Хусанти «Ак Барс» Ҫамрӑксен центрӗнче «Культурӑсен пин ҫуллӑхӗ» I халӑхсен хушшинчи наци йӑли-йӗркисен фестивалӗ пысӑк гала-концертпа вӗҫленнӗ. Ӑна ТР Халӑхсен ассамблейи, Хусанти Туслӑх ҫурчӗ тата Хусан хулин ӗҫтӑвкомӗ йӗркелени пирки Тутарстанри "Сувар" хаҫат пӗлтерет.
Мероприятин тӗп тӗллевӗ тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗркисене упраса хӑварасси, тӑван чӗлхепе культурӑна аталантарасси, республикӑра пурӑнакан халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетесси пулнине унта 15 коллектив хутшӑнни те ҫирӗплетсе парать. Вӗсем наци йӑли-йӗркине, йӑлари япаласене, наци ҫипуҫне кӑтартнӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернисен хушшинче вырӑссем, тутарсем, грексем, Африка тата Корея ҫыннисем, чечен халӑхӗ, арабсем тата ыттисем пулнӑ. Чӑвашсем те фестивальте тивӗҫлипе хӑйсене кӑтартнӑ.
Тӗмен хулинче ача-пӑча тата ҫемье кинофильмӗн «Ноль плюс» пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» документлӑ фильм унта дипломант пулса тӑнӑ.
Пирӗн ентешсем пирки ӳкернӗ фильма И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тата Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева хатӗрленӗ.
Фильмри сӑнарсем — ахаль ҫынсем. Вӗсем, тӗрлӗ вӑхӑтра Ҫӗпӗре куҫса килнӗскерсем, ӗҫчен, чӑтӑмлӑ. Тӑван кӗтесӗнчен аякра пулсан та тӑван халӑхӗн йӑли-йӗркине манмаҫҫӗ. Вӗсем юрӑ фольклорне, халӑх костюмне, наци кухнине сыхласа хӑварнӑ. Культура аталанӑвне наци уявӗсем урлӑ уҫса параҫҫӗ.
Владимир Васильев каланӑ тӑрӑх, вӗсем фильмра чӑваш халӑхӗн лайӑх енӗсене уҫса панӑ.
Халӑх театрӗсен республикӑри фестивальне кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артисстем маларах зонӑри конкурссенче ӑмӑртнӑ. Унта мала тухнисем «Мухтав ахрӑмӗн» республикӑри фестивальне пухӑннӑ. Районсемпе хуласенчи 58 коллектив хутшӑннӑ конкурса.
Фестивале хутшӑнакансене сумлӑ тӳресенчен тӑракан комисси хак панӑ. Председателӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулнӑ. Йыша Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Владимир Григорьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Алина Зайцева кӗнӗ.
Тӳресем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисен ӗҫне 20 номинаципе хакланӑ. «Пуканесен чи лайӑх спектаклӗ» номинацире I степеньлӗ диплома Улатӑрти «Искорка» пукане театрӗ ҫӗнсе илнӗ. Чи лайӑх камите те улатӑрсемех лартнӑ. Алексей Островский пьесипе лартнӑ «Праздничный сон до обеда» спектакльпе палӑрнӑ вӗсем.
Элӗкри культура ҫуртӗнчи халӑх театрне ҫӳрекен Георгий Павлов арҫын сӑнарне чи лайӑх калӑпланипе I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Унта районти пур шкулсенчи педагогсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Ӗлӗкхи мӑн асаттесен йӑли-йӗркипе шкулта вӗренекенсем хаклӑ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Комсомольски пӗрремӗш вӑтам шкулӗнчи Светлана Анатольевна Жукова тата Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи Лидия Николаевна Владимирова вӗрентекенсем улттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш классенче уҫӑ уроксем пачӗҫ. Вӗсем еплерех пысӑк шайра иртни ачасен ҫунса тӑракан куҫӗсене курсанах паллӑ пулчӗ. Ӗҫтешӗсем те пысӑк хак пачӗҫ пултаруллӑ вӗрентекенсене. Унтан вара шкул ачисем килнӗ хӑнасем умӗнче чӑваш халӑх тата хальхи вӑхӑтри авторсен юррисене шӑрантарчӗҫ, чӑвашла илемлӗ сӑвӑсем вуларӗҫ. Концерта хатӗрлесе йӗркелесе пыракансем шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Михайловна Степанова тата юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне вӗрентекен Михаил Владимирович Бархонов.
Хыҫҫӑн вӗрентекенсем пӗрле пуҫтарӑнса вӗренӱ ӗҫенчи ҫӗнӗлӗхсене сӱтсе яврӗҫ, пӗр-пӗрин пуян опычӗпе паллашрӗҫ. «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» юрӑпа фестиваль вӗҫленчӗ, малалла вара мӗн курни-илтнине кашни вӗрентекен хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ курас тӗллев тӑрать.
Паян Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче «Вырӑс тата урӑх ҫӗршыв классикӗсем» фестиваль хупӑннӑ. Ӑна «Дон Жуан — жертва страсти безнадежной» композиципе вӗҫленӗ.
Дон Жуан пирки хывнӑ Испани халапӗ — Вӑтам ӗмӗрте анлӑ сарӑлнӑскер. Ку темӑпа чылай поэт ҫырнӑ. Дон Жуан — историри сӑнар. Историри фактсем халаприпе танах килеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар.
Дон Жуан сӑнарне тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗрен кӑтартнӑ. Халӑх халапӗнче вӑл — усал сӑнар. Александр Пушкин Дон Жуана камит геройӗ пек кӑтартнӑ.
Валерий Яковлев режиссер «Дон Жуан — жертва страсти безнадежной» постановка валли Александр Пушкинӑн «Каменный гость» хайлавне тӗпе илнӗ. Интермедисенче «Пир во время чумы» трагедири, «Ночной эфир» тата «Вакхическая песня» сӑвӑсенчи сыпӑксене илнӗ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Станъял ялӗ ҫумӗнчи «Акатуй» уҫланкинче («Чемен крепоҫӗнче») «Тени наших предков» фестиваль иртнӗ.
Ҫарпа истори клубӗсен ҫак фестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртни пирки асӑннӑ тӑрӑхри Николай Смирнов пӗлтерет.
Ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут иртекен кӑҫалхи фестивальне Раҫҫейри 10 хуларан 12 ҫарпа истори клубӗ хутшӑннӑ.
Пушкӑртсен тӗп хулинчен, Ӗпхӳрен, ҫухрӑма 800 км хыҫа хӑварса фестивале килнӗ Александр Шабалинпа Наталия Герасимова ертсе пыракан «Медвежий двор» вара чӑн-чӑн юрта лартса, кӑвайт чӗртсех кӑтартнӑ.
Малтанах куракансемпе хӑнасем, авалхи ҫар ҫыннисен реконструкциленӗ тумӗсемпе, хӗҫпӑшалӗсемпе, тимӗрҫӗ лаҫҫипе, лагерьти шатерсемпе юртӑпа паллашнӑ, сувенирсем туяннӑ.
Уява килнӗ ачасем Ҫӗпӗрти хаски ӑратлӑ 6 йытӑ кӳлнӗ нартӑпа хаваспах ярӑннӑ. Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова уява 3 лашапа хутшӑннӑ. Ачасене те, аслисене те хыҫлӑ ҫунапа та, ахальлӗн те ярӑнтарнӑ.
Сӑнсем (9)
К.В. иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ӗнертенпе «Вырӑс тата урӑх ҫӗршывсен фестивалӗ» ирттерме тытӑннӑ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 8-мӗшенче вӗҫленӗ.
Фестивале театр ӗҫченӗсем Раҫҫейри литература, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене хупнине халалланӑ.
Фестиваль программине Александр Островскин «Чухӑнлӑх инкек мар», Болгари драматургӗн Йордан Йовковӑн «Албена юратӑвӗ», Алексей Писемскин «Синкерлӗ шӑпа», Сергей Найденовӑн «Ашшӗн ачисем», Ж.Б. Мольерӑн «Хыт кукар», Александр Пушкинӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Дон Жуан — юрату шанчӑкне ҫухатнӑскер» спектакльсене кӗртнӗ.
Чӑваш театрӗсен, ку тӗслӗхре — академи драма театрӗн, пултарулӑхне хаклакансем фестивальти спектакльсене ҫитсе килме кая юлман-ха.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри пукане театрӗсен «В гостях у Оле Лукойе» фестивальтен таврӑннӑ. Вӑл Йошкар-Олара чӳкӗн 10-15-мӗшӗсенче иртнӗ.
Фестивале Йошкар-Олари, Ижевскри, Костромари, Кстовӑри, Ҫырчаллӑри, Рыбинскри, Саранскри, Ӗпхӳри тата Шупашкарти пукане театрӗсем хутшӑннӑ. Ӑна Г.Андерсон ҫуралнӑранпа 210 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Гадкий утенок» спектакль лартнӑ. Вӑл театрӑн «ылтӑн фондне» кӗрет. Спектакле чӳкӗн 14-мӗшӗнче лартнӑ. Куракансене питӗ килӗшнӗ вӑл.
Пукане театрӗ икӗ дипломпа таврӑннӑ. «Пӗрремӗш планри чи лайӑх роль» номинацире Петр Клементьев ҫӗнтернӗ. Пирӗннисем «Музыка тӗлӗшӗнчен чи лайӑх хитрелетни» номинацире те палӑрнӑ.
Чӑваш Енри 12 шырав отрячӗ «Чӗре астӑвӑмӗ» республика фестивальне хутшӑннӑ. Ҫамрӑксем виҫӗ кунра шырав методикине тӗпченӗ, туризмпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш медпулӑшу пама вӗреннӗ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Акӑ Евгений Шумилов вӑрҫӑра вилнӗ салтаксен ӳтне шырас ӗҫе чылай ҫул хутшӑнать. Вӗсем вӗсен шӑмми-шаккине тупса ҫӗнӗрен, ҫынла, пытараҫҫӗ. Кӑҫал «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑннисем Смоленск облаҫӗнче пулнӑ.
Кӑҫал унта 316 салтакӑн ӳтне тупнӑ. Вӗсенчен 308-шне вӗсем тӑванлӑх вилтӑприне хӑйсем антарнӑ. Ку ӗҫ пӗрре те ансат мар. Шырав вырӑнӗсенчен вӗсем музейсем валли экспонатсем илсе килеҫҫӗ.
«Чӗре астӑвӑмӗ» республика фестивалӗ ҫамрӑксем ҫар археологине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме май парать. Халӗ вӗсем ҫитес ҫул экспедицие ӑҫта каяссине палӑртнӑ. Тверь облаҫне ҫитӗҫ вӗсем. Унта 1942 ҫулта стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ ҫапӑҫнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 16–21-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна ЧР Кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗ тата ЧР Культура министерстви ирттерет.
Фестивале киноӳнерти пултаруллӑ ҫынсене тупса палӑртас, чӑваш киностудийӗн ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, наци фильмӗсене сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кинофестивале кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, анимаци фильмӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чи лайӑххине фестиваль гран-прине парӗҫ. Чӑваш киноӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ картинӑсене ятарлӑ номинацире палӑртӗҫ.
Кинофестиваль чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче уҫӑлӗ. Программӑна кино кӑтартассине, тӗлпулусене, хӑтлавсене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех фильм авторӗсемпе тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Фильмсене ЧР Наци вулавӑшӗнче, ЧР Электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче кӑтартӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳкӗн 21-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ. Киносеанссене, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсене тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |