Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Димитровград стелли
Димитровград стелли

Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ.

Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ.

 

2007 ҫулхи уявра
2007 ҫулхи уявра

Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн оргкомитечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн «Акатуй» кӑҫал Мусавра ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, шӑматкун, иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Уяв 19 сехетчен тӑсӑлӗ.

Акатуй программинче: чӑваш эстрада юрӑҫисен концерчӗ, «Кӗрешӳ» ӑмӑрту, ӳнер продукцийӗн суту-илӗвӗ. Ҫавӑн пекех «Акатуйсене» яланхи пекех «Акконд», «Букет Чувашии» тата ытти паллӑ фирмӑсен продукцине туянма май пулать.

 

Акатуя «Измайловӑри Крамль» ятлӑ культурӑпа кану комплексӗнче ирттерме палӑртнӑ. Адрес: Измайлово ҫулӗ, 73ж. «Измайлово» хӑна комплексӗпе юнашарах.

«Партизанская» метроран 5 минутра, «Черкизовская» метроран 8 минутра ҫитме пулать.

 

Ыран пӗтӗм патшалӑх Ҫӗнтерӳ Кунне палӑртӗ. 1945 ҫулта фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ.

Ыран уява чаплӑн ирттерме чылайӑшӗ хатӗрленеҫҫӗ. Мероприятисем те нумай палартса хунӑ. Шупашкарта малтанхи ҫулсенчи пекех парад иртӗ. Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ А.А.Мокрушин полковник пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хатӗррисен шутӗнче — Ижевскран 40 комплект ППШ автомат, 3 РПД пулемет кӳрсе килнӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар тумтирне 33 комплект ҫӗлеттернӗ, парада хутшӑнакан пӗтӗм техникӑна — артиллери орудийӗсемпе «зенитка» установкӑсене — юсаса ҫӗнетнӗ, промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче тӑшмана питӗ сехӗрлентернӗ, легендӑна кӗрсе юлнӑ «Катюша» БМ-13 ракета установкине «ЗИС-6» автомобиль шасси ҫине вырнаҫтарнӑ, 14-мӗш ракета дивизийӗн командирӗпе «Тополь-М» ракета комплексӗ уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Парада ыран www.cap.ru сайтра тата «Атӑлинҫекомӑн» кабель тетелӗнче онлайн мелӗпе курма пулӗ.

Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институтӗнче Ҫар чысӗн пӳлӗмне йӗркелеҫҫӗ — вӑл кӗтесе Калуга облаҫӗнче ҫӗр чавма кайнӑ студентсем те хӑйсен тупнӑ япалисемпе пуянлатӗҫ.

Малалла...

 

2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсен ҫурхи уявӗ иртет!

 

Пуҫламӑшӗ — 18 сехет ҫурӑра!

Билет хакӗ — 60 тенкӗ

 

Билечӗсене ҫак номерпе ыйтса илме пулать – 89053413505. Лилия Геральдовна

 

Пурне те хапӑл туса йыхравлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркаш районӗн Чуманкасси ял тӑрӑхӗн администрацине кӗрекен Шарпаш ялӗнче ӗлӗкхи чӑвашсен йӑлипе, ҫӑварни уявӗ иртрӗ. Унта вара кӗҫӗн ачаран пуҫласа ваттисем те хутшӑнчӗҫ. Ял хӗрарӑмӗсем хӑйсен яланхи шали тутӑра ҫыхрӗҫ.

Уява библиотека ертӳҫи Иванова З.И. уҫса ячӗ. Вӑл пурне те ыр кӑмӑлтан уяв мӗнле майпа нумай ӗмӗр тӑршшӗпе аталанса пынине каласа кӑтартрӗ, пурне те сӑртран ҫунашкапа ярӑнма чӗнчӗ. Пурте хавасланса тӑвайккинчен ярӑнчӗҫ. Мӗн чухлӗ интереслӗх те хаваслӑх пулчӗ ҫав ытарайми вырӑнта. Тата ҫавӑнтах Гордеев Вячеслав хӑйӗн урхамахне урама илсе тухса ял-йыша савӑнтарма пултарчӗ. Ҫавӑнтах ӑна ачасем те хупӑрласа илме ӗлкӗрчӗҫ. Вячеслав кучӑра мӗн каҫ пуличченех ял-йыша хаваслантарса катаччи чуптарма май килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата ваттисем сӑмаварпа чей вӗретсе уяв икерчи хатӗрлерӗҫ.

Ҫак уяв майӗпен иртсе пынӑ май ял халӑхӗн ҫӑварни кунӗ тутлӑ шыв пек асӑмра тӑрса юлчӗ.

 

Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Сӗнтӑрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялне никӗсленӗренпе 150 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. Маларах ку ял Ҫӗн Тукай, тата Ӗсмел ятсемпе те паллӑ пулнӑ. 1939 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ӑна рйон центрӗ туса хунӑ, ҫӗнӗ ят панӑ.

Уява Чӑваш Енри хӑнасем ҫеҫ мар, ун тулашӗнчен те пухӑнӗҫ — ялтан чаплӑ ҫын чылай тухнӑ! Чӑваш сӑвӑҫи Канаш Альберт Георгиевич та ҫав ялтанах.

Уява савӑнӑҫлӑ ирттерме Сӗнтӗрвӑрринчен «Шуҫӑм» ВИА, «Вы+Мы» ҫамрӑксен студийӗ, ПКУ, тата «Мариинский» халӑх театрӗ килӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.

 

Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.

Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Малалла...

 

ҪУ
28

Акатуй
 Николай Ларионов-Йелмел | 28.05.2009 09:49 |

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ пулать. Вырӑнӗ — Винновка ращи (чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен инҫе мар). 11 сехетре пуҫланать. Артистсене, кӗрешӳҫӗсене, кире пукан йӑтакансене, куракансене йыхравлатпӑр.

Уява Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат

 

Ӗлӗкренпе чӑваш ака-сухана пӗтернӗ хыҫҫӑн Акатуя тухнӑ — ҫурхи ӗҫсем вӗҫленине уявланӑ. Ку уява халӗ те ирттереҫҫӗ, вӑл шутра аякри чӑвашсем те!

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче (июнӗн 20-мӗшӗнче) Акатуй Чулхулара янрӗ! Пуҫламӑшӗ — кӑнтӑрла, 12 сехетре! Юлташсем, хӑнасем, хаклӑ ҫыннӑмсем — Акатуя уявлама, сире пурне те, чӗнетпӗр авалхи хулана, Чулхулана!

Уяв 1-мӗш май ячӗллӗ паркра (Чкаловский метропа юнашар, Канавино районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ. Тӑванӑрсене, юлташӑрсене чӗнме ан манӑр!

 

ПУШ
07

Шкул ачисен фольклор фестивалӗнче
 voronovera@yandex.ru | 07.03.2009 19:49 |

Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри ҫӗнетсе илемлетнӗ Культура керменӗнче (халӗ ӑна информаципе культура центрӗ теҫҫӗ) ялти шкулта вӗренекенсем пысӑк уява — Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне пуҫтарӑнчӗҫ.

Тӑван халӑх пултарулӑхӗ ҫав тери тӗрлӗ енлӗ та кӑсӑк. Авалтан килекен пуянлӑха — чӑвашсен ырӑ йӑли-йӗркине сцена ҫинче кӑтартса пама тӗллев тытрӗҫ те ӗнтӗ шкул ачисем. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.Н.Круглова йӗркеленӗ уяв сценарийӗнче 1-10 классенче вӗренекенсем «Вӑйӑ», «Выртмара», «Ҫӑварни», «Сӗрен», «Сурхури» тата ытти уявсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑнарсене калӑпламашкӑн ачасен самай вӑй хума тиврӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи вӑхӑтри пултарулӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ҫӗнӗлӗх уҫниех: нумай япалана ялти ватӑсенчен ыйтса пӗлмелле, кӗнекесенче ҫырнисене тӗпчемелле, «асанне арчине» ухтарса пӑхмалла…Паллах, вырӑнти материалсене тӗпе хуни пӗлтерӗшлӗрех те кун пек чухне. Хамӑр таврари йӑла-йӗркене, мӑн асатте, мӑн асаннесен иртнӗ кун-ҫулне ас тутарать, вӗсене уяса пурӑнма хистет.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, [162], 163
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем