Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче «Тӑван чӗлхепе калаҫ» фестиваль иртнӗ. Ӑна Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Уява ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Олимп чемпионки Елена Николаева, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников ЧР культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова, Раиса Сарпи тата Альбина Юрату поэтессӑсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Уяв «Тӑван ялтан — космос таран» куравран пуҫланнӑ. Унта икӗ курав ӗҫленӗ: чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне ҫутатакан картинӑсем тата «Сӗнтӗр ен» ентешлӗхӗн пайташӗ П.Васильевӑн фото-куравӗ.
Юрий Исаев ку мероприяти чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк уяв пулнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй ашшӗ-амӑшӗ панӑ чӗлхепе хаваспах калаҫнине пӗлтернӗ.
Мероприятие «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх пуҫарнипе йӗркеленӗ. Фестивальте 13 лапам ӗҫленӗ. Вӗсенче шкул ачисем хӑнасене ӗлӗкхи йӑла, культура, тӗрӗ пирки чӑвашла каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчипех тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ. Ҫав кун умӗн Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи шкулта чӑваш чӗлхипе литературин урокӗсен улттӑмӗш фестивальне ирттернӗ. Уҫӑ уроксене 22 вӗрентекен пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ шкултан пырса ҫитнӗскерсем ачасемпе пӗр чӗлхе тупса урока кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ.
Тренккассисем хӑйсем патӗнче Владимир Путин пулнине паян та манмаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ираида Фомина ҫав саманта ӑшшӑн аса илнине Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтерет. «Эсир питӗ хитре каалҫнине кура чӑвашла вӗренес килсе кайрӗ», — ҫӗршыв Президенчӗн ҫак сӑмахӗсене вӑл халӗ те ӑшшӑн аса илсе ачасене хавхаланупа вӗрентет. Чӑн та, ҫиччӗмӗшне ҫӳрекен тутар хӗрӗ Азалия Гималиева та, ав, чӑвашла кӑмӑлтан вӗреннине палӑртнӑ.
Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.
Ман шутпа, пирӗн республикӑра хамӑрӑн культурӑна аталантарма питӗ сахал укҫа уйӑраҫҫӗ пек. Ҫакна курас тесе эп паян 2017 ҫулӑн хысна тӑкакӗсене тишкерес терӗм.
Пӗтӗмӗшле тӑкак тӑрӑх йӗркеленӗ хыҫҫӑн культура пайӗ 8-мӗш вырӑна кайса ларчӗ. 2017 ҫулта культура пайне 593 миллион тенкӗ ытла (1,7%) тӑкакласшӑн. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан — ку, паллах, ытларах. 2016 ҫулта 498 пин, 2015 ҫулта — 581 пин уйӑрнӑ пулнӑ.
Тишкернӗ май кӑсӑклӑ япаласем те тупӑнчӗҫ. Сӑмахран, пирӗн республикӑн тӗп тӑкакӗсем шутне социаллӑ политикӑна (пенси таврашӗ, ытти тӗрлӗ пулӑшу) /32,25%/, вӗренӗве (шкулсем, ача пахчисем) /29,37%/, наци экономикине (кунта мӗн кӗнине чухламастӑп, анчах вӑл тӗлӗшпе тӑкаксем ӳснӗ) /16,58%/, патшалӑх тӑкакне (тӳре-шарана тытса тӑма пулас) /6,5%/, сывлӑх сыхлавне (пульницӑсем тата ытти) /4,79%/, кил-ҫурт тата коммуникаци /1,29%/ кӗртме пулать.
Нарӑс уйӑхӗн 7–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ. Вӑл 5 куна тӑсӑлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ «Шывармань» постановкӑна курма май пулӗ. Ӑна сцена ҫине 2010 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ. Унта Сарпипе Атнер юратӑвне кӑтартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑнасене «Нарспи» опера кӑтартӗҫ. Ӑна Хусанта, Чӗмпӗрте, Йошкар-Олара, Мускаври оперетта театрӗнче лартнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Сарпике» спектакль курма май пулӗ. Вӑл республикӑра иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав – 2013» театр конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Нарӑсан 12-мӗшӗнче гала-концертра чӑваш классикин шедеврӗсем янӑрӗҫ.
Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкула Геннадий Волков ятне панӑ. Республикӑн тӗп хулинчи тӳре-шара этнопедагогика никӗслевҫине сума суса ҫав вӗренӳ учрежденине хисеплӗ ҫын ятне парас шухӑшлине эпир пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти урамсене, лапамсене, ытти территорие ят парас енӗпе лару пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче иртнӗччӗ.
Асӑннӑ шкулта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче педагогсен «Хавхалану» фестиваль-конкурсне ирттересcине йӑлана кӗртнӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче «Школьный музей как средство формирования этнокультурной компетентности учащихся» (чӑв. Шкул музейӗ — вӗренекенсен этнокультура компетенцине йӗркелемелли хатӗр) проектпа ӗҫлеме тытӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫейӗн Ӑслӑлӑх академийӗн академикӗ ятне илес ыйтупа яваплисем патне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ хӑй тухнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫе кӳлӗннӗ. Унта ташӑ кружокӗсенчи занятисем ӗҫлеме тытӑннӑ кӑна мар, хореографсем тата культурӑри ытти хастарсем тӑрӑшнипе, ача-пӑчапа ҫамрӑксене явӑҫтарнипе фестивальсемпе конкурссем йышлӑ ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Массӑллӑ пӗрремӗш мероприятие кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче пулмалла. «Мама года» (чӑв. Ҫулталӑкри анне) шоу-конкурса республикӑра тата Раҫҫейре йышӑннӑ тӗллевлӗ ҫулталӑксене: республикӑри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне, Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне тата район 90 ҫул тултарнине халалланӑ.
Мероприяти кӑсӑклӑ пуласса шантарнӑ май унта пурне те хапӑл туса кӗтессине пӗлтереҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Калайкасси шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен V фестивалӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — А.М. Степанов вӗрентекен. Кӑҫал та фестивале сӑмах каласа Александр Марсович хӑй уҫнӑ.
Пухӑннисене Шатракассинчи тӗп шкулти О.А. Вишнева О.А. вӗрентекен ӗҫри опычӗпе паллаштарнӑ, ӑстаҫӑ урокӗ ирттернӗ. Ытти вӗрентекенсем уҫӑ уроксем тата класс тулашӗнчи ӗҫсем кӑтартнӑ. Ярапайкассинчи вӑтам шкул вӗрентекенӗ А.Г. Димитриева 6-мӗш класс ачисемпе ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсене тӗпе хурса «Паллӑ ячӗсен ҫӗршывӗнче» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркеленӗ. Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем Н.В. Варюхина тата В.В. Сапожникова 7-мӗш, 8-мӗш классемпе «Ҫулталӑк кӗнеки» тата «Атӑл» темӑсемпе уҫӑ уроксем ирттернӗ. 6-мӗш классем Шурча шкулӗн вӗрентекенӗ Н.М. Тюрина ертсе пынипе «Паллӑ ячӗсен тӗнчинче» темӑпа пӗтӗмлетӳ урокӗнче ӗҫленӗ. Сыпайкассинчи шкул вӗрентекенӗ Н.Н. Яковлева «Туслӑх тата чӑн-чӑн тус» класс сехечӗ ирттернӗ.
Фестивальте 1-мӗш вырӑн Алевтина Димитриева (Ярапайкассинчи вӑтам шкул), 2-мӗшне Валентина Сапожникова Валентина (Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкул), 3-мӗшне Нина Тюрина Нина (Шурчари тӗп шкул) йышӑннӑ.
Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Крымра пурӑнакан халӑхсен кухнисен III фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти кӑҫал раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Уява «Лукоморье» паркра ирттернӗ.
Фестивале пирӗн чӑвашсем те кӑмӑлпах пырса ҫитнӗ. Вӗсем наци кухнин вӑрттӑнлӑхӗпе хаваспах паллаштарнӑ. Унчченхи ҫулсенче те ун пек мероприятие хутшӑннисем ытти ҫул курнӑҫнисемпе тепӗр хутчен калаҫнӑ, тӗрлӗ нацин культурин вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗрин ӑсталӑхне ӑша хывнӑ. Уява пынисем чунтан савӑннӑ, калаҫнӑ, шӳтленӗ. Ун пек мероприятисем Крымри тӗрлӗ наци ҫыннисене, ҫав вӑхӑтра вӑл тӑрӑхра тӗпленнӗ чӑвашсене те, тем пек кирлине палӑртса ҫитес ҫулхи фестивальчен ырӑ кӑмӑлпа сывпуллашнӑ.
Кино ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынӑ май паян Елчӗк районӗнчи культура ҫурчӗсенче тата вулавӑшсенче республикӑри пекех Кино кунӗ ирттерме палӑртса хунӑ.
«День кино» (чӑв. Кино кунӗ) акци вӑхӑтӗнче культура учрежденийӗсем хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ икӗ фильма кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ: пӗри — «Вовочка», тепри — «Девчата». Вӗсене пӑхас тесен укҫа тӳлемелле мар. Унсӑр пуҫне уяв концерчӗсем, вӑйӑсем, викторинӑсем йӗркелӗҫ. «Вовочка» илемлӗ фильма 13 сехет те 30 минутра, «Девчата» ятлине 18 сехетре кӑтартӗҫ.
Елчӗк район администрацийӗн сайтӗнче пирӗн республикӑра Кино ҫулталӑкне тӗрлӗ фестивальпе, семинарпа, акципе, тӗлпулупа ирттерсе янине, хӑш-пӗр ҫӗрте кинозалсем уҫӑлнине палӑртнӑ. Шупашкарти IX пӗтӗм тӗнчери кинофестивале асӑннӑ та, эпӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Асамне» те кунта хушса хурӑттӑм.
Томскра иртнӗ пӑр скульптурӑсен «Хрустальный Томск–2016» (чӑв. Хрустальлӗ Томск—2016) фестивалӗнче Шупашкарти педагогсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Мероприятие кӑҫал ҫӗршывра йышӑннӑ Раҫҫей киновӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Тематики те ҫавна кура ӳнерӗн ҫак енӗпех ҫыхӑннӑ. Конкурса хутшӑннисен Александр Роу совет режиссерӗн фильм-юмахӗсенчи сюжетсене кӑтартма тивнӗ. Паллӑ кинорежиссер ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитнӗ. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Финист – ясный сокол», «Варвара-краса, длинная коса», «Морозко» ятлисене асӑнмалла.
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн педагогӗсем — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, инженерипе педагогика технологийӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Казаков тата машиноведени кафедрин вӗренӳпе методика енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Андрей Кошкин – финалти тура лекнӗ. Вӗсен 1,5 метр ҫӳллӗшӗнчен тата 2 метр тӑршшӗнчен кая мар скульптура ӑсталама тивнӗ. «Конек-горбунок» фильм тӑрӑх хатӗрленӗ «В поисках молодости» (чӑв. Ҫамрӑклӑха шыраса) ӗҫпе вӗсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |