Канаш районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ хӗрарӑм айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна должноҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса саккуна пӑснӑшӑн айӑпланӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине авариллӗ тесе йышӑннӑ, сӳтсе пӑрахма палӑртнӑ нумай хутлӑ ҫуртра пропискӑна тӑратнӑ. Ҫавна май арҫын авариллӗ ҫуртсенчен республика программипе килӗшӳллӗн куҫакансен йышне лекнӗ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнаканскер саккуна пӑсса социаллӑ найм килӗшӗвӗ хатӗрленӗ те хӑйӗн мӑшӑрне ҫӗнӗ ҫуртра хваттер уйӑрса панӑ, республика тата район хыснисенчен 1 миллион та 340 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Ҫак сӑлтавсене шута илсе суд тӳре пулнӑ хӗрарӑма 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
52 ҫулти арҫын «Шупашкар – Мускав» ҫулпа чылай ҫӳрнӗ. Хайхискер ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма юратман ахӑртнех – штраф 130 пин тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Анчах водитель парӑма тӳлесе татма васкаман.
Арҫын ҫакна пула машинӑсӑр тӑрса юлнӑ. Унӑн «Мерседесне» приставсем арестленӗ.
Штрафа вӑхӑтра тӳлеменшӗн водителӗн ӳкӗнмелле те пулӗ-тӗр. Ара, куншӑн унӑн тепӗр 150 пин тенкӗ те тӳлеме тивӗ. Хальлӗхе вара, парӑма татиччен, арҫыннӑн ҫуранах ҫӳреме тивӗ: приставсем унӑн иномаркине штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси Шупашкарта пурӑнакан, 18 ҫул тултарман хӗрачана общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн штрафланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка урамра ӗҫнине курнӑ. Кун пирки ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси те пӗлнӗ. Ӗҫ материалӗсене тишкерсен акӑ мӗн паллӑ: вӑл унччен те эрех-сӑрапа айкашнӑ.
Комисси ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. 18 ҫул тултарман хӗрачана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна хӑрушӑ социаллӑ лару-тӑрура пулнӑ тесе палӑртнӑ.
Тӑвай районӗнче хӗрарӑм сӗт савутне ярса илме хӑтланнӑ. Кайран хайхискер унти ҫимӗҫсене вӑрланӑ.
Ҫак хӗрарӑм савут ҫуртне сӗт юр-варӗ туса кӑларакан организацие тара панӑ. Вӗсем ҫулталӑкне 200 пин тенкӗ тӳлесси пирки калаҫса татӑлнӑ. 2017 ҫулхи нарӑс пуҫламӑшӗнче хайхискер хака тӑрук хӑпартнӑ: уйӑхне 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Тара илекен организацие ку, паллах, килӗшмен. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫурта пушатма ыйтнӑ, хурал тӑратнӑ та савута никама та кӗртмен.
Унтан вӑл 20 арҫынна пухнӑ. Вӗсем 5 машинӑпа тата пӗр грузовикпе савута пырса кӗнӗ, чӑкӑтпа ҫу вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 3 миллион ытла тенкӗлӗх.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна тӗрмене 10 ҫуллӑха ӑсатма, 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултарҫҫӗ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ гектар ытла ҫӗр ҫинче чӑх каяшне саккунсӑр тӑкса тултарнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки «Ман хулам Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал хыпарлать.
Саккуна пӑсса чӑх каяшне Атайкасси тата Лапсар ял тӑрӑхӗсен хушшинчи лаптӑка пырса тӑкнӑ. Ҫӗре сиенленӗшӗн ҫак пӑтӑрмах тӗлӗшпе ҫийӗнчех административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяра каланипе килӗшӳллӗн должноҫри айӑплӑ ҫынна 400-тен пуҫласа 700 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.
Каласа хӑвармалла, Россельхознадзор хыпарта чӑх каяшне хӑш пӗрлешӳ кӑларса тӑкнине палӑртман. Анчах кунашкал ӗҫ-пуҫшӑн вырӑнти «Юрма» пӗрлешӗве пӗрре мар явап тыттарнӑ.
Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорне явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан 19 ҫынран ялсенчи вулавӑшсем валли вывеска тумашкӑн 700-шер тенкӗ пуҫтарнӑ.
Пӗри вара прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ведомствӑн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, кун хыҫҫӑн саккуна пӑсса пуҫтарнӑ 13 пин те 300 тенке ҫынсене каялла тавӑрса панӑ. Директор тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд постановленийӗнче штраф виҫине палӑртман.
Сӑмах май, Тӑвайри тӗп вулавӑш тытӑмӗн директорӗн тивӗҫӗсене 1987 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ арҫын пурнӑҫлать. Вӑл 2009 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унта «технологи тата предпринимательлӗх» специальноҫе алла илнӗ.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Хайхискер арӑмӗ ваннӑйӗнче ҫаппа-ҫарамас ҫӑвӑннине видео ӳкернӗ. Куншӑн хӑйне явап тыттарасси пирки шухӑшламан-ши?
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак ниҫта та ӗҫлемен арҫын ваннӑйне кӗсье телефонне варттӑн вырнаҫтарнӑ, видео ӳкермеллине ҫутнӑ. Телефон хайхи арӑмӗ ванна кӗнине ӳкернӗ.
Хӗрарӑм хӑйне телефон ҫине ӳкернине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Кун пирки ӑна упӑшки каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем уйрӑлнӑ пулнӑ. Анчах арӑмӗ «видеооператор» пултарулӑхне хакламан, видео пирки полицие пӗлтернӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Арҫынна куншӑн пысӑк штраф тӳлеттерме е ӗҫлеттерсе явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ. Аса илтерер: унччен ку пукана Георгий Егоров йышӑннӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑ.
2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче суд Георгий Егоров айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ, 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Владимир Димитриев пурнӑҫланӑ. Халӗ ку должноҫа ҫын суйламашкӑн конкурс пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан икӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче сунара кайнӑ. Ун чухне вара ҫакна тума юраман.
Хайхискерсем Ҫӗнӗ Выҫли вӑрман хуҫалӑхӗн участокӗнче пӑши амине йӗрленӗ те персе вӗлернӗ. Браконьерсем пӑши тушкине ҫав кунах УАЗ автомашинӑпа киле илсе кайнӑ.
Вӗсен киревсӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫав икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна нумай пулмасть суд пӑхса тухнӑ. Браконьерсен штраф тӳлеме тивӗ. Кашнин 150 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Кунсӑр пуҫне вӗсен чӗрчунсен тӗнчене тӑкак кӳнӗшӗн 200 пин тенкӗ тӳлемелле. Ҫакна та палӑртмалла: арҫынсен сунара икӗ ҫул ҫӳреме юрамӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |