Ӗнер пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ турӗ. Канаш районӗнче те ҫак куна тивӗҫлӗ ирттерчӗҫ — районти культура ҫуртӗнче ӑсталӑх тулашӗнчи театрсен «Всегда театр» (чӑв. «Театр яланлӑха») ятлӑ фестиваль конкурсӗ иртрӗ.
Пурӗ унта районти 11 ушкӑн хутшӑнчӗ, вӗсен пултарулӑхне культура ҫурчӗн директорӗ О.С. Микушина, информаципе меслетлӗх пайӗн заведующийӗ З.С. Николаева, районти куҫса ҫӳрекен культура ҫурчӗн заведующийӗ В.В. Борисова, культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗн режиссёр-постановщикӗ Н.Ф. Антонова хакларӗҫ.
Профессилле мар театр ушкӑнӗсем пӗр пайлӑ пьесӑсем е спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ. Ямашри «Ямаш ен» драма ушкӑнӗ (ертӳҫи Краснова М.В.), сӑмахран, Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпҫӑнмасть» спектакль кӑтартрӗҫ. Хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайрӗ — ушкӑн «Чи лайӑх пӗр актлӑ спектакль» номинацире ҫӗнтерчӗ, Мак Макович сӑнарне вылякан Н. Павлова вара «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗ» номинаци лекрӗ.
Вӑтапуҫри «Ҫӑлкуҫ» ушкӑн та Н. Сидоровӑн хайлавне лартрӗ — ҫак спектакле (пайне ӗнтӗ) халӑх умӗнче пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ пулин те премьера ӑнӑҫлӑ иртрӗ — «Чи лайӑх спектакль пайӗ» номинацире мала тухрӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех салтак-интернационалистсене асӑнса фестиваль иртет. Афганистан, Чечен ҫӗрӗ ҫинче районти тӑватӑ ҫамрӑк пуҫӗсене хунӑ: Ю. Макаров, В.Быков, Г. Иванов тата С. Эзенкин. Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Совет Союзӗн ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун, ҫамрӑкла пуҫ хунисене асӑнса Хӗрлӗ Чутайра кӑҫалхипе 8-мӗш хут «Пурӑнаканнисем асра тытчӑр, ӑрусем ан манччӑр» ятпа патриотизмла юрӑсен фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале 8 ҫултан пуҫласа 22 ҫулчченхи ачасемпе ҫамрӑксем — ҫирӗме яхӑн юрӑҫ хутшӑнчӗ. Унта Раҫҫей ҫӗршывӗ, ҫар, юлташлӑх, вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен хайланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ.
Паян, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе сывлӑх управӗн комплексӗнче Куславкка районӗн сусӑррисем хушшинчи спорт фестивалӗ иртрӗ.
Сусӑррисем виҫӗ спорт енӗпе ӑмӑртрӗҫ: дартс, шашка тата шахмӑт вӑййисенче.
Дартсра мала Ишменецкая Ираида Владимировна тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Садовников Андрей Владимирович, виҫҫӗмӗш вырӑна —Васильева Людмила Никитична йышӑнчӗ.
Шашка вӑййинче мала Садыков Гумар Нуруллович тухрӗ — вӑл пурне те ҫӗнтерме пултарчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Зайцев Николай Гаврилович пулчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара Егоров Георгий Егоровича лекрӗ.
Шахмӑт вӑййинче Зайцев Николай Гавриловичран вӑйли пулаймарӗ. Иккӗмӗш вырӑна Садыков Гумар Нуруллович (шашкӑпа вӑл мала тухрӗ) виҫҫӗмӗшне Модин Евгений Юрьевич йышӑнчӗ.
Фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ, кайран вара пӗрле ларса чей ӗҫрӗҫ.
Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.
Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.
Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.
Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.
«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).
«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.
Юпан 20‒21-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Раҫҫейпе Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата республикӑмӑрӑн вӗренӳ министерствисем, «Ӑнӑҫулӑх чӗлхи» ют чӗлхисен шкулӗ тата «Хавал» пӗрлешӳ пулӑшнипе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто ассоциацийӗ йӗркеленӗ.
Фестиваль хӑнисем шутӗнче Татьяна Борисовна Агранат (Мускав, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫлевҫи) Ирина Владимировна Самарина, (Мускав, Раҫҫейри ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн чӗлхе хутшӑнӑвӗсене тишкерекен центрӗн ӗҫлевҫи), Арцём Федоринчик, (Украина, Кейӳ, чӗлхеҫӗ), Михаил Хаминский (Мускав, чӗлхеҫӗ, Мускаври чӗлхе фестивалӗн йӗркелӳҫи), Реми Буасона (Франци, волонтерсен пӗтӗм тӗнчери программин ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнаканӗ, Language Exchange Club (Кейӳ) проект пуҫаруҫи), Полин Колен (Франци, волонтер) пулчӗҫ.
Пурӗ кӑҫал 40 яхӑн чӗлхепе паллаштарчӗҫ: авалхи вырӑс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акӑлчан чӗлхин Америка варианчӗ, араб, Балтика тӑрӑхӗнчи сайра усӑ куракан финн чӗлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идейсен чӗлхи (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), каталон, китай, латин, нидерланд, нимӗҫ, руна, словак, таджик, турккӑ, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чӗлхисем (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), финн, хрантсус, чӑваш, эди (Папуа Ҫӗнӗ Гвиней), эсперанто, яппун чӗлхисемпе.
Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах хӑйӗн сӗтеклӗ те тутлӑ ҫимӗҫӗпе палӑрать. Пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май хӑш-пӗр йӑла-йӗрке манӑҫа тухса пырать. Ҫавах та тутлӑ апат пӗҫересси мар. Ҫакна Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртнӗ уявра тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. Унта «Кукӑль уявӗ» фестиаваль иртрӗ.
Уява Шупашкарти Мускав район администрацийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ чӑваш халӑхӗн сыпӑкран сыпӑка куҫса пынӑ апат-ҫимӗҫне паян ҫӗнӗ шая кӑларса ҫынсене кӑтартасси, пӗлтересси, ырӑ йӑла-йӗркене аталантарасси.
Конкурсра сакӑр ушкӑн хӑйӗн пуян сӗтелӗпе паллаштарчӗ. Поварсем кукӑль-пӳремечсене асламӑшӗ-кукамӑшӗсенченех вӗренсе юлнӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе усӑ курса пӗҫернӗ.
Уяври апат-ҫимӗҫе ятарлӑ жюри хакланӑ. Вӗсем сӗтель ҫинче мӗн пулнине йӑлтах тутанса пӑхма тӑрӑшрӗҫ.
Фестивале ватти-вӗтти таранах пухӑннӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура пурте ташланипе, юрланипе пӗрлех тутлӑ апатпа сӑйланчӗҫ.
Конкурса йӗркелекенсемпе спонсорсем фестивале хутшӑнакансене дипломсемпе, парнесемпе тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Ҫак кунсенче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Туганлык» V фестиваль иртет. Пирӗн респуликӑран унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кайсаччӗ, авӑнӑн 7-мӗшӗнче вара вӗсем М. Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльне лартса пачӗҫ.
Ӗпхӳри фестивале Тутарстан, Дагестан, Алтай, Хакаси театрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫаван пекех Казахстан, Кӑркӑсстан, Азербайджан, Турци, Крым тата ытти ҫӗршыври тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсем пурри ҫак фестиваль пысӑк шайра иртнине кӑтартать. Пирӗннисене те унта курма чӑн та питӗ хаваслӑ!
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакле Станислав Васильев режиссёр лартнӑ. Ӑна Турцире, Тутарстанра тата Мӑкшӑ Республикинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче пысӑк хакланӑ, тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ вӑл. Спектакль пирӗн мӑн асаттесен авалхи йӑхӗн историне сӑнласа кӑтартать. Рольсенче — Наталья Шамбулина, Светлана Савельева, Лидия Красова, Василий Павлов, Ольга Почалкина, Александр Степанов, Владимир Григорьев, Венера Пайгильдина тата ыттисем.
Авӑнӑн 5-9-мӗшӗсенче Иваново тӑрӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Провинцири театр тӗлпулӑвӗсем» ялти театр ушкӑнӗсен III фестивалӗ иртӗ. Вичугӑри культура ҫуртӗнче ҫав кунсенче пурӗ 16 спектакль курма пулӗ. Театр ушкӑнӗсем Мускав, Улатимӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Мурманск, Архангельск, Омск, Свердловск, Вологда, Ярославль, Иваново облаҫӗсенчен тата Чӑваш Республикипе Мари Элтен пулӗҫ.
Пирӗн республикӑран фестивале Элӗк районӗнчи «Ял тӑрӑхӗсен культурӑпа кану центрӗ» МБКУ ҫумӗнчи халӑх театрӗ хутшӑнӗ. Элӗксем Н.Айзманӑн «Кай, кай Ивана» (реж. И. Афанасьев) спектаткльпе паллаштарӗҫ.
«Ял тӑрӑхӗсен культурӑпа кану центрӗ» МБКУ ҫумӗнчи халӑх театрӗ 44 ҫул хушши куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Кашни спектакле халӑх лӑк тулли пухӑнни те вӗсен ӑсталӑхне пысӑккӑн кӑтартать. Артисем шутӗнче вара — ахаль халӑх, вӗсен тӗп ӗҫӗ ачасене пӗлӳ парассипе, суту-илӳ тӑвассипе, чир-чӗртен сыватассипе ҫыхӑннӑ пулин те пултарулӑх ӑсталӑхӗ те вӗсен ҫӳлти шайра. Паянхи кун халӑх театрне пурӗ 50 ҫына яхӑн ҫӳрет.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунар вӗсене!
Комсомольскинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ ҫумӗнчи «Островок» хореографи ансамблӗ Турцири халӑхсен культурин фестивалӗнчен таврӑннӑ. Ҫамрӑк артистсем Адала ял тӑрӑхӗнчи Акатуй евӗрлӗ наци праҫникне хутшӑннӑ. Асӑннӑ уява абрикос, черешня тата иҫӗм ҫырлине пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ.
Фестиваль тӑватӑ куна тӑсӑлнӑ. Унта Аслӑ Британири, Болгарири тӗрӗк юррисене шӑрантаракан ансамбльсене те, Анкара, Стамбул, Измир хулисенчи профессионал артистсене те чӗннӗ. Ҫак уява ҫулсеренех 30 пин ытла ҫын пухӑнать.
Каҫал тӑрӑхӗнчи «Островок» ансамбль чӑваш тата тутар ташшисене кӑтартнӑ. Куракансем пирӗн артистсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Пурне те Тав ҫырӑвӗпе тата асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.
Нумай пулмасть Трактор тӑвакансен КК ҫумӗнчи «Суварята» халӑх таша ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) Утене (Литва) хулара иртнӗ тӗнче шайӗнчи «Под летним небом» (чӑв. Ҫуллахи тӳпе айӗнче) халӑх ташши фестивалӗнчен таврӑнчӗ.
Фестивальте «Суварята» чӑвашсен «Туслӑх ташши», «Ҫурхи уяв», «Яра пар», мӑкшӑсен «Велень-вадрят», тутарсен «Зяк-зяк» ташшисене лартса пачӗҫ. Утенере ачасем диплома тивӗҫрӗҫ, парнесемпе таврӑнчӗҫ.
Фестивале йӗркелӳҫисем пирӗн ансамблӗн пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ, хутшӑннӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |