Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ветеринари медицинин тата зоотехнин пӗтӗмӗшле тата уйрӑм зоотехни кафедрин доценчӗ рысаксен пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче пулнӑ. Фестиваль юпа уйӑхӗн 23–25-мӗшӗнсенче Мускаври тӗп ипподромра иртнӗ.
Виҫӗ кун хушшинче мӗн кӑна кӑтартман пулӗ! Куравсем ӗҫленӗ, аукционсем, чемпионатсем тата кӑтартуллӑ номерсем. Юлашкинчен асӑннисене Мускаври лаша клубӗсен пайташӗсем тата Мускаври полицин лаша полкӗ кӑтартнӑ.
Мероприятие «Раҫҫейӗн ипподромӗсем» акционерсен обществи, ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерстви, «Содружество» рысаксен савучӗ тата хрантсуссен лашу савучӗсен федерацийӗ, «Газпром» акционерсен обществи йӗркеленӗ.
Рысак лашасен аукционне Етӗрне районӗнчи В.И. Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лаша савучӗ тата Чӑваш Енри лаша тытакан уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (4)
ЧР вӗренӳ институтӗнче тӑван чӗлхепе вырӑс чӗлхи учителӗсен ӑсталӑх урокӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртнӗ.
Фестиваль кӑҫал саккӑрмӗш хут иртнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта вӗрентекенсем Раҫҫей субьекчӗсенче пухӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем вара Мускавра ӑмӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал ӑсталӑх урокӗсем Шупашкарта, Питӗрте, Саранскра тата Нальчикре пулнӑ.
Шупашкарта Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Александр Степанов тата Алена Ядрицова кӑтартнӑ. Кӑҫал Мускава кайма тивӗҫнӗ Светлана Тяхмусова (Шупашкарти 43-мӗш шкул), Валентина Ефимова (Куславккари 3-мӗш шкул) тата Валентина Иванова (Канаш районӗнчи Сухайкасси шкулӗ) те пухӑннисене хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ.
Кашни урок хӑйне май иртнӗ.
Ҫак ятпа Хӗрлӗ Чутай районӗнче драма ушкӑнӗсемпе халӑх театрӗсен фестивалӗ пуҫланнӑ. Ӑна ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсене — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсене, пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина — халаллани пирки Андрей Михайлов журналист пӗлтерет.
Фестивале районти кашни ял тӑрӑхӗ хутшӑнать. Унӑн условийӗпе килӗшӳллӗн ял артисчӗсем чӑваш драматургӗсен пьесисем тӑрӑх спектакль лартса памалла. Ҫак кунсенче Штанаш культура ҫуртӗнчи драма кружокне ҫӳрекенсем сцена ҫине пӗрремӗш ӗҫ кӑларнӑ. Ял ҫыннисем Николай Угаринӑн хайлавӗпе хатӗрленӗ «Савнӑ кин» спектакль курса савӑннӑ. Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева тата Евгений Майоров рольсене аван вылянине палӑртнӑ. Вӗсем хыҫҫӑнах хӑйсен ӗҫӗпе халӑха Хусанушкӑнь артисчӗсем паллаштарнӑ. Чӑваш халӑх артисчӗн Ефим Никитинӑн «Хуняма» пьесине халӑх умне кӑларнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхлӗ ҫемйи» фестиваль иртӗ. Курава тата концерта Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри наци культурин пӗрлӗхӗсем хутшӑнӗҫ.
Уяв программи Хӗрлӗ лапамра та иртӗ. Ҫавӑн пекех Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн вулавӑшсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Шкулсенче вара патриотлӑх концерчӗсем иртӗҫ.
Хула администрацийӗнче халӑха хӗлле мӗнле кантармалли пирки те шутлаҫҫӗ. Конькипе тата йӗлтӗрпе ярӑнассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Хоккей лапамӗсене нумайлатма та палӑртнӑ.
Хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнмалли 17 йӗре хута ярӗҫ. Вӗсем Берендей вӑрманӗнче тата Атӑл леш енче те пулӗҫ. Леонид Черкесов йӗлтӗр йӗрӗсене шкул стадионӗсенче те тумаллине каланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл 25-мӗш хут иртӗ. фестивале чӳк уйӑхӗн 20–29-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.
Фестиваль Гаэтано Доницеттин «Любовный напиток» оперипе уҫӑлӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче курма май пулӗ.
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Джузеппе Вердин «Бал-маскарад» опери сцена ҫине тухӗ. Унта Мускаври чи лайах солистсем юрлӗҫ. Ричард сӑнарне Пысӑк театрӑн тенорӗ, петӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Максим Пастер калӑплӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче классика курма май пулӗ. Вӑл — «Четыре короля оперной сцены». Контратенорӗ — Василий Хорошев, тенорӗ — Георг Эннарис, баритонӗ — Владимир Целебровский, басӗ — Олег Бударацкий.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Чулхула артисчӗсем тухӗҫ. Вӗсем кӑҫал Моцртӑн «Так поступают все» оперине кӑтартӗҫ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче гала-концертра ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем сцена ҫине тухӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: раштавӑн 2-мӗшӗнче театр артисчӗсем Пӑрачкавра пулӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗсене Ирина Садовниковӑна тата Николай Булаткина асӑнса «Асамлӑ чаршав» фестиваль пуҫланнӑ. Ҫак икӗ актер та Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Кашни ял тӑрӑхӗ паллӑ чӑваш драматургӗсен е ҫыравҫисен пьесисем тӑрӑх спектакль лартӗ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ав, Штанашри культура ҫуртӗнче Николай Угаринӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Савнӑ кин» спектакль лартнӑ. Постановка пӗр пӗрне юратакан Шурикпа Феня тата Вовчикпа Нюра пирки. Аслисем сӑмсине чикнине, ҫамрӑксем хӑйсем пӗр пӗрне ӑнланманнине пула шӳтлӗ самантсем сиксе тухаҫҫӗ. Рольсене Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева, Евгений Майоров калӑпланӑ.
Сӑнсем (23)
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ.
Хусанта телерадиопрограммӑсемпе фильмсен «Ҫын тата ӗненӳ» Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри телерадиокомпанийӗ йӗркеленӗ.
Конкурса 70 регионтан 200 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне «Чӑваш Ен» ПТРК та кӗнӗ. Николай Муляновӑн «С нами Бог» радиопрограмми «Слово веры несущие» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ку кӑларӑм эфира 15 ҫул тухать. Паян ӑна Максим Курленко иерей ертсе пырать.
Ку номинаци чи йывӑррисенчен пӗри пулнӑ. Тӗп тӗллев — пупсемпе ӗҫлесси. Кунта Максим аттен тӳпи пысӑк. Вӑл тӗн пирки пурне те ӑнланмалла калаҫать.
Фестивальте ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем иртнисӗр пуҫне культура программи анлӑ пулнӑ. Хӑнасем Сӗвере пулнӑ, Пӑлхар хулине курнӑ.
Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен республика вулавӑшӗ юпан 13–15-мӗшӗсенче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш Ен 21 — пӗрле вулатпӑр!» фестивале йӗркелет.
Вӑл «Сасӑпа вуламалли кун» акцирен пуҫланӗ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсем, журналистсем, Чӑваш кӗнеке издательствин специалисчӗсем, Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн театр ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль программипе килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Унта Евгения Басова, Галина Белгалис, Любовь Петрова килӗҫ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн вӗренекенӗсем Анатолий Хмытпа курнӑҫӗҫ.
Юпан 15-мӗшӗнче Лев Кадкин, Валентина Серебряная, Галина Белгалис Шупашкар районне ҫитӗҫ. Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем Денис Шулепов ҫыравҫӑ фантастпа тӗл пулӗҫ.
Вун-вун мероприяти иртӗ фестивальте. Вӗсемпе вулавӑш сайтӗнче паллашма пулать.
Юпан 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Белгородская забава» фестивалӗнчен таврӑннӑ. Вӑл авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 5-мӗшӗччен иртнӗ.
Фестивальте чӑваш артисчӗсем «Спящая красавица» спектакль кӑтартнӑ. Кӑҫал фестивале Раҫҫейри хуласенчен 20 ытла ушкӑн килсе ҫитнӗ. Унта Витебскран, Гомелирен, Донецкран, Анкараран, Пловдивӑран та килнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивале Раҫҫейри чи лайӑх театрсене ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем унта маттурлухӗпе палӑрнӑ. Вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнӑҫ, киленӳ парнеленӗ.
Чӑвашран фестивале ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисткисем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Алина Каликова тата Ольга Тарасова, Ирина Можаева, Дмитрий Львов, Петр Петров артистсем кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |