Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем — «Тӑван ҫершывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхен хастарӗсем Кремльте Президент полкӗнче хӗсметре тӑракан Чӑваш Енри каччӑсемпе тӗл пулнӑ.
Раҫҫейӗн Президент полкӗ Патшалӑха сыхлакан федераци службин тытӑмне кӗрет.
Юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Иван Николаев тата организацин офицерсен тӗп тытӑмӗ маттур каччӑсен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ирина Шоркина, Ольга Оболенская музыкант тата чӑваш эсрадин артисчӗ Алена Силпи концерт лартса панӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.
Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.
Чӑваш Енри айтишниксем ҫар ретне тӑмӗҫ. Хӗсмете каяссинчен 67 яша хӑтарӗҫ.
ИТ-специалистсене ҫара илессинчен хӑтарма ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе йышӑннӑччӗ.
Ҫар ретне тӑратасран отсрочка пама ыйтса пирӗн ҫӗршыври 8,7 пин ытла ҫамрӑк заявка панӑ. Вӗсенчен 7695 ҫамрӑк саккун ыйтнине тивӗҫтернӗ, ҫав шутра – пирӗн республикӑри 67 IT-специалист. Отсрочка списокне лекнӗ ҫамрӑксен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ йышӑнӑва призыв комиссийӗ тӑвать.
Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче авалтан пыракан йӑлана, салтак ӑсатассине, тытса пыраҫҫӗ. Ҫак кунсенче Николай Петровӑн ҫара кайма ят тухнӑ. Ял-йыш ӑна салтака чыслӑн ӑсатнӑ. Кун пирки район хаҫачӗ "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" пӗлтерет.
Николай тусӗсемпе пӗрле салтак юрри юрланӑ. Ял-йыш ӑна алшӑллисем ҫакса янӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 20 ҫулти каччӑна ҫара каяссинчен тарса ҫӳренӗшӗн суд тӑвӗҫ. Прокуратура тата Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл салтака юрӑхлӑ пулнӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн ҫар комиссариатне килмен. Ӑна раштавӑн 13-мӗшӗнче тата 24-мӗшӗнче килме хушнӑ. Анчах вӑл пыман.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑкӑн салтака кайма ят тухнӑ. Анчах унӑн салтак аттине тӑхӑнас килмен.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна повестка тыттарнӑ. Хутра кӑтартнӑ кун каччӑ призыв пунктне пыман. Ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем ӑна тупса илсе пынӑ. Анчах вӑл унтан тухса тарнӑ.
Тепӗр кунне каччӑна килӗнче асӑрханӑ, ӑна каллех ҫарӗҫ комиссариачӗн ӗҫченӗсем илсе кайнӑ. Ун чухне каччӑ документсем патне тесе килне кайса килме ирӗк ыйтнӑ, ҫар ӗҫченӗсем ҫамрӑкпа пӗрле ҫула тухнӑ. Каччӑ хваттере кӗрсе кайсан хайхискер чӳречерен (иккӗмӗш хутран) сикнӗ.
Ҫартан тарса ҫӳрекен каччӑ тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ салтака кайманшӑн явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн повестка илнӗ. Анчах вӑл палӑтнӑ кун тата кайран та Шупашкарти ҫар комиссариатне пыман.
Суд пулнӑ. Каччӑ ҫара каясран тарса ҫӳренӗ те йышӑннӑ, куншӑн явап тыттарнӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ салтака каяс мар тесе сӗтев панӑ. Анчах куншан суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи чӳкрен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен вӑл салтака каясран пӑрӑнса ҫӳренӗ. Хайхискер Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пӑхӑнакан ведомствӑн должноҫри ҫыннине 130 пин тенкӗ панӑ. Куншӑн ҫук чире тупса ҫырма, пульницӑна вырттарма шантарнӑ. Ҫапла унӑн салтака каясран хӑтӑлса юлмалла пулнӑ.
Палӑртмалла: каччӑ унччен те ҫара каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ, куншӑн ӑна штрафланӑ. Сӗтев илнӗ ҫын тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче икӗ артиста хӗсмете ӑсатнӑ. Салтак ячӗ Александр Игнатьев тата Григорий Петров ҫамрӑк ӑстасен тухнӑ.
Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫамрӑксене театр коллективӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Яшсене ырӑ сунса театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Аркадий Андреев тата Николай Сергеев сӑмах каланӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан икӗ каччӑ салтака каяссишӗн хыпса ҫунман. Халӗ вӗсене ҫавӑншӑн суд тусах явап тыттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 тата 22 ҫулсенчи икӗ каччӑ ҫар ретне тӑма юрӑхлӑ пулнӑ. Сывлӑх ҫирӗппине, ҫӗршыва хӳтӗлеме пултарнине тухтӑрсем палӑртнӑ.
Салтака юрӑхлӑ каччӑсене 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар комиссариантне чӗнсе повестка тыттарнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитнӗ, анчах каччӑсем ҫар комиссиариатне пыман.
Салтакран тарса ҫӳреҫҫӗ тесе вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе кӗҫех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫартан пӑрӑнма пӑхнӑ каччӑсене суд 20 тата 25-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Маларах Ҫӗмӗрлери каччӑна явап тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |