Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче пуҫаруллӑ ӗҫлекен вӗрентекенсен методикӑпа меслетлӗх ушкӑнӗ сӗннипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) тата Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн информаципе методика пӳлӗмӗн ӗҫченӗсем ертсе пынипе (ертӳҫи — Фризен М.Ф.) Чӑваш чӗлхи кунне халалласа акан 25-26-мӗшӗсенче Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен 1-мӗш фестивалӗ иртрӗ.
Фестиваль тӗллевӗ — Федераллӑ Патшалӑх Вӗрентӳ Стандарчӗпе килӗшсе тӑракан тата паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен урок пама хӑнӑхасси, пултаруллӑ вӗрентекенсене тупса палӑртасси тата вӗсене хавхалантарасси.
Фестиваль хӑнисемпе тата унта хутшӑнакансем уҫӑ урок ирттерме тата вӗсене хак пама икӗ ушкӑна пайланчӗҫ. Пӗрремӗш ушкӑн малтанхи кун 6 уҫӑ урок итлесе хак пачӗ, иккӗмӗш ушкӑн вара тепӗр кунне 4 уҫӑ урок итлерӗ.
Фестиваль Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Чатукасси тӗп шкулта вӑй хуракан Р.И.Яковлевӑн «Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» урокӗпе уҫӑлчӗ. Хӑй урокне вӗрентекен Чӑваш Патшалӑх Гимнӗпе пуҫларӗ.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулхулара эрне хушши «Атӑл манӑн чӗрене юхса кӗрет» ятпа ташӑ фестивалӗ иртрӗ. Ӑмӑрту хаклавҫисем те хахальлисем мар — Мускавпа Петӗртен килнисем те пур. Пурте — ташӑ енӗпе ҫӗршыв шайӗнче палӑрнӑ ӑстасем. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» кану керменӗнче вырнаҫнӑ «Экситон» ташӑ ушкӑнӗ те фестивале хутшӑнчӗ, ун чысне Валентина Лиховедпа Сергей Улицкий хӳтӗлерӗ.
Ачасене темиҫе ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ирина Лиховед вӗрентет. Ташӑ енӗпе малти вырӑна йышӑнас тесен пайтах тертленме тивет иккен. Паянхи вырӑна улӑхиччен Валентинӑпа Сергей иртнӗ ҫулсенчи ӑмӑртусенче чи аялти картлашкасенчен пуҫланӑ, вӑхӑт та вӑй та шеллемесӗр тӑрӑшнӑ, малтан мала туртӑннӑ. Чӑнах та ӗнтӗ, Атӑл тӑрӑхӗнчи пур хуларан пуҫтарӑннӑ ташӑ ӑстисене ҫӗнсе иккӗмӗш вырӑна тухма кашниех пултараймасть пулӗ.
Шкулсенче юлашки вӑхатра тӗрлӗрен ҫӗнӗлӗхсем кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавсен хушшинче кашни предметпа тенӗ пекех районсенче те, республика шайӗнче те фестивальсем ирттереси те вӑя кӗчӗ. Комсомольски районӗнче ҫак уйӑхра ҫеҫ историпе обществознани, ун хыҫҫӑн ют чӗлхе вӗрентекенӗсен фестивалӗсем иртрӗҫ. Ытларикун вара Тӑван ен культурине вӗрентекенсен районти пӗрремӗш фестивалӗ пулса иртрӗ.
Ирхине ирех, урамра ҫил-тӑман вӗҫтернипе ҫулсене юр шӑлса лартнине пӑхмасӑрах, тӗрлӗ шкулсенчи вӗрентекенсем район центрне ҫул тытрӗҫ. Кунтан ҫул татах та малалла — Асанкасси тӑрӑхне. Пӗрремӗш фестивале Асанкасси вӑтам шкулӗнче ирттерме шутласа хунӑ.
Хуҫасем хӑнасене хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ: Е.М.Яндрова шкул ертӳҫи тата тӑван ен культурине вӗрентекен Л.А.Катмакова. Ӗҫлӗ канашлу хыҫҫӑн пурте классене уҫӑ уроксем итлеме пайланса кайрӗҫ. Икӗ урок тӑршшӗнче пурӗ ултӑ класра вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Л.А.Катмакова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) 5-мӗш класра «Чӑваш Енри спорт» темӑпа, В.
Кӑҫал, пуш уйӑх пуҫламӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта гитара калас енӗпе Тӗнче шайӗнчи фестиваль-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл «Кӗмӗл обертон—2012» ятлӑ пулнӑ. Ӑмӑрту хаклавҫисем хушинче Челепи хулинчи паллӑ ӑстахҫӑ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Козлов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Харисов, Мускаври тӗнчипе паллӑ культура ӗҫченӗ Е. Пушкаренко, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Михайлов пулнӑ. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксем Мускавран, Чархулинчен (Йошкар-Оларан), Хусантан, Пензӑран, Ивановӑран, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлӗрен тата Шупашкартан хутшӑннӑ. Гитарӑна алла тытса ӑста выляма пултаракан аллӑ ытла ҫамрӑк.
Ҫӗмӗрлӗ хулишӗн кунта Бунова Анастасия 10-12 ҫулхи ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Настя вӗрентекенӗ Валентина Муляева каланӑ тарӑх виҫӗ кун виҫӗ сехет евӗр вӗҫсе иртнӗн туйӑннӑ. Ӑмӑртусем вӗҫленсен В. Козлов ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Ҫӗмӗрлӗ хӗрне уйрӑммӑн палӑртса саламланӑ иккен. Эпир те ӗнтӗ Анстасия Бунована чун-чӗререн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлатпӑр.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мӑн Этменти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта районти шкул ачисем, вӗрентӳҫӗсем Петӗр Ялкир пурнӑҫне, пултарулӑхне халалласа йӗркеленӗ литература тата пултарулӑх фестивальне ирттерчӗҫ. Кунта шкул ачисем ентешӗмӗр сӑвви-юррисене те янратрӗҫ, хӑйсен ӗҫӗсемпе те паллаштарчӗҫ. Ӑслисемпе тавҫӑруллисем, ҫамрӑк художниксем те тупӑшрӗҫ
Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти культура ҫуртӗнче пӗр каҫра виҫӗ уява паллӑ турӗҫ: Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунне, Ҫӑварние тата кӑҫал Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа иртттерекен «Ман тӑван кӗтес — ман хавхалану» фестивале. Лӑк тулли пухӑннӑ залти халӑха чи малтан Пӗрҫырланти ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Наталья Степановапа Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни Аркадий Айдак саламларӗҫ.
Унтан «Илем», «Сӑр ен» ансамбльсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Иван Любимовпа Юлия Еремкина ертсе пыракан асӑннӑ ансамбльсем уяв кӗрекине ҫулсерен илем кӳреҫҫӗ. Владислав Петров «Районӑм 85-ре» сӑввине хавхаланса вуласа пачӗ. Богдан Айдак илемлӗ сассипе курма килнисене тыткӑнларӗ. Глазковсем шӳтпе култарчӗҫ, Юлияпа Валентина Еремкинасем «Коммун юррипе» чуна тыткӑнларӗҫ. Анна Беззубова Инди ташшипе паллаштарчӗ. Номер хыҫҫӑн номер, кӑмӑл хыҫҫӑн кӑмӑл улшӑнса пычӗҫ, паллах, савӑнӑҫ парнелерӗҫ. «Колосок» ача сачӗн коллективӗ ятарласа чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, ҫӗнӗ юрӑсем вӗреннӗ, вӗсене шӑрантарчӗ.
Ҫӗмӗрлери «Восход» керменӗ ҫирӗм ҫул ӗнтӗ ҫуркуннесерен ҫамрӑксен «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» юрӑпа ташӑ фестивальне пуҫтарать. Ҫак пулӑма курма мӗн пур хула ҫынни кӗтет ӗнтӗ. Керменте икӗ кун ларма-тӑма вырӑн ҫук теме те юрать. Куракансем калашле, фестивале пӗрре курсан манма питӗ йывӑр, вӑл яланлаха асра юлать.
Фестивале 600 яхӑн ҫамрӑк ача хутшӑнать, 3 ҫултан пуҫласа 18-чченех. Ҫак ӑмӑртура хутшӑнса ҫӗнтерӳҫе тухнисем халь Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗсенче те паллӑ. Ҫав ҫӗнтерӳҫӗсене мала кӑларма тӑрӑшнӑ, темӗн чухлӗ тар, сахал мар куҫҫуль тӑкнӑ вӗрентекенсене те асра тытас пулать — вӗсемсӗр ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхне туллин кӑтартаймӗччӗҫ те пулӗ. Хавӑрах тӑнлӑр-ха: мала тухас тесен ташшине те вӑтӑр хут ҫӗнӗрен тумалла, юррине те ҫӗр хут юрламалла, кӗпи-тумне те ҫӗлемелле.
Ҫитес ҫуркунне «Ҫӗмӗрлӗ ҫеҫкисем» кӑҫал ХХ-мӗш хут уҫӑлӗ — унта пуне те пырса курма йыхравлатпӑр!
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех интернационалистсен кунне ирттереҫҫӗ. «Пурӑнакансем асра тытчӑр та ӑрусем ан манчӑр» (выр. «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят») фестиваль Афганистан вӑрҫинче пуҫне хунӑ Геннадий Ивановпа Юрий Макаров тата Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асӑнса тата ку вӑрҫӑсенче хастарлӑх кӑтартнӑ ветерансем ячӗпе иртрӗ. Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламларӗ, Етӗрнепе Хӗрлӗ Чутай ҫар коиссариачӗн представителӗ Владимир Мареев афганецсене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юрӑҫсем виҫӗ ушкӑнра ӑмӑртрӗҫ: 8–12, 13–15 тата 16-ран пуҫласа 22 ҫулхисем.
Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫ чуна тивмелле илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӗҫӗннисем хушшинче Анна Ейкова, вӑтам ушкӑнра Сабина Доброва, аслӑраххисем хушшинче Екатерина Мурайкина тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ пур артиста та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ.
Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче «Ҫӗршыва савса юрлатӑп» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ пуҫланчӗ. Фествале уйрӑм ҫын та, ушкӑн та хутшӑнайрать, юрри-ташши те тӗрлӗрен пулма пултарайрать.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче фестиваль хӗлхемӗ Тӑванкаса та ҫитрӗ. Вырӑнти клуба пуҫтарӑннӑ халӑх умӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Тӑван Ен» ансамбль паллаштарчӗ. Юрри те ташши те кӑмӑла кайрӗ ҫынсене — чылайӑшӗпе киленнӗ хыҫҫӑн халӑх ыттисенчен ытларах килӗшнӗ юрра-ташша суйларӗ.
Пӗччен юрлакансен хушшинче Алевтина Ванеевӑпа Алина Тихонова палӑрчӗҫ, ҫапла май фестивалӗн тӗп кунӗнче вӗсен юррине сцена ҫинчен итлеме май пулӗ. Тӑванкассисен илем ертӳҫи Михаил Яковлевич Тихонов палӑртнӑ тарӑх суйласа илнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе ҫитес Акатуйра та савӑнтарӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ-пуҫланман ҫӗмӗрлесем хӑйсен айӑкра вӗренекенӗсене хӗллехи канусене кӗтсе илме тытӑнчӗҫ. Мӗнле вӗренетӗн, мӗнле ҫитӗнӳсем тума пултартӑн, ӗмӗтӳ пури чӗрӳнте: пурне те, ним пытармасӑр каласа параҫҫӗ ачасем.
Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка шкулӗнче вӗренекен Ксенофонтов Женӑн та хӑйӗн ҫинчен тӑван шкул ачисемпе вӗрентекенӗсене каласа пама тиврӗ. Женӑпа ҫӗмӗрлесем чӑнах та мухтанаҫҫӗ. Пӗчӗкренех вӑл Чӑваш енри тата Раҫҫейри музыка конкурсӗсенче чапа тухнӑччӗ. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ача ятарласа музыка шкулӗн фортепиано класӗнче вӗренет. Светлана Лесных, унӑн вӗрентекенӗ, Женйӑна пит ырлать теҫҫӗ. Ик сехет таран, ятарласа тунӑ концертри евӗрлех, сывламасӑр тенӗ пекех ҫӗмӗрлесем Шопенӑн тата Бетховен кӗввине унӑн аллинчен янӑранине итлесе киленчӗҫ.
Кӑҫал Ксенофонтовӑн канма вӑхӑт пулмӗ те пулас. Хусанта фортепиано музыкин фестивальне хутшӑнасшӑн каччӑ. Тур пулӑштӑр ӗнтӗ Сӗмӗрлӗ каччине ҫак минетлӗ ӗҫре.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |