Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Патриотизмла юрӑсен фестивалӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 18.02.2014 00:45 | 1591 хут пӑхнӑ
Культура Шкул ҫинчи асӑну хӑми
Шкул ҫинчи асӑну хӑми

Вунӑ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ Афган вӑрҫине пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ 5 692 ҫын хутшӑннӑ, 176-шӗ аманнӑ, 117-шӗ вилнӗ, 4-шӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчен Афганистан тата Чечен вӑрҫине 100 ытла ҫамрӑк каччӑ хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ: Геннадий Ивановпа Юрий Макаров Афган вӑрҫинче, Валериан Быковпа Сергей Эзенкин Чечен вӑрҫинче. Ҫак районти Штанашри вӑтам шкултан 1981-мӗш шкулта вӗренсе тухнӑ Григорий Петрович Антонов (вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Полярная Звезда поселокра ҫуралнӑ) та Афган вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑ, ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ, Штанашри шкул ҫурчӗ ҫинче ӑна асӑнса ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Ӑна тата ытти интернационалистсене асӑнса 5-мӗшсем ятарлӑ стена хаҫачӗ кӑларнӑ, шкулта класс сехечӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Районта кӑҫалхипе 9-мӗш хут Афганистанра тата ҫӗршывӑн ытти регионӗсенчи юнлӑ хирӗҫтӑрусенче куҫ хупнисем ячӗпе патриотизмла юрӑсен «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят» (чӑв. Чӗррисем асра тытччӑр та пулас ӑрусем асӑнччӑр) фестивалӗ иртрӗ.

Малтанах пухӑннисем паттӑр интернационалистсене асӑнса пӗр минут шӑппӑн тӑчӗҫ. Унтан район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисене фестиваль тӗллевӗсем пирки каласа пачӗ, Штанаш шкулӗнчи вӑй-хал культурине вӗрентекенне, 1984 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1986 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен Афганистанра хӗсметре пулнӑ Иван Иванович Сатлайкина «В память 25-летия окончания боевых действий в Афганистане» юбилей медалӗпе чысларӗ. Фестивальте 40 ҫамрӑк юрӑҫ виҫӗ сехет хушши тӑван ҫӗршывпа паттӑрлӑх ҫинчен патриот юррисене чуна тивмелле шӑрантарчӗҫ. Хаклав членӗсем ҫамрӑк талантсене ҫулӗсене кура: 8–12 ҫул тултарнисем, 13–15 ҫулхисем тата 16–22 ҫулсем тӑрӑх хакларӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫах Хисеп тата тав хучӗпе чысларӗҫ.

Кӗҫӗннисем хушшинче чи пултаруллисен шутӗнче Мария Аливанкина 1-мӗш, Дарья Волкова тата Анна Сатлайкина 2-мӗш, Анастасия Мареева тата Екатерина Тверскова 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Вӑтам ушкӑнрисенчен пуринчен ӑстарах Татьяна Мурайкина пулчӗ, Лиана Аргандейкинӑпа Анна Сармандейкина 2-мӗш, Дарья Петровӑпа Татьяна Ефремова 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Аслӑ ҫулхисенчен чи хитре юрлаканни Екатерина Мурайкина, иккӗмӗш вырӑншӑн Татьяна Граченова парнепе Хисеп хучӗ тивӗҫрӗ.

Фестивалӗн тепӗр тапхӑрӗ районти Атнар шкулӗнче иртӗ.

#фестивальсем, #Атнар, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Полярная Звезда

 

Комментари:

Migulaj // 1431.2.5792
2014.02.18 21:46
Асăну хăми ют чĕлхепе çеç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем