Паянтан пуҫласа республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Ятарлӑ хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑрманта шашлӑк ӑшалама юраманни пирки вӑл Инстаграмри страницинче те аса илтернӗ. «Типӗ курӑк, ҫӳп-ҫап ҫунтарни ҫулсерен пысӑк тӑкаксем кӳрет, ҫав шутра – ҫын вилесси те», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич.
Йӗркене пӑсакансен явап тытмалла пулӗ, штраф тӳлеме тивӗ. Ятарлӑ режим вӑйра чухне унӑн виҫисем тата пысӑкланӗҫ. Ахаль ҫынсен – 4-5 пин, должноҫри ҫынсен – 12-30 пин, услампа ӗҫлекен юридици сӑпачӗсен – 40-60 пин, юридици сӑпачӗсен 300-400 пин тенкӗ тӳлемелле.
Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторӗ Ирина Яковлева «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан вӑл 1996 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унти чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен хӗрлӗ медальпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта тӑван, Вӑрнар, районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл — хаҫат редакторӗ.
Республикӑмӑр Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестр артисчӗ Алексей Гурьев, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн секторӗн заведующийӗ Янина Горская, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пай заведующийӗ Наталия Громова, Вырӑс драма театрӗн костюм ҫӗлекен мастерской заведующийӗ Светлана Карасева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри хресчен хуҫалӑхӗн музейӗн заведующийӗ Людмила Петрова, Шупашкарти В.А. тата Д.С. Ходяшевсем ячӗллӗ ача-пӑча 4-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Маргарита Романова тивӗҫнӗ.
Республикӑра культура отраслӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫченсен шучӗ ӳссе пырать. Ӗнер ҫак йыш тата тепӗр виҫӗ ятпа пуянланнӑ.
Пичетре нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ» ӗҫченӗ ята «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн корреспонденчӗ Лариса Никитина тивӗҫнӗ.
Культура енӗпе маттур ӗҫленӗшӗн ҫак ята Вӑрмар районӗн администрацийӗн социаллӑ аталану тата культура секторӗн заведующийӗ Светлана Павлова тата Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Вероника Тарасова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумне Николай Косулина ӗнер ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ оганӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Николай Косулина министр ҫумӗ пулма 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче суйланӑччӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ун чухнехи ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пыракан конкурс комиссийӗ Николай Косулиншӑн пулнӑччӗ. Конкурса икӗ кандидат: Николай Косулин тата Николай Судаков — хутшӑннӑччӗ, иккӗшӗ те асӑннӑ министерствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшнӑ.
Ватӑ ҫынсене дистанци мелӗпе ӗҫлеттерӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва паян алӑ пуснӑ. Тата тӗрӗсех каласан, 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ «Чӑваш Республикин территорийӗнче санитарипе эпидемиологи тӑрӑмне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ меӑсем ҫинчен» хушӑва улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ӗҫлекен 65 ҫултан аслӑрах тата чӗре, сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе, диабетпа нушаланакан ҫынсем унччен больница хучӗпе пурӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Шучӗпе ҫавӑн пек. Хушура ҫавӑн пек сӗннӗ.
Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗ мӗн ӗлӗкрен чӑваш. Этем тени пысӑкрах шалуллӑ вырӑна туртӑнать. Ҫав вӑхӑтрах тирпейлӳҫӗ те, урам шӑлакан та кирлӗ. Вӗсене тивӗҫлипе хаклама пӗлмелле.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри черетлӗ ҫынсене хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. 38-мӗш номерлӗ хушура — виҫӗ ҫын. Вӗсенчен пӗри «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ, иккӗшӗ — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» ята.
«Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Чӑваш Республикин Элтепер Администрацийӗнче тирпейлӳҫӗре тӑрӑшакан Елена Иванова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» ята — Шупашкарти Лариса Ильина тата Елена Рыбакова нотариуссем.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри икӗ артист хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Музыка ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш академи симфони капеллин оркестр артистне Екатерина Маркитановӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Екатерина Петровна «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫуралнӑ, Новосибирскри Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен 2010 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Леонид Яргейкин та тивӗҫнӗ. Унӑн театр ӳнерӗнчи тӑрӑшӑвне тата вӑл нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленине шута илнӗ. Леонид Алексеевич Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче 1982 ҫулта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Григорьева ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче кадр улшӑнӑвӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ. Министр ҫумне Алина Кузнецовӑна ӗҫрен кӑларнӑ хыҫҫӑн Алена Елизарова министрӑн ҫумӗсем иккӗн юлнӑччӗ: Лариса Арсентьева (вӑл – пӗрремӗш ҫум) тата Александр Колесников. Халӗ, ав, виҫҫӗмӗшне ӗҫе илнӗ. Тӗрӗсрех, таҫтан ютран мар. Алексей Валериевич асӑннӑ ведомствӑра социаллӑ тӳлевсен пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура сӑмах Алина Кузнецова пирки пырать. Алина Ноевнӑна министр ҫумӗнчен кӑларма йышӑннӑ.
Алина Кузнецова министр ҫумӗ пулса 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑра финанс пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Халӗ Алена Елизарова министрӑн ҫумӗсем иккӗ: Лариса Арсентьева (вӑл – пӗрремӗш ҫум) тата Александр Колесников.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен черетлӗ хушу кӑларнӑ.
Ӗҫлӗ хутра тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен виҫӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотисемпе чысланӑ, унсӑр пуҫне тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшакан Дмитрий Семкин вокалиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Дмитрий Николаевич театрта ӗҫленипе пӗрлех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вокал ӳнерӗн кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тӗрлӗ конкурспа фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |