Коронавирус чирӗ каччӑсене хӗсмете ӑсатассине те витӗм кӳрӗ. Салтака илсе кайӗҫ. Анчах каярах. Ытти чухнехи пек ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн мар. Ҫӗнтерӳ уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин тухса калаҫнӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫурхи призыв вӑхӑчӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех пуҫланӗ, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ.
Канашлура тухса калаҫнӑ ҫар ӗҫ комиссарӗ сбор пунктне коронавирусран хӳтӗлеме тухтӑрсеиэм, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Тата вӑл ҫав пунктра 100 каччӑран ытла пухмассине палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫар пурнӑҫ шкул пулнине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, ҫар ӑна пурнӑҫра хӑйне хӑй аллинче тытма, ҫав шутра экстремаллӑ лару-тӑрура ыйтусене виҫеллӗ татса пама вӗрентнӗ.
Хӗсметре Олег Николаев 1989—1991 ҫулсенче пулнӑ. Ҫур ҫул унта вӑл вӗренӳре пулнӑ, ҫарти пӗрремӗш звани — кӗҫӗн сержант. Кайран Олег Николаев аслӑ сержант, взвод командирӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Радиомеханик пулнӑ. Ҫарти сӑнӳкерчӗксене Олег Николаев упранине, ҫарта пӗрле пулнисемпе ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин кунӗпе те саламланӑ.
Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.
Кӑҫал кӗрхи призывра Чӑваш Енри 1057 каччӑ салтака каймалла. Ку - юлашки вӑхӑтри чи пӗчӗк кӑтарту. Аса илтерер: кӑҫал Канашри сбор пунктне ишсе антарма йышӑннӑ, ҫавна май призывниксене вӑхӑтлӑха Шупашкарта унччен кадет шкулӗ пулнӑ ҫуртран ӑсатӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр кӗрхи призывра – 1325, ҫуркуннехи призывра 1359 ҫын салтака кайнӑ. Пӗтӗмпе – 2684 салтак.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: республикӑра ҫара каймалли каччӑсен 73 проценчӗ салтак атти тӑхӑнма юрӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе аптӑрать. Иккӗмӗш вырӑнта – апат ирӗлтерекен тытӑм чирӗсем, виҫҫӗмӗшӗнче – неврологи.
Канашри призывниксен сбор пунктне юсава юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ. Кун пирки ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. Ҫавна май пункта ишсе антарма йышӑннӑ.
Ҫакна республикӑра «Кӗркунне – 2019» призыв капманине йӗркелес ыйтӑва тишкерекен канашлура пӑхса тухнӑ. Канашри ҫурт юрӑхсӑррине кура канашлу пайташӗсем призывниксем валли Шупашкарта вӑхӑтлӑх пӳлӗм уйӑрма сӗннӗ.
Сӑмах май, унччен Канашри сбор пунктне юсама палӑртнӑ. Укҫа-тенке РФ Хӳтӗлев министерствин уйӑрмалла пулнӑ. Анчах Строительство департаменчӗ тӗп конструкцисем кивелнине, тӑрри япӑхланнине тупса палӑртнӑ.
Чулхула облаҫӗнчи Истомино ялӗнче ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан «Гвардеец» центр уҫӑлнӑ. Вӑл — федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче ӗҫлекенскер. Ун пек центрсене Раҫҫейре халиччен уҫман-ха.
Ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ паракан центр ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта робот техникин, парашют ӗҫӗн, авиамоделированин, программӑлассин, радиоэлектроникӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хывтарӗс тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе ӗҫлеме вӗрентӗҫ. Ҫар специальноҫӗсене те хӑнӑхтарӗҫ. Педагогсем унта хӑйсен професси пӗлӗвне тарӑнлатайӗҫ.
Округри вӗренӳ центрӗ Чулхулари В.Ф. Маргелов ячӗллӗ кадет корпусӗн подрзаделенийӗ шутланать.
Патриот воспитанийӗ паракан центра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров хутшӑннӑ.
Призыв малалла пырать. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен ҫамрӑксен тӑваттӑмӗш партийӗ ҫара кайнӑ ӗнтӗ. Хальхинче ултӑ каччӑна Балтика флотне службӑна янӑ.
Пулас салтаксене иртнӗ вырсарникун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Ҫамрӑксене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова та ӑсатма килнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти Ашшӗсен канашӗн элчисем, депутатсем те пынӑ.
Балтика флотне кайнӑ каччӑсен Ҫӗнӗ Шупашкара хисеплесе панӑ тральщик ҫине лекес шанчӑк пур.
Палӑртмалла: хальхи призывра Ҫӗнӗ Шупашкартан 70 каччӑ ҫара каймалла.
Шупашкарта пурӑнакан каччӑн салтака каяс килмен – тарса ҫӳренӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарлать.
Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур теҫҫӗ. Салтак аттине тӑхӑнассинчен тарса ҫӳренӗ каччӑна нумаях пулмасть суд тунӑ. Судья приговор вуланӑ: ҫамрӑкӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапах ку ҫар ретне тӑрассинчен хӑтармасть.
20 ҫулти каччӑн 2018 ҫултах салтака каймалла пулнӑ. Ун патне повестка килнӗ, анчах вӑл ҫар комиссариатне палӑртнӑ кун пыман. Унӑн килте юлма сӑлтав та пулман.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлениййӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл салтака каясран тарса ҫӳренӗ.
Следстви версийӗпе килӗшӳллӗн, ҫак каччӑ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ. Анчах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен повестка килнӗ пулсан та ҫар комиссариатне тӑватӑ хутчен пыман. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара медицина комиссийӗ витӗр тухмасӑрах ҫар комиссариатӗнчен тухса утнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра салтакран тарса ҫӳрекенсен йышӗ чакнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр унашкаллисен тӗлӗшпе 3 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 2011 ҫулта – 38.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫурхи призыв пуҫланать. Хальхинче Чӑваш Енрен 1400 каччӑ салтака каймалла. Тӳрех палӑртса хӑвармалла: 2018 ҫулта Тӗп ҫар округӗ палӑртнӑ плана 100 проценчӗпех пурнӑҫланӑ.
Пӗлтӗр республикӑран 2684 ҫын ҫара кайнӑ (ҫурхи призывра – 1359, кӗрхи призывра 1325). Кашни пиллӗкмӗш призывникӑн аслӑ пӗлӳ пулнӑ, 13 проценчӗ ҫар учӗт специальноҫӗсемпе вӗреннӗ.
Хальхи призывра та, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, норма палӑртнӑ. Чӑваш Енрен кӑҫал 1398 ҫын ҫара каймаллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |