ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тата унӑн ҫемйин тупӑшӗ пирки информаци тухнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр регион пуҫлӑхӗ 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна вара 415 пин тенкӗ ҫеҫ илнӗ. Игнатьевсен 18 ҫул тултарман хӗрӗ те тупӑш пирки отчет тунӑ. Вӑл пӗлтӗр 15 пин те 247 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унчченхипе танлаштарсан, Михаил Игнатьевӑн тӗп ӗҫ вырӑнӗнчи тупӑшӗ 300 ытла пин тенкӗ ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ хысна укҫине перекетлес тӗллевпе пысӑк чиновниксен шалӑвне 10 процент чакарма йышӑннӑ. Ҫав шутра — ЧР Элтеперӗ те. Хушӑва Михаил Игнатьев пушӑн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Паянхи кун тӗлне Игнатьевсен ҫемйинче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Вӗсен калӑпӑшӗ — 83522 тӑваткал метр. Ҫавӑн пекех Игнатьевсен 2 ҫурт, 2 хваттер, гараж боксӗ тата «Mercedes-Benz B 170» урапа.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин та ҫулталӑкри хӑйӗн тупӑшне кӑтартнӑ. 2013 ҫулпа танлаштарсан, тупӑшӗ икӗ хут ӳснӗ. Владимир Путин 7,654 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унччен ку 3,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Республикин Геоинформаци порталӗнче ҫӗр саккунне хӑш районта ытларах пӑсни пирки пӗлме пулать. Ку информацие нумаях пулмасть вырнаҫтарма тытӑннӑ. Унта 2011–2015 ҫулсенчи тӗрӗслевсемпе паллаштараҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫакӑн йышши хыпарпа паллашма май туса параканнисем — Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви тата Росреестрӑн республикӑри управленийӗ.
Геоинформаци порталне 2013 ҫулхи ҫулла ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Унтанпа вӑл ҫӗнӗ хыпарсемпе пуянланса пырать. Унта республика территорийӗнче вырнаҫнӑ объектсем пирки пӗлме пулать. Хальлӗхе ун пек информаци 8,5 пин ытла объекта пырса тивет. Вӗсен шутӗнче культура эткерлӗхӗ шутланаканнисем те, инвестици лапамӗсем те, суту-илӳ точки вырнаҫтарма юракан вырӑнсем те пур.
Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем — Анатолий Аксаковпа Алена Аршинова — Раҫҫейри чи малашлӑхлӑ тата публикӑллӑ политиксем шутланаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывра кӑҫалхи нарӑс–ака уйӑхӗсенче ирттернӗ танлашӑм тӑрӑх чи паллӑ 100 политик йышне кӗнӗ.
Танлашӑма Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗ ирттернӗ. Списока тӑватӑ ушкӑна пайланӑ: «Малта пыракансем», «Ҫӳле хӑпаракансем», «Тӑнӑҫ вырӑнтисем», «Анса пыракансем».
Анатолий Аксаков 15 вырӑн йышӑнса «Ҫӳле хӑпаракансен» йышне лекнӗ. Унчченхи танлашӑмринчен вӑл пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Алена Аршинова ҫамрӑк пулин те ятлӑ-сумлӑ теме юрать. Вӑл «Тӑнӑҫ вырӑнтисен» йышне кӗнӗ. 100 политик хушшинче Аршинова 51-мӗш вырӑн йышӑнать.
Ҫӗрпӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Ленотьев ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа кӗсьене чикнӗ тата ӗҫ вырӑнӗпе ӳстерсе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫлӑх муниципалитет служащийӗсене укҫа-тенкӗ енчен тытса тӑрасси ҫинчен калакан нормативлӑ актсене пӑснӑ пулать. Вӑл хӑйне тата хӑйне пӑхӑнакан тӑватӑ ӗҫчене 35 пин тенкӗ преми памалла тунӑ. Анчах кун пек йышӑну кӑларма унӑн ниепле те ирӗк пулман иккен, мӗншӗн тесен укҫан хавхалантарассине ӗҫ укҫипе ахаль те пӑхса хӑварнӑ-мӗн те, лешсене те ахаль те параҫҫӗ иккен. Хушма преми парса хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хыснана 35 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева отставкӑна кайнӑ. Хула пуҫлӑхӗ ку ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе каяс тенӗ иккен. Ку пукана хӗрарӑм-пуҫлӑх пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Любовь Дмитриева ҫырса панӑ заявление иртнӗ эрнекун иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче, ӑна черетсӗр пухнӑ, ырланӑ. Дмитриева ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пӑрахӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫласси администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗн, Елена Туличеван хулпуҫҫи ҫине тиенӗ.
Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс валли комисси йӗркелес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Йышра сакӑр ҫын пулӗ.
...Юлашки ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулинче пуҫлӑхсем час-часах ылмашнине унтисем майӗпен хӑнӑхса та пыраҫҫӗ-тӗр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паян хӑйсен шалӑвне чакарма йышӑннӑ. Ку йышӑну патне вӗсем Президиум ларӑвӗнче ҫитнӗ. Шалӑва чакармалли сӗнӳпе Юрий Попов спикер тухнӑ иккен.
Шалӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур депутат илсе тӑмасть. «Халӑх тарҫин» тивӗҫне професси шайӗнче пурнӑҫлакансене кӑна ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
«Ҫӗршыври экономикӑри лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех ҫӗршыв Президенчӗ тата пирӗн республика Элтеперӗ тунӑ йышӑнусем вӑхӑтӗнче пирӗн те ҫавӑн пек йышӑнмаллах. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ парламентӑн ҫӳллӗ шайне кӑна пырса тивнине палӑртасшӑн. Вӑл Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче тӑрӑшакан ахаль ҫынсене пырса тивмест. Манӑн сӗнӗве Президиумӑн 10 пайташӗнчен тӑххӑрӑшӗ ырларӗ», — тенӗ Юрий Попов.
Ҫапла вара Президиум Юрий Попова хӑйне, унӑн ҫумне, комитетсен ертӳҫисемпе вӗсен ҫумӗсене шалӑва 10 процент сахалтарах тӳлеме йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин сумлӑ йышӗ республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ӗҫе ҫӳренӗ евӗр хутлама тытӑнни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлать. Ведомствӑра пысӑк тӗрӗслев пуҫланни пирки асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрне хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ систернӗ имӗш.
Чи малтанах тӗрӗслевҫӗсем ялта тавар туса илекенсене субсиди уйӑрнӑ чух саккуна пӑснипе пӑсманнине палӑртма шухӑшлаҫҫӗ пулать. Ревизорсем ытла та тӗплӗн тӗрӗслени тӳресене кӑштах сисчӗвлентерет те имӗш. «Халӗ пирӗн каҫхи 9–10 сехетченех ӗҫлеме тивет, прокурорсем питӗ тарӑннӑн пӑхаҫҫӗ», — тенӗ-мӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен ҫын маларах асӑннӑ МИХа.
Маларах ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 666,5 миллион тенкӗ субсиди куҫарса панине, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 2,7 хут нумайрах иккенне пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева ӗҫрен хӑтарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем экс-министр хӑй вӑхӑтӗнче (министрта чухне) вӑрмана саккунлӑ мар касса сутнипе 300-е яхӑн миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Сӑмах май, пӗр кун маларах тата тепӗр улшӑну пулса иртнӗ. Вӑл та — правительство шайӗнче. Министрпах ҫыхӑнман та, анчах министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин информаци политикин министрӗн ҫумне Алексей Новикова ӗҫрен хӑтарасси пирки Хушу кӑларнӑ. Министр ҫумӗ пулма тек мӗншӗн тивӗҫ маррине палӑртман.
37 ҫулти министр ҫумӗ пулнӑ ҫав ҫынна ку пукана 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шанса панӑччӗ.
Пирӗнтен ытлашшиех инҫе те мар вырнаҫнӑ Удмурт Республикинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — монополипе кӗрешекен вырӑнти тӳре-шара удмуртла тухакан рекламӑна вырӑсла кӑларттарасшӑн. Ку удмуртсене питӗ килӗшмен тет.
Ӗҫ-пуҫа Роскомнадзор пуҫарнӑ пулать. Пӗрре ҫапла удмуртсен хаҫатне пӑхнӑ май вӗсем реклама курнӑ та анчах вӑл вырӑсла пулманни тӳре-шарасене сисчевлентернӗ. Реклама пирки калакан саккуна туртса кӑларнӑ та унашкал хӑтланни ҫав саккуна пӑсать тесе пӗлтернӗ. Пӗлтерӳ вара Удмуртири наци театрӗнче Галина Романова вырӑнти сӑвӑҫӑн пултарулӑх каҫӗ пуласси пирки пулнӑ. Тӳре-шара шухӑшӗпе вырӑсла _кӑна_ пӗлекен ҫын капла пӗлтерӗве ӑнланмасть, ҫапла май вара вӑл пултарулӑх каҫне лекеймен.
Хаҫӑтӑн тӗп редакторӗ Зинаида Рябинина ӑнлантарнӑ тӑрӑх УФАС ӑнлантарӑвӗ ытла та ухмахла. Удмурт чӗлхипе тухакан хаҫата вырӑсла кӑна пӗлекен ҫын мӗн ӑспа алла илтӗр? Кунашкал йышӑну кӑларни вара удмурт чӗлхине хисеплеменни кӑна пулать имӗш.
«Удмурт Дунне» хаҫат 1915 ҫултанпа тухать. Нумай пулмасть вӑл хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хаҫат ӗмер тӑршшӗ удмуртла кӑна тухса тӑнӑ, унччен вӗсене унашкал пӗрре те айӑпламан.
ЧР Пенси службине ҫынсем тӑтӑшах шӑнкӑравлама тытӑннӑ-мӗн. Хваттерсем тӑрӑх ҫамрӑк ҫынсем ҫӳренине пӗлтернӗ вӗсем. Вӗсем хӑйсене Пенси фончӗн ӗҫченӗсем тесе паллаштараҫҫӗ иккен. Хайхискерсем 50 ҫултан ҫамрӑкрах ҫынсене пухӑнакан пенси пирки шухӑшлама ыйтаҫҫӗ-мӗн, килӗшӳ алӑ пусма сӗнеҫҫӗ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ку патшалӑхӑн мар пенси фончӗсем нумайланнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Акӑ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна 24 пенси фончӗ тытӑма кӗнӗ. Вӗсен элчисем клиентсен базине анлӑлатнӑ. Ҫав шутра — хваттерсем тӑрӑх ҫӳремелли те.
Чӑваш Енри пенси фончӗ ҫынсене хваттер тӑрӑх ҫӳрекенсенчен удостоверени ыйтма сӗнет. Килӗшӳ алӑ пусмалла-и? Кӑна вара кашни хӑй йышӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |