Паян, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне фитнес-зарядкӑра кӑтартассине эпир хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, спорт акцине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркелерӗ. Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗшӗн кун пек мероприятисем ҫӗнӗлӗх мар-ха: унта ӗҫлекенсем ҫӗннине шухӑшласа кӑларсах тӑраҫҫӗ. Ирхи хусканӑва Шупашкарти Журналистсен скверне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче, теле- тата радиоэфирта ӗҫлекенсем самайӑн пухӑнчӗҫ.
Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пычӗ. Журналистсемпе пӗрле хускану тума ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче тата Европа Алина Иванова хутшӑнчӗ.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗ 265 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хаклӑ хӑнасене хапха патӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Аслӑ ӳсӗмрисене лаша кӳлнӗ урапапа ярӑнма чӗннӗ.
Ял старости Людмила Константинова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ яш-хӗр тетарализациленӗ постановка — «Каччӑ хӗрпе паллашни» — кӑтартнӑ. Хӑнасем урампа утнӑ май Урай Макаҫ ялӗ пирки сӑвӑ вуланӑ.
Хӑнасемпе ял ҫыннисем валли курав йӗркеленӗ. Унта вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ картинӑсем, ҫыхнӑ карҫинккасем, чӑваш тӗррисем пулнӑ. Уяв лапамӗнче ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене те вырнаҫтарнӑ.
Юбилярсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Николаевсен хуҫалӑхне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сцена ҫинче «Сарнар» ансамбль, «Ҫавал», «Леди Данс» тата «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ.
Сӑнсем (21)
«Яла халалласа палӑк ан лартӑр, ӑна ура ҫине тӑратӑр!» ҫак сӑмахсене тӗпе хурса иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасси ялӗн уявӗ. Ял пысӑках мар, унта 38 хуҫалӑх шутланать, 41 ҫын пурӑнать.
Апакасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Павлова сценарий хатӗрленӗ, уява чӑвашла ертсе пынӑ. Алевтина Иванова библиотекарь ял историне халалланӑ стенд хатӗрленӗ. Ӑна ҫынсем кӑсӑклансах вуланӑ. Елена Павлова ял историне каласа кӑтартнӑ. Халап тӑрӑх, ӑна Паттӑрӑн пӗр ывӑлӗ пуҫарса янӑ. Ҫавӑнпа Вӑрманкасси 1923 ҫулччен Хитре Патӑръяль ятлӑ пулнӑ-мӗн.
«Шуҫӑм» ансамбль юрӑсем шӑрантарнӑ. Римма Викторова, Ольга Емельянова та хӑйсен юратнӑ юррисене юрланӑ. 80 ҫултан аслӑрах кинемейсем ташланӑ. 8-мӗш класра вӗренекен Виктория Павлова тата унӑн амӑшӗ хӑйсем ҫырнӑ, А.Орлов-Шуҫӑм композитора халалланӑ сӑввисене вуланӑ.
Уявра пурте сӗтел хушшине ларса шӳрпепе хӑналаннӑ.
Сӑнсем (28)
Муркаш районӗнчи Ҫеменкасси те республикӑри чылай ял пекех уява пухӑннӑ. Каҫ кӳлӗм ваттисем те, кӗҫӗннисем те уяв лапамне ҫитнӗ.
Мероприятие ял старости Регина Быкова уҫнӑ. Вӑл ял уявне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнине, ял малалла аталаннине палӑртнӑ.
Атапай ял клубӗн ҫумӗнчи «Сурпан» ушкӑн сцена ҫине тухни ҫеменкассисемшӗн чӑн-чӑн парне палнӑ. Вӗсен юррисем куракансене килӗшнӗ. Муркаш районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Валерий Вязов артистсене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Уява кашниех хӑйӗн апат-ҫимӗҫӗпе килнӗ. Пӗрисем кукӑль пӗҫернӗ, теприсем — печени. Римма Михайлова повар вара пурин валли те хашлама хатӗрленӗ.
Сӑнсем (27)
Кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче 5,5 пин ытла ача парта хушшине пӗрремӗш хут ларӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 605 ача нумайрах.
1-мӗш класа каякансем вӗренӗве хускануран пуҫлӗҫ. Вӗрентекенсем спорт флеш-моблӑ уяв программине хатӗрленӗ. Ун чухне викторинӑсем, ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗсем те иртӗҫ. Класс сехетӗнче Раҫҫей Крыма кӗни, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитни, ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ пулни ҫинчен калаҫӗҫ.
Павел Астахов пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн, шкулсенче паллӑ спортсменсемпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, ҫыравҫӑсемпе уроксем иртӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра ял кунӗсем унта та кунта ирттерни пирки вӗҫӗмех пӗлтеретпӗр. Шӑматкун Пӑрачкав 423-мӗш ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Уяв ҫӑлтӑрпа зарядка тунинчен пуҫланнӑ.
Пӑрачкавӑн тӗп лапамӗнче пилӗк ҫӗре яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Йышра шӑпӑрлансенчен тытӑнса кинемейсемпе мучисем таран пулнӑ. Вӗсене зарядка кӑтартма Чӑваш Енӗн спорт аэробикин пӗрлештернӗ команди пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра — Европа тата тӗнче чемпионӗ Алексей Германов та. Хула ҫыннисене Пӑрачкав салин пуҫлӑхӗ Александр Барыкин тата районти предприятисемпе организацисем тӗслӗх кӑтартнӑ.
Сӑнсем (14)
Йӗпреҫ районӗнче йӗкӗрешсен «Икӗ хут телей» уявӗ иртнӗ. Юлашки вунӑ ҫулта районта йӗкӗрешсем 21 хутчен ҫуралнӑ. «Харӑс мӗнле пӑхмалла, харӑс мӗнле ачашласа ҫитермелле тата ытти ҫавӑн пек ыйтусем ҫралнипе малтанах хӑраса та каяҫҫӗ. Ҫемьере арҫын ачапа хӗрача ҫуралсан тӑвансем уйрӑмах савӑнаҫҫӗ», — тенӗ хӑй сӑнани тӑрӑх район администрацийӗн гражданла тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Фасхутдинова.
Уява Йӗпреҫри Анисимовсем (вӗсен пӗр кунта хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ), Березовкӑри Тимофеевсем (икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе ҫемьере — виҫӗ арҫын ача), Шӑрттан тӑрӑхӗнчи Фоминсем (вӗсен пӗр кунта икӗ хӗр кун ҫути курнӑ, ҫапла вара халӗ вӗсен виҫӗ хӗре ҫитнӗ) тата ыттисем ҫитнӗ.
Уява чӗннӗ ҫемьесем тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, хӑйсем пирки каласа кӑтартнӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Сӑнсем (46)
Ҫурла уйахӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анаткас ялӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв ялти чи илемлӗ вырӑнта — пӗве хӗрринче — иртнӗ.
Мероприятие Шуршӑлти культурӑпа информаци центрӗн ӗҫченӗсем ертсе пынӑ. Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Алексеев уява уҫнӑ хыҫҫӑн ентешӗсене саламланӑ. Юбилярсене, хастар ҫынсене грамотӑсемпе, парнесемпе чысланӑ.
Анаткассен уявне «Звездный» халӑх ансамблӗ, «Шурӑмпуҫ» вокал ансамблӗ, «Илем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Халӑх кашнине хапӑл туса йышӑннӑ. Анаткасра пурӑнакан Л.П.Федорова тӑван ялӗ пирки хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Унтан анаткассемпе хӑнасем сӗтел хушшине ларса наци ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗленӗ.
Сӑнсем (62)
Шупашкар хула кунне ирттернӗ май Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ скверта кӑҫал та литература каҫӗ йӗркеленӗ. Унта, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал та чарӑнса тӑнӑ.
Сӑвӑ вулакансенчен ытларахӑшӗ чӑвашла янӑратнӑ-ха, ҫапах та ют чӗлхепе вулакансем те пулнӑ. Ҫав шутра — вырӑсла, украинла. Швецаринчен килнӗ хӑна — Жан-Батист Лебле — Ҫеҫпӗлӗн хрантсусла куҫарнӑ сӑввине вуланӑ. Сӑвва вӑл Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче курнӑ та килӗштернӗ. Пирӗн республикӑна хайхи чӑваш чӗлхине вӗренес тесех килнӗ. Лебле шучӗпе пирӗн чӗлхе илемлӗ тата янӑравлӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канашпа Вӑрмарта та пулнӑ. Ӑна вырӑнти халӑх ӑшпиллӗн кӗтсе илни те тӗлӗнтернӗ.
Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 545 ҫул (кун пирки тӗпчевҫӗсенчен хӑшӗсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ те, анчах официаллӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл ҫавӑн чул ҫулта) ҫитнӗ май паян Шупашкарта паллӑ эстрада тата джаз юрӑҫи Лариса Долина пулнӑ. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннипе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва вӑл, сӑмах май, тӗрленӗ чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ.
Долина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май Михаил Васильевич джаз юрӑҫи совет тата Раҫҫей эстрадине аталанма пысӑк тӳпе хывнине, ҫынсене чылай ҫул чун ӑшшине парнеленине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Лариса Долина юрлани ҫынсенче чи лайӑх туйӑма — юрату, шанчӑклӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑлӑх — ҫуратать тесе шухӑшлать иккен.
Долина Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Регионсенче юрлама ӑна Мускавпа Питӗртинчен ытларах килӗшнине те пытарман вӑл. Каҫхи тӑхӑр сехетре вӑл Шупашкрати Хӗрлӗ тӳремре концерт кӑтартнӑ. Ӑна Наци телекуравӗ тата республикӑн влаҫ органсӗен официаллӑ порталӗ тӳрӗ эфирта трансляциленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |