Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.6 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хушусем

Политика

ЧР строительство министрне Михаил Коледана ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва паян алӑ пуснӑ.

«Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн министра ӗҫрен кӑларма ыйтса РФ Строительство министерстви ыйтнӑ.

Палӑртмалла: Михаил Коледа ведомствӑна 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен ку должноҫе Павел Данилов йышӑннӑ. Ӑна 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускавра тытса чарнӑ.

 

Республикӑра
Валентина Яковлева тунӑ сӑн
Валентина Яковлева тунӑ сӑн

Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче паянтан – карантин. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.

Аса илтерер: «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Валентина Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел округӗнчи Вӑтаел ялӗнче кӑнтӑр кунӗнчех лавккана кайма тухнӑ хӗрарӑма тилӗ тапӑннӑ. Ялта уткалакан ҫын нумай пулсан та тилӗ хӑраман, хӗрарӑм ҫине сиксе ларса янахӗнчен, хулӗнчен ҫыртнӑ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Кӳршӗ арҫынни пуртӑ йӑтса тухса тилле мӑйӗнчен сӗрнӗ.

Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Персона

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Бойко пособи илсе тӑрӗ. Ӑна кашни уйӑхрах 5 пин тенкӗ парӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Бойко – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ. Унта 1976 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн тӗп ӗҫӗсем: «Этнография переписи в Чувашской Республике» (авторпа пӗрле), «Рабочие Волго-Вятского региона: опыт и уроки социально-экономического развития».

Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак институтрах ӗҫлекен Михаил Кондратьева та пособи пама йышӑннӑ.

 

Республикӑра

2025 ҫул Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫакнашкал хушӑва алӑ пуснӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывшӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. Ҫакна тӗпе хурса палӑртнӑ та ҫитес ҫула.

Сӑмах май, 2020 ҫулта, Астӑвӑмпа мухтав, ҫулталӑкӗ пулнӑ. Кӑҫал вара – Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетӗ усӑ курмалли ҫулталӑк

 

Республикӑра
spb.mk.ru сайтри сӑн
spb.mk.ru сайтри сӑн

Етӗрне округӗнчи Вӑрман поселокӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ҫак поселокри чӗрчун анализне лабораторире тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн урнӑ чир пулнине палӑртнӑ. Ветеринарсем вирус ан сарӑлтӑр тесе мерӑсем йышӑннӑ.

Карантин ятарлӑ хушу пуличчен вӑйра пулӗ.

 

Республикӑра
Тӗнче тетелӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Тӗнче тетелӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Ен Элтеперӗ черетлӗ йыша пысӑк шайри наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав шутра медальпе ордена тивӗҫнисем те пур.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена «Ядринмолоко» обществӑн президенчӗ (должноҫӗ ҫапларах иккен) Николай Малов агропромышленноҫа аталантарнӑшӑн тата общество пурнӑҫӗнчи хастарлӑхшӑн тивӗҫнӗ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе те предприяти ертӳҫине чыслас тенӗ. Ку медале «Трактор завочӗсем» концернӑн генеральнӑй директорне Андрей Водопьянова промышленноҫа аталантарнӑшӑн пама йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗршыв шайӗнчи олимпиада ҫӗнтерӳҫисен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.

Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Педагогсене пӗр хутчен паракан тӳлев виҫи — 75 пин тенкӗрен пуҫласа 150 пин тенкӗ таран.

Пурӗ 2024-мӗш ҫулта Чӑваш Енри 19 учитель хатӗрленӗ шкул ачисем Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑра мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/1358
 

Республикӑра

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе унччен Шупашкар округӗн «Тӑван ен» хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ Виктория Вышинскаяна шаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/hyparchuvashia
 

Республикӑра
cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре медиацентр тӑвасшӑн. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унӑн учредителӗ ЧР Цифра министерстви пулӗ. Ӑна ӗҫлеттерсе ярас тесен республика хыснинчен хушма укҫа кирлӗ мар-мӗн.

Медиацентр хуҫатсем кӑларӗ, интернет-ресурссене аталантарӗ, контент хатӗрлесе ӑна сарӗ, медиасферӑна тишкерӗ.

Хальхи вӑхӑтра медиацентрӑн ертӳлӗх составне тата штат хисепне палартас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Канашри ШӖМ уйрӑмне ертсе пыракан полици полковникне Николай Ванина «ЧШ шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Николай Дмитриевич ҫак тытӑма 2021 ҫултанпа ертсе пырать. Унччен ШӖМӗн Шупашкарти 6-мӗш уйрӑмне ертсе пынӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр вӑл Калашников автоматӗнчен перес енӗпе иртнӗ ӑмӑртура мала тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 44
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Ҫӗртме, 29

1959
67
Залогин Олег Владимирович, чӑваш барчӗ, журналист, филолог ҫуралнӑ.
1999
27
Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем