑ?
Айӑплине тупнӑ. Ҫурт хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманран тата никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне йӗркене пӑснӑран ишӗлсе аннӑ. Подрядчикӑн проект документацийӗ пулман. Кунсӑр пуҫне никӗсе юсиччен ӑна тӗрӗслемелле пулна. Подрядчик вара ҫакна туман.
Подряд организацийӗн директорӗ ҫурт йӑтӑнса аннӑшӑн 20 пин тенкӗ тӳлӗ. Аса илтерер: ҫурт Хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ. Ҫурт ишӗлни харпӑрҫа 2,8 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн суд умӗнче явап тытнӑ.
ФСБ палӑртнӑ тӑрӑх, 36 ҫулти арҫын сирпӗнекен япаласем хатӗрлесе сутнӑ. Куншӑн ӑна колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.
Анчах ку кӑна мар иккен. Каярахпа вӑл 2010 ҫулта пӗр сайтра Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ экстремизмла организаципе ҫырӑннине, ӑна укҫан пулӑшма сӗннине тупса палӑртнӑ. Унтан арҫын ют ҫӗршыв арҫыннине 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Суд куншӑн ӑна 6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне 170 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ.
Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |