Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана ӗҫрен кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министра РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫын хӑй ӗҫрен каяс шухӑш тытнӑ.
Коми Республикинчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ Кристина Майнинана министр тивӗҫне пурнӑҫлама пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш Енри организацисенчен пӗрне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 112-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хисеп грамотине тивӗҫнӗ организаци — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унитарлӑ предприяти регионти экологи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен икӗ преподавателе тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Аслӑ шкулӑн пӗтӗмӗшле физика кафедрин профессорӗ, физикӑпа математика наукисен докторӗ Сергей Казаков «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
Электричество тата электрон аппаратсен кафедрин аслӑ преподавательне Юрий Зайцева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретаталӗ» ят пама йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
«Чӑваш Республикинче промышленноҫа тата инвестици ӗҫӗ-хӗлне аталантаракан фонд» автономи учрежденине ертсе пыма Евгений Теллина ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ организаци Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствине пӑхӑнать.
Евгений Теллин 1982 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӗнче экономики» специальноҫа алла илнӗ. 2004-2020 ҫулсенче банк тытӑмӗнче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Промышленность аталанӑвӗн фондӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Фонд директорӗн заместителӗ пулма шаннӑ.
Евгений Ардалионовича должноҫре ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ кам пуласси паллӑ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: конкурсра Алексей Гурьянов ҫӗнтернӗччӗ.
Паян Алексей Юрьевича должноҫра ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Алексей Гурьянов – «ЮТВ» телеканал пуҫлӑхӗн Юрий Гурьяновӑн ывӑлӗ. Вӑл 1989 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Оборона министерствин Ҫар университетӗнче ҫарпа гуманитари факультетӗнче ҫар журналистикине вӗреннӗ.
Унччен Алексей Юрьевич Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
2023 ҫулта Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртесси паллӑ. ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫитес ҫул вӑл 16-мӗш хут иртӗ.
Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн заместительне Ольга Григорьевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ольга Вячеславнӑна ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Промышленность тата энергетика министрӗн Александр Кондратьевӑн ҫапла вара халӗ пӗр заместитель ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Вӑл – Борис Марковцев.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн заместителӗ пулма Анна Ивановӑна ҫирӗплетнӗ.
Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Анна Владимировна айӑплава пурнӑҫа кӗртес тытӑмра 16 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ — юрист, педагог-психолог тата журналист пулма. Вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен федерацин службин II тата III степеньлӗ медалӗсене тивӗҫнӗ. Журналист пулнӑ май пултарулӑх конкурсӗсенче темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра Строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавӑн умӗн республика шайӗнче уяв ирттереҫҫӗ. Унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ строительсене — организацисене ертсе пыракансенчен пуҫласа палтниксене таранах — чыслаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Отделфинстрой» специализациленнӗ застройщикӑн директорне Александр Черкунова Чӑваш Республикин Хисеп грамотине пама палӑртнӑ. 15 ҫын «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Шупашкарти 29-мӗш строительство управленийӗнчи Николай Рыбаков тата Шупашкарти 7-мӗш стройтрестри Сергей Скворцов платниксем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |