Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен.
Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ.
Патӑрьел ачисем Ӗренпуртан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Унта «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисем иртнӗ. Кӑҫал ӑна пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Унчченхи ҫулсенче пӗрмай ӗренпурсем ҫӗнтернӗ. Хальхинче Чӑваш Ен команди мала тухни чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ.
Кӑҫал «Зарница» авӑн уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче иртнӗ. Малти вырӑна Патӑрьелти 1-мӗш шкул ачисем йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенза облаҫӗ тухнӑ. Палӑртмалла: пирӗннисем ишессинче, Калашников автомачӗн макетне сӳтсе пуҫтарассинче, кроссра пуринчен те малта пулнӑ. Спортӑн ытти тӗсӗнче иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсемпе ҫырлахнӑ.
Маттур, патӑрьелсем! «Атӑлҫи Зарници» ҫарпа спорт вӑййисенче ку Чӑваш Еншӗн – пӗрремӗш ҫӗнтерӳ.
«Наци кросӗ» пӗтӗм Раҫҫейри спорт уявне Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ пӗр ҫул та хутшӑнмасӑр юлман тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Ватти те, вӗтти те ял варринче вырнаҫнӑ шкул стадионне пуҫтарӑнса сывлӑх кунне уяв вырӑнне хурса сумлать.
Паян чи малтан «Ҫӑлкуҫ» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем старта тӑнӑ. Г. Волков, Д. Мтин, Я. Анюрова финиша чи малтан ҫитнӗ.
Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем кроса пысӑк йышпах хутшӑннӑ. Чи хӑвӑрт чупса К. Анюрова, А. Сандыркин, А. Андреев (1-2 классем), А. Мтина, В. Скрипкин э(3-4 классем), К. Хмелёва, Д. Волков (5-7 классем), Л. Чернова, А. Волков (8-9 классем), В. Чернова, А. Кузнецов (10-11 классем) ҫӗнтернӗ.
Аслисем хушшинче Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.В.Чернов финиша малтан ҫитнӗ.
Ӑмӑртура палӑрнисем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Шупашкарта 11 ҫулти ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен ҫырнӑччӗ. Кӗскен илсен, ӗҫӗ-пуҫӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ: 37-мӗш шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справка ыйтнӑ. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ вырӑн юлман тесе йышӑнман имӗш. Ашшӗ-амӑшӗ ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи Сашӑна тӳре-шара хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен.
Ачана авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулари 17-мӗш шкула илнине Шупашкарти вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах пирки вӗренӳ управленийӗ те, прокуратура та тӗрӗслев ирттерет.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкарти 29-мӗш шкулӑн директорӗ кам пулассине палӑртнӑ. Конкурсра 27 ҫулти Илья Тумаков ҫӗнтернӗ.
Илья И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл ЧПУн Студентсен канашӗн председателӗн тилхепине 5 ҫул тытса пынӑ, ҫамрӑксемпе нумай ӗҫленӗ.
Илья мӗншӗн ҫак ҫула суйланӑ-ха? Унӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех вӗрентекенре тӑрӑшать. Илья хӑй пурӑнакан микрорайон пурнӑҫне те хастар хутшӑнасшӑн. Вӑл – аспирант, ҫавна май кӗнеке нумай вулать.
Илья Тумаков шкул директорӗн тивӗҫне ҫитес эрнерен, документсем хатӗр пулсан, пурнӑҫлама тытӑнӗ.
Чӑваш Ене васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машинисем илсе килӗҫ. Вӗсене туянмашкӑн РФ Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе илӗҫ. Документа Дмитрий Медведев авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 23 машина илсе килӗҫ. Вӗсене ГАЗ автомобиль савутӗнчен тата Чӗмпӗрти автомобиль савутӗнчен туянӗҫ. «Тимӗр урхамахсене» ҫулталӑк вӗҫӗччен илсе килме палӑртнӑ.
Ку кӑна мар. Республикӑри шкулсем валли 27 ҫӗнӗ автобус туянасшӑн. Вӗсенчен 13-шне 13-20 ҫын вырнаҫаять. Тепӗр 13-шӗ – 22-24 ача вырнаҫмалӑх. Пӗр автобуса вара 30 ытла ача лараять. Пур автобуса та хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ.
Нумай пулмасть «Эхо Москвы» (чӑв. Мускав ахрӑмӗ) радио эфирӗнче «Сирӗншӗн кӑна» (выр. «Персонально ваш») радиокӑларӑм тухнӑ, унта Алексей Венедиктов Владимир Путин наци чӗлхисене кашни тӑрӑхра мӗнле вӗрентнине тӗрӗслеме ыйтни тавра калаҫу ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ наци чӗлхисене, вырӑслисӗр пуҫне, вӑйпа вӗрентме юраманни пирки каланӑччӗ.
«Эхо Москвы» радиостанцин тӗп редакторӗ Владимир Путина кунашкал ыйту ҫӗклени наци республикисенче кӑмӑлсӑррисен йышне ӳстерме пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 1917 ҫулхи Нарӑс пӑлхавӑрӗпе тата Совет Союзӗ арканни хушшинчи пӗрпеклӗхсене асӑннӑ. Ку пулӑмсенче те Раҫҫейри халӑхсен ыйтӑвӗ пӗчӗк пулманнине палӑртнӑ.
Радиокӑларӑм вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа ҫыхӑннӑ шухӑша та илсе кӑтартнӑ. Денисов текенскер хӑйне чӑваш чӗлхине вӗрентсе самай нушалантарни пирки пӗлтерсен Алексей Венедиктов кун пирки ҫапларах хуравланӑ: «Паллах, кун пек шухӑшсем те пур. Апла пулсан Чӑвашра эсир мӗн тӑватӑр? Илӗр те Липецка куҫӑр — унта унашкал йывӑрлӑх пулмӗ. Е, атьӑр, Чӑваш Ен ятне мӗнле те пулин урӑххи ҫине улӑштарӑпӑр.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шкула илменни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна темиҫе шкула та илме хирӗҫленӗ. Пӗринче пачах «виҫҫӗ» пурришӗн «тиркенӗ».
Александр А. ятлӑ арҫын ачана вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан улттӑмӗш кунхине ҫеҫ шкула илнӗ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР прокуратури ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче тетелне тишкернӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мониторинг тунӑ чухне ведомство 11 ҫулти арҫын ачан правине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчи должноҫри ҫынсем тивӗҫне мӗнле пурнӑҫланине пӗтӗмлетӗҫ.
Ку пӑтӑрмах пирки «Про Город» портал каласа панӑ. 4 класс вӗренсе пӗтернӗ 11 ҫулхи арҫын ачана халӗ те ашшӗ-амӑшӗ нихӑш шкула та вырнаҫтарайман. Пӑтӑрмах мӗне пула сиксе тухни пирки портала ачан амӑшӗ каласа панӑ.
Йывӑрлӑхсем 37-мӗш шкултан пуҫланнӑ иккен. Ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫав шкула вырнаҫтарма кайсан шкул ертӳҫисем хутсем ыйтнӑ — ачан прописки пирки тата ахаль шкулта та вӗренме пултарнине ҫирӗплетекен справкӑна. Вӗсене хатӗрлесе ҫитерсен шкул директорӗ ачана ҫавах йышӑнасшӑн пулман — шкулта имӗш вырӑн юлман. Ашшӗ-амӑшӗ алла усман, ытти шкулсене те ҫитнӗ. Анчах ниӑҫта та ачана йышӑнасшӑн пулман — вӗсем ҫитнӗ кашни вӗренӳ учрежденийӗнче те вырӑн ҫук тесе хуравланӑ. Пӗринче вара ача япӑх вӗренни ҫине те кӑтартни пулнӑ — «виҫҫӗсем» пур имӗш.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ачан хӳттине кӗме тӑрӑшнӑ — ӑна 47-мӗш шкула ҫирӗплетнӗ. Анчах вырӑна ҫитсен тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — 11 ҫулхи арҫын ачана тӳре-шара ӑнсӑртран хӗрача ячӗпе ҫырса хунӑ иккен («Про Город» портал Александра Николаева ята асӑнать).
Хальхи вӑхӑтра ача килте ларать, вӗренӳ программине ӑса ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе хывать.
Кӑҫал шкул пӗтернисенчен вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ витӗр тухайманнисем е экзамена начар тытнисем пӗлӗве ҫак уйӑхра тепӗр хут тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Вырӑс чӗлхипе экзамен тытайманнисем мӗнпур йышран 0,15 процент, математикӑпа — 0,92 процент.
Ытларикун, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тата вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменне тытма пулать.
Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, математикӑн никӗс шайне патшалахӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ тата ҫак предметпа вӗренсе тухакансен патшалӑхӑн экзаменӗ тыттарса пахалӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр ушкӑн пӗлӗве авӑн уйӑхӑн 16-мӗшӗнче тӗрӗслейӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |