Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Тӗнчере

Шӑп та лӑп 95 ҫул каялла, 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Францири Компьень хулинче Германи парӑнни пирки мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла май тӑватӑ ҫул та виҫӗ уйӑх тӑсӑлнӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ.

Ку вӑрҫӑра 10 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ, 20 миллиона яхӑн — аманнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи политика карттине те самай улӑштарнӑ: Европӑра Германи, Австрипе Венгри тата Раҫҫей империйӗ саланнӑ, Азинче — Оттоман империйӗ пӗтнӗ. Советсен Пӗрлӗхӗн никӗсне хывасси те ҫак вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чӑваш ҫӗрне витӗм кӳмесӗр иртсе кайман. Раҫҫей империне кӗнӗ май фронта чӑвашсене те ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑ Раҫҫейшӗн ӑнӑҫсӑр пынӑ май хаксем хӑпарнӑ, ӗҫ укҫи пӗчӗкленнӗ — пурнӑҫ йывӑрланса пынӑ.

Чӳкӗн 11-мӗшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫа хунӑ салтаксене асӑнмалли кун шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.calend.ru/holidays/0/0/1324/
 

Республикӑра

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ.

Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те.

Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ.

Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ.

Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ.

Сӑнсем (131)

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн аграрийӗсен хӑйсен професси уявне палӑртӗҫ. Тӗрӗссипе, календарь тӑрӑх пӑхсан, вӗсен уявӗ ҫак уйӑхӑн 2-мӗш вырсарни кунӗнчех пулнӑччӗ. Анчах хресчен хирти ӗҫ-пуҫа вӗҫлемесӗр кӗрекене пухӑнмасть. Кӑҫал тата йӗпи-сапи кӗрхи ӗҫсене ирттерме хытах кансӗрлерӗ.

Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Унта районсен делегацийӗсем килсе ҫитӗҫ. Яланхиллех тӗрлӗ курав йӗркелӗҫ. Хӑйсен продукцине сутлӑха республикӑри 10 ытла предприяти тӑратӗ.

Аграрисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламламалла. Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов отчет тӑвӗ. Ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ шайри наградӑпа чыслӗҫ. Тата, паллах, концерт та пулӗ.

 

Культура

Иртнӗ юнкун, юпан 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Хушу алӑ пуснӑ — 2014 ҫулхи Республика Кунне Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче ирттермелли пирки ҫирӗплетнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ района ятарлӑ ӑмӑрту ирттерсе палӑртнӑ иккен. Михаил Игнатьев хӑйӗн сӑмахӗнче Каҫалсем чи лайӑх хӑтлав кӑтартнине пӗлтернӗ. «Вӗсем чи лайӑх хӑтлав кӑна тӑвайраҫҫӗ тесе ан шутлӑр, ӗҫре те вӗсем яланах хастар!» — тенӗ вӑл.

Хушупа килӗшӳллӗн район Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмелле — вӑл укҫана инфраструктурӑна аталантарма ямалла. Тепӗр май каласан, ялсемпе урамсене капӑрлатма тата илемлетме.

Ҫитес Республика Кунӗнчи мероприятисен планӗ хальлӗхе хатӗр мар-ха, ӑна тума Министрсен Кабинетне хушнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ плана «Акатуя» уявлассине, ҫавӑн пекех культура тата спорт мероприятисене кӗртмеллех тенӗ.

 

Мускаври кӗр сӑри (2006). CRadio сӑнӗ
Мускаври кӗр сӑри (2006). CRadio сӑнӗ

Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче «Кӗр сӑри» уява йыхравлать. Праҫник ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртмелле. Унта ҫитес тесен «Тушински» метрора тухмалла. Уява чӑваш юрӑҫисемпе ушкӑнӗсем хутшӑнмалли пирки пӗлтереҫҫӗ. Культура ҫурчӗн фойинче вара «Букет Чувашии», «Акконд» кондитер хапрӑкӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хӑйӗн продукцийӗн куравне йӗркелӗ.

Уяв концертне тӳлевсӗр кӗреймӗн паллах. Билет хакӗ 400 тенкӗ тӑрать. Ку вӑл вӑй питтисем валли. Пенсионерсене 300 тенкӗпе кӗртеҫҫӗ, студентсене — 250-па. Анчах хӑв тивӗҫлӗ канура е аслӑ шкулта пӗлӳ туптанине ӗнентерме ятарлӑ хут кӑтартмалла.

«Кӗр сӑри» тесе хитре ят панӑ уяв пирки пӗлтернинче халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ епле мероприяти иртессине асӑнман-ха. Кирек епле пулсан та пӗрле пухӑнни паха — вӑл та ҫынсене туслаштарать-ҫке.

 

Пӗтӗм тӗнчери Ватӑсен кунне чи малтан 20-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Скандинавире уявлама пуҫланӑ, унтан — Америкӑра. ООН йышӑнӑвӗпе ӑна юпан 1-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Пирӗн ҫӗршывра ку уява 1992 ҫултанпа уявлаҫҫӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнче те ку уява ҫулсеренех уявлаҫҫӗ. Ватӑсене вырӑнти шкула хӑнана чӗннӗ. Ватӑсене саламлама районти пенсии фончӗн пуҫлӑхе Алина Ежеева тата администрацирен Алекскй Магаськин хутшӑнчӗҫ.

Штанашри культура ҫуртӗнчи ял библиотекарӗ Надежда Павлова ватӑсене халалласа хӑтлав хатӗрленӗ. Сӑнӳкерчӗксем ҫинче 2013-мӗш ҫулхи юбилярсем. Кӑҫал 60 ҫул тултарнӑ е тултаракансем, вӗсем пурӗ виҫҫӗн: Дерюжин Андрей Михайлович, Захаров Николай Егорович, Русскова Валентина Андреевна.

Трофимов Александр Павловичпа Молярова Зоя Демьяновна — 65 ҫул тултараҫҫӗ. 75 ҫулхисем — Удиванова Елена Дмитриевна, Стеклов Геннадий Афанасьевич, Зотов Анатолий Федорович, Волкова Мария Тихоновна, Пахинова Роза Елисеевна, Логинов Николай Петрович, Ухлинова Анна Васильевна тата Софронова Елена Алексеевна.

Малалла...

 

Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунне Хӗрлӗ Чутай районӗнче анлӑн паллӑ турӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри культура центрӗнче вырӑнти ал ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Раиса Аксакова, Евдокия Сергеева, Надежда Афанасьева, Зоя Перепелкина, Зоя Ярабаева, Ольга Михопарова кашни япалана чунне парса ӑсталанӑ.

Хӗрлӗ Чутай район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисене уяв ячӗпе чунтан саламларӗ, аслӑ ӑрури ҫынсене ҫӗршыва ҫӗклеме пулӑшнӑшӑн, ырми-канми ӗҫленӗшӗн чунтан тав турӗ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех районти социаллӑ хӳтӗлев пай начальникӗ Вера Ярабаева саламларӗ. Районти халӑхӑн 39 проценчӗ пенсионерсем. Пурӗ 6 043 ҫын пенси илсе тӑрать, 5 080-шӗ пенси ҫулӗ ҫитнипе ватлӑхра илсе тӑракан пенси 7 700 тенкӗпе танлашать. Районта хальхи вӑхӑтра 30 вӑрҫӑ ветеранӗ, 229 вӑрҫӑ участникӗн тӑлӑх арӑмӗ, 777 тыл ӗҫченӗ, 2 663 ӗҫ ветеранӗ. Мӗнле уяв-ха чыславсӑр?

Раиса Аксакова, Федор Алексеев, Зоя Волкова, Юлия Дадюкова, Вера Ельмова, Людмила Зверева, Геннадий Ильин, Галина Ильина, Николай Ладайкин, Зоя Магаськина, Никодим Матвеев, Николай Мемедейкин, Владимир Нагоров, Маргарита Огонькова, Галина Осипова, Зоя Перепелкина, Зоя Самылкина, Ольга Сергеева, Леонид Тверсков, Николай Трифонов, Александр Трофимов, Геннадий Ухлинов, Валентина Федорова, Валентин Харитонов, Валентина Харитонова, Владимир Храмов, Фрида Храмова, Галина Чумакова, Зоя Ярабаева, Мария Яхатина тата Порфирий Волков район администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Малалла...

 

Тӗлпулура
Тӗлпулура

Ҫапла, ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑхра «Культура» ВГТРК ӳкерӳҫисен ушкӑнӗ ҫитнӗ, вӗсем республикӑра «Россия, любовь моя!» программа валли материалсем ӳкересшӗн. Паян ҫак ушкӑн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата информаци политикипе массӑллӑ комуникаци министрӗн ҫумӗпе Любовь Шемаринӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.

«Россия, любовь моя!» (чӑв. Ман кӑмӑла тивӗҫтерекен Раҫҫей) программӑна иккен РФ Президенчӗн «Об обеспечении межнационального согласия» (чӑв. Халӑхсен хушшинчи ҫураҫулӑха тивӗҫтересси ҫинчен) Хушӑвне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хатӗрлеҫҫӗ. Программа ертӳҫи — Пьер-Кристиан Броше.

Ӳкерекенсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑт тӗлне пирӗн халӑхӑн тӗпелӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ иккен — вӗсене шӳрпепе хуран куклине епле хатӗрленине каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тӗррипе паллашнӑ, чӑваш тумӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлнӗ. Малалли планра вара — «Кӗр сӑрипе» «Чӳклеме» йӑли-йӗркисене ӳкересси.

Пьер-Кристиан Броше шухӑшӗпе вырӑнти туризма аталантарас тесен культурӑна чи малти вырӑна лартмалла.

 

Ҫемье — яланах обществӑн чи пӗлтерӗшлӗ тытӑмӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Ҫӗмӗрле хула кунне ҫамрӑк ҫемьесем хутшӑнакан мероприятисене ирттерессинчен уҫнӑ.

Социаллӑ политика ыйтӑвӗпе ӗҫлекен администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Осипоа Л.В. Ҫӗмӗрле ҫыннисемпе, хӑнасене уяв ячӗпе саламланӑ тата Федуловсен, Федоросен, Чувихинсен, Беловыхсен кил-йышне пурӑнмалли кил-ҫурта туяннӑ ҫӗрте пысӑк пулӑшу кӳрекен сертификатсене алла тыттарнӑ.

Ку савӑнӑҫлӑ чыслав хыҫҫӑн «Пӗрле савӑнӑҫлӑ» ятпа ҫӳрекен ҫамрӑк ҫемьесен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта хӑйсен шӑпӑрланӗсемпе пурӗ 6 ҫемье хутшӑннӑ пулнӑ. Тӗрлӗ енле ӑмӑртусенче хутшӑнса пур ҫемье те хӑйсен туслӑхне, ҫирӗплехне тивӗҫлӗ кӑтартса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, [143], 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, ... 163
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та