Хӗрачасем, хӗрсем, хӗрарӑмсем! Асаннесем, кукамайсем! Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе, Хӗрерӑмсен кунӗ ячӗпе саламлать!
Ҫуркуннехи тавралӑх епле капӑр, эсир те ҫавӑн пекех илемлӗ пулӑр, ҫуркуннехи ҫил епле ӑшӑ эсир те ҫӑвӑн пекех ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
Телей, юрату ан иксӗлтӗр сирӗн пурнӑҫра!
Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.
Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.
«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ.
Хисеплӗ чӑваш, хисеплӗ пӑлхар, хисеплӗ сувар!
«Сувар» фонд сана ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлать, пушӑн (мартӑн) 5-мӗшӗнче (вӑл шӑматкун пулӗ) Ҫӑварни сӑри ӗҫме «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнет! Уяв кӑнтӑрла 12 сехетре пуҫланӗ. Чӑвашлӑх саншӑн пуш сӑмах мар пулсан «Сувар» фонд уява пӗрле юнашар ларса ирттерме чӗнет.
Ҫӑварние эрехсӗр уявлӗҫ. Сӑра вӗретме Ишлейсем лартнӑ та ӗнтӗ!
Арҫынсене чӑваш тумӗпе килме хистеҫҫӗ, хӗрарӑмсене — тутӑрпа.
ЧПУ студенчӗсем ҫӑварние 10 кун маларах палӑртнӑ, «Масленица-2011» ирттернӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлекен сотрудниксемпе преподавательсем те унта хутшӑнчӗҫ.
Православи тӗнӗнче Ҫӑварни кӑҫал нарӑсӑн 28-мӗшӗпе пушӑн 6-мӗшччен иртмелле.
Паян, карлачӑн 14-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» хупахра чӑваш халӑхӗн хастарӗсем Сурхури сӑрипе сӑйланма пухӑнчӗҫ. Мероприятие «Сӑвар» фонд йӗркеленӗ.
Авалтан пыракан чӑваш уявне Сарри Мишши, Праски Витти, А. Енилин, П. Пупин, В. Алмантай, Аксар-Сӗрмек, Тимӗр Тяпкин, М. Палтай, Е. Ерагин, Н.М. Адер тата ыттисем пухӑнчӗҫ.
Сурхурине чаплӑн палартрӗҫ — кӗсле те, шӑхлич те кӗвӗ каларӗ. Кӗсле калама ятарласа пӗр студенткӑна ченсе илнӗччӗ. Пӑлхартан, Тутарстанран килнӗ хӑнасем вара уява самай илемлетрӗҫ, инҫетри чӑвашсенсен авалхи вырӑнӗнчен юрӑ-парне илсе килчӗҫ.
«Сувар» фонд уяв май хисеплӗ чӑвашсене (вӗсем «суварсене» теҫҫӗ) хӑйсен хӗвел паллине парнелерӗҫ.
Сурхури сарине сӑйланӑ хыҫҫӑн, тутлӑ шӳрпене ҫинӗ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем калаҫӑва куҫрӗҫ. Калаҫу сӗм ҫӗрлечченех пычӗ (ку хыпара ҫырнӑ чухне вӗсем «Ҫӑлкуҫран» саланманччӗ-ха).
Кунашкал уявсене малашне те ҫакӑн пек чаплӑ ирттерме палӑртрӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем (пӗчӗк пай, 32 тӗп сӑн), 2 пай (тулли, 115 сӑн)
Хисеплӗ сайт хӑни! Сувар фонд сана ҫывхарса килекен уявпа саламлать!
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Сурхури сӑри ӗҫме кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче кӑнтӑр иртсен 2 сехетре (14:00) ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнетпӗр.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн чылай ялсемпе хуласенче Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗсем уҫӑлаҫҫӗ — вӗсене йӗркелекенсем хӗллехи тӗп уявсенчен пӗри яланах хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ ирттӗр тесе тӑрӑшать. Ак нумай пулмасть, шӑматкун, Ҫӗрпӳ хулинче те Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗн уявӗ иртрӗ.
Пухӑннӑ халӑх умӗнче Хӗл Мучисен куравӗ пулчӗ, кунтах тӗрлӗ юмахсен тӗнчинчен килнӗ сӑнарсем те курӑнкаларӗҫ.
Пухӑннисене уяв ячӗпе влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те саламлама манмарӗҫ — Ҫӗрпӳ районӗн депутатсен пухӑвӗн председателӗ Татьяна Кузьмина, Ҫӗрпӳ хула тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗ Валерий Трофимов сӑмах тухса каларӗҫ.
Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ ҫитсе пырать кӑна — халӑх валли савӑнмалли тата нумай пулӗ-ха!
17 ӗмӗр варринче Раҫҫейре Ҫтенькӑ Разин ертсе пынӑ хресчен вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑвашран тухнӑ чаплӑ ҫар пуҫӗ Пайтул Искеев пулнине таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах ҫырса кӑтартнӑ. Анчах та ҫамрӑк ӑру ун пирки сахал пӗлет.
Искей Пайтулӗ — чӑваш ҫӗрӗнче патша ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе паттӑррӑн кӗрешнӗ ҫын. Вӑл Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри Карай ялӗнче ҫуралнӑ, 1671 ҫулта тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Унӑн вил тӑприйӗ — хальхи Шупашкар районне кӗрекен Чиканкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи сӑртра. Ку вырӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хули шутне кӗрет.
Кунти халӑх хӑйӗн авалхи утаманне манмасть. Шупашкарта Пайтул ячӗпе урам хисепленет пулсан, Ҫӗнӗ Шупашкарсем Пайтул ячӗллӗ пӗрлӗх туса хунӑ. Халӗ ҫӗкленекен микрорайона та ун ятне парасшӑн, унтах Пайтул палӑкне лартасшӑн.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе таврапӗлӳ музейӗ Пайтула халалланӑ уяв ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине Аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫланӑранпа 85 ҫул тата чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул иртнине халалланӑ, факультетран вӗренсе тухнисен тӗлпулу каҫне килсе курма чун-чӗререн йыхравлатпӑр.
Уяв ЧПУн Культура керменӗнче раштавӑн 16-мӗшӗнче иртет, 13:00 сехетре пуҫланать. Килсемӗр, чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!
Хаклӑран та хаклӑ факультет,
Чӑваша пиллетӗн ҫут тивлет,
Ӑс пухма хистетӗн кунсерен,
Ырӑ ҫын пулма эс вӗрентен.
Пирӗн адрес: Шупашкар хули, университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт (4, 12, 21 троллейбуссем), 4 хут.
Салам сaмахӗсене «Комментариле» пайра пӗлтерме пултаратӑр.
Кӑҫал хулана никӗсленӗренпе 85 ҫул ҫитрӗ, ҫак куна палӑртса ӗнтӗ ҫурлан 1-мӗшӗнче Канаш хулин кунӗ иртрӗ.
Хула администрацийӗ халӑх валли уява лайӑх хатӗрленнӗ. Канашсем вӑйӑсенче ӑмӑртрӗҫ, тӗрлӗ конкурсене хутшӑнчӗҫ, юрӑ-ташӑ итлесе-курса савӑнчӗҫ.
Мероприятисене ачасем валли те, аслисем валли те, ҫамрӑксем валли те нумай хатӗрленӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисене те манса кайман — вӗсем валли ятарлӑ велочупу йӗркеленӗччӗ. Россельхозбанк ҫуртӗнчен пуҫласа Тӗп тӳреме ҫити падельсем ҫавӑрчӗҫ.
Аслисем валли спорт ӑмӑртӑвӗсем пулчӗҫ. «Ӑстасен хули» куравпа та паллашма май пурччӗ вӗсен. Ҫамрӑксем вара ытларах дискотекӑра савӑнчӗҫ.
Юрӑ-ташӑ тенӗрен, канашсен кӑмӑлне ҫӗклеме темиҫе ушкӑн килнӗччӗ. «Чӑваш Енпе» «Ҫеҫпӗл» ушкӑнсем хӑйсен сассипе савӑнтарчӗҫ, «Янташ» ушкӑн та вӗсенчен юлмарӗ, «Юратнӑ хулам» ятарлӑ программӑпа хаваслантарчӗҫ.
Уяв фейерверкпа вӗҫленчӗ. 22 сехетре каҫхине тӳпе тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ялкӑшрӗ, хулан 85 ҫулӗ ҫитнине уявлама килнисене ку самай савӑнтарчӗ!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |