Кирек мӗнле вӑрҫӑ та халӑх чӗринче ӳт илеймен суран хӑварать. Вӑрҫӑ вӑрҫах: пӗрисем ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлаҫҫӗ, теприсем, тӑван тӑрӑха сывӑ-чӗрӗ е аманса таврӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫисем кӗрлерӗҫ. Вӗсенче мӗн чухлӗ салтак пурнӑҫӗ татӑлмарӗ-ши? Вӑрҫӑ пирки калаҫма йывӑр, анчах ун пирки манма пирӗн тивӗҫӗм ҫук.
Кӑҫал нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Афганистанран Совет ҫарӗсене тӗппипех илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Унти ҫапӑҫусем интернационалист салтаксен асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Чечня вӑрҫи те чылай ҫамрӑкӑн пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татнӑ. Хӑрушӑ ҫак вӑрҫӑсем салтак амӑшӗсен ҫӳҫне вӑхӑтҫӑр шуратнӑ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май республикӑри кашни ял-хуларах тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Акӑ Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнчи Культура центрӗнче уяв каҫӗ ирттернӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, Афганистан тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ интернационалист салтаксемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Уява Шӑмӑршӑ район администрацийӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, республикӑри интернационалист салтаксен пӗрлӗхӗн районти организацин председателӗ Геннадий Ельцов, Васан, Ярӑслав, Кивӗ Шӑмӑршӑ ялӗсенчи интернационалист салтаксем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял халахӗ хутшӑннӑ. Юрий Ильин вӑрҫа хутшӑннисем, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланисем, ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, 90 ҫул тултарнӑ Ф.П.Каргина саламлани уйрӑмах пысӑк хисеп пулнӑ. Николай Ендиеров ветерана РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн салам ҫырӑвне тыттарнӑ. Шкул ачисем Федор Петровичӑн комсомол билетне алӑпа тытса курнӑ. Ҫак билет витӗр снаряд ванчӑкӗ тухнӑ, салтака кӑкӑрӗнчен амантнӑ. Юнпа вараланнӑ, ҫурӑлнӑ билет халӗ Васан музейӗнче упранать. Афган вӑрҫине хутшӑннӑ Андрей Терентьев (вӑл сӑрт альпинизмӗ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ Сергей Архипов, «паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ Сергей Власов, Владимир Кузнецов тата ыттисем хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки каласа кӑтартнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫи пирки катартнӑ видеороликсем, салтаксене халалланӑ юрӑсем, сӑвӑсем кашнин чӗринех пырса тивнӗ. Кашниех ҫапӑҫу хирӗнче юлнӑ салтаксене, цинк тупӑкра таврӑннӑ интернационалист салтаксене аса илсе хурланнӑ.
Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.24 22:42 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.02.24 23:23 | |
Вăт чăн калап — паян эп ним те хуратман. | |
Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.25 19:35 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ пур | |
Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.25 23:35 | |
Хăш сăмахĕ тата кама кӳрентернĕ эпĕ çырни? |