Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачурари ял вулавӑшӗ «Пурин валли те кӗнеке» акци ирттерет.
Ырӑ кӑмӑллисенчен вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑсен пуххине, классика прозине, истори литературине йышӑнаҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллисем кӗнекесем пырса пама тытӑннӑ та. Ҫынсем ытларах чухне совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен историлле романӗсене илсе пыраҫҫӗ.
Халӑхран пухнӑ литературӑна вулавӑш Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колоние ӑсатӗҫ.
Йӗплӗ пралук леш енне лекнисене кӗнеке кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вулавӑшра ӗҫлекенсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗнеке унтисене ҫынлӑха упраса хӑварма пулӑшать. Ырӑ кӗнекене вуласан ҫын хӑйӗн шухӑшлавне те лайӑх енне ылмаштарма пултарасса, вӗсене вӑй-хал парасса шанаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире «Шанӑҫ» информаципе консультаци кунӗ иртнӗ. Ӑна колонирен ҫывӑх вӑхӑтра ирӗке тухакансем валли йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ сӑлтава пула кирпӗч шутлама шӑпа тивнисене ирӗке тухсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшас тӗллевӗллӗ ҫакӑн евӗр мероприятие Шупашкар районӗнчи ӗҫлӗх центрӗнче ятарлӑ планпах ирттернине пӗлтереҫҫӗ унтисем.
Черетлӗ «Шанӑҫ» кунне 15 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене ирӗке тухсан ӗҫе ӑҫта вырнаҫма май пурри, ӗҫ тупассипе камран пулӑшу ыйтмалли ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Професси пӗлӗвӗ ҫук пулсан е пуррипе ӗҫ тупма йывӑр чухне урӑх специальность илме май пуррине тата ҫавӑн йӗркине те тӗрмерисене уҫӑмлатса панӑ.
Эдуард Дидиченко журналиста вӗлерни пирки эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Пустуй сӑмах мар-ши тесе шикленнӗрен малтанласа ку хыпара электрон МИХсем, ҫав шутра эпир те, асӑрханса хыпарларӗҫ. Инкекӗ, аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче каҫхи ҫакӑр сехет ӗлӗнче пулнӑччӗ. 49 ҫулти журналиста унран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех мӑшӑрӗ (харкашу самантӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ) мӑй тӗлӗнчен темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ, сурана пула арҫын ҫавӑнтах вилнӗ тесе каланӑччӗ.
Шупашкарти Мускав район сучӗ Дидиченко арӑмӗ тӗлӗшпе айӑплав кӑларни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Унта каланӑ тӑрӑх, мӑшӑр пӗрле эрех ӗҫнӗ. Харкашса кайнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна аллипе ҫапкаласа илнӗ, унтан какай вакламалли вилкӑпа мӑйӗнчен пӗр хутчен тирнӗ.
Пӗрремӗш инстанцири суд хӗрарӑма ҫичӗ ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупмалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗмен-ха.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ ятарлӑ тӗллевлӗ подразделенийӗ (спецназӗ) уйрӑм ҫурта куҫнӑ. Унти лару-тӑрупа республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара: Элтепертен пуҫласа Чӑваш Ен парламенчӗн вице-спикерӗ тата ытти пысӑк пуҫлӑх — паллашнӑ.
Спецназ малтан 1-мӗш номерлӗ колонире тӗпленнӗ. Кайран ведомствӑна РФ Хӳтӗлев министерстви хӑйӗн Шупашкарти ҫар хулине панӑ. Айӑплав пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен управлени унта юсав ирттернӗ. Халӗ ҫӗнӗ вырӑна вӑл спецназ валли администраци ҫурчӗ евӗр кӑна мар, вӗренӳ центрӗ вырӑнне те усӑ курасшӑн.
Спецназ хӑнасене хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан самантсенче йывӑрлӑха сирсе яма яланах хатӗррине кӑтартуллӑ самантсемпе ӗнентерсе панӑ.
Сӑнсем (5)
СИЗОна кулерпа тата электронлӑ кӗнекепе кайма юрӗ. Следстви изоляторне лекекенсене ҫавӑн пекех хӑлхана шӑв-шавран хупламалли хатӗр, куҫа ҫутӑ кансӗрлесрен ҫыхмалли илме юрать. Унсӑр пуҫне электричество чейникӗ, тӗнче тетелне тухма май ҫук электрон хатӗрсем илсе пыма чармӗҫ. Ку вӑл кӑштахран.
Ҫӗнӗлӗх пирки журналистсене Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Бояринев пӗлтернӗ.
«Следстви изоляторӗсен шалти йӗрки ҫинчен калакан правилӑна улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан приказ кӗҫех тухать пуль тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ Бояринев.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ каланӑ тӑрӑх, документа тивӗҫлӗ ведомствӑсенче пӑхса тухса ырланӑ. Халӗ ӑна РФ Юстици министерстви пӑхса тухать.
Следстви изоляторӗнчисене карас телефонӗ илсе кӗртме ирӗк памӗҫ тесе Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Чӑваш юмахӗсене турккӑлла куҫарма килнӗ хӑнана тытса чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Турцирен килнӗ Джамаледдин Явуз — ӑсчах, тюрколог. Ҫамрӑк арҫын «Юнус Эмре» программӑпа диссертаци валли материалсем пухма килнӗ-мӗн. Ӑсчаха иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ эрнелӗхе арестленӗ. Ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн-мӗн. Хальлӗхе Джамаледдин Явуз ют ҫӗршыв гражданӗсене хӑйсен ҫӗршывне ӑсатиччен вӑхӑтлӑх тытса усрамалли учрежденире ларать. Ун патне ӗнер «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗсем кӗрсе курасшӑн пулнӑ. Анчах вӗсене унта кӗртмен. Ҫакна учреждени ӗҫченӗсем «Ирӗклӗх» хастарӗсем Явузӑн тӑванӗсем маррипе сӑлтавланӑ. Ҫапах та хастарсем Явуз валли апат-ҫимӗҫ парса хӑварнӑ, учрежденире ӑна илсе юлнӑ.
Явузӑн кӗсье телефонӗпе усӑ курма юранине кура «Ирӗклӗх» хастарӗсем унпа шӑнкӑравласа калаҫни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ӑсчах хӑйне аванах туять-мӗн, пурне те салам каланӑ. Раштавӑн 3-мӗшӗнче ун патӗнче Турцин Хусанти Тӗп консульствин вице-консулӗ Нуреттин Кая пулнӑ.
Кам епле пултарать, ҫавӑн пек пуять темелле-ши Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнчен ҫумӗнче тӑрӑшакан этем пирки. Пуймалӑх сумми те ҫук пек те, анчах ӑна тӗпчевҫӗсем улталама хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫав ҫын хӑйӗн тӑванӗпе матрас тултармалли хатӗре 2 тонна та 772 килограмм сутасси пирки килӗшӳ тунӑ. Анчах колонирен материала 3 тонна ытла тиесе парса янӑ. Ҫапла вара 500 килограмм хут ҫинче курӑнмасӑрах кайнӑ. Тавар туянакан ҫав хатӗре тепӗр ҫӗре икӗ хут хаклӑрахпа сутнӑ.
Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ колоние 15 пине яхӑн шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем кӑсӑкланма тытӑннӑ. Тӗпчев малалла пырать, ӑл мӗнпе вӗҫленнине каярах пӗлӗпӗр.
Тӗрмере ӗҫлекенсем те вӑрлаҫҫӗ. Ҫапла тӑвассишӗн вӗсем аякка каймаҫҫӗ — хӑйсем ӗҫлекен вырӑнтанах ҫаклатса тухма хӑтланаҫҫӗ. 1-мӗш номерлӗ юсанмалли колонире ӗҫлекен 29 ҫулти арҫын кабель вӑрлас тенӗ. 21 метр тӑршшӗскере вӑл колонири мунчари шӑратмалли аппаратран татса илнӗ. Хӑй мар. Унта ӗҫлекен икӗ ҫынна ыйтнӑ. Уншӑн сигарет тата чей пама шантарнӑ. Лешсем айӑплава тӗрмере ирттерекенскерсем пулнӑ.
Татса панӑ кабеле арҫын йӑлари каяшпа илсе тухма тӑнӑ. Анчах алӑк патӗнче ӑна колонин оперативлӑ пайӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Хайхисене тӗрмере лараканнисем, кабель татса панисем, систернӗ.
Тӗрмере ӗҫленӗ ҫынна халӗ вӑрлама хӑтланнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗпе айӑплӗҫ. Тӗпчев материалӗсене суд пӑхса тухӗ.
Индонезири наркотиксемпе кӗрешекен агентство утрав ҫинче тӗрме тума сӗннӗ. Унта мӗн виличченех хупнисене крокодилсемпе сыхлаттарасшӑн.
Кӑна Буди Васесо агентство пуҫлӑхӗ сӗннӗ. Хаяр крокодилсене тупас тӗлӗшпе вӑл архипелагсен тӗрлӗ пайне ҫитсе курасшӑн. «Эпир мӗн чухлӗ пултарӑпӑр — ҫавӑн чухле крокодил сыхлаттарма ярӑпӑр», — тенӗ вӑл вырӑнти МИХсене. Ҫавӑн пекех вӑл крокодилсем тӗрме сыхлакан ҫынсенчен лайӑхраххине, вӗсем хупнисене тарма май памассине пӗлтернӗ.
«Крокодила укҫа парса кӑмӑлне ҫавӑраймӑн. Вӑл тарма та пулӑшмӗ», — тенӗ агентство ӗҫченӗ. Анчах ку плана хальлӗхе хатӗрлеҫҫӗ кӑна-ха. Утрав ҫинче тӗрме тӑвас ыйтӑва та пӑхса тухаҫҫӗ ҫеҫ.
Индонезире наркотик саракан хурахсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп. Кӑҫал патшалӑх тунӑ ӗҫ халӑхсене самай пӑлхатнӑ. Ака уйӑхӗнче унта ют ҫӗршыври сакӑр ҫынна, наркотик сутнӑскерсене, пуҫ каснӑ.
Ҫапах Индонези президенчӗ Джоко Видодо наркосутуҫӑсен вилӗм куҫӗнчен пӑхмаллине калать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче каҫару ыйтӑвӗпе комисси ӗҫлет. Унӑн черетлӗ ларӑвӗ ҫак эрнере иртнӗ. Хальхинче те унта вӑл е ку енпе айӑпланнисем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухнӑ.
Сӑмах май ҫакна каламалла: айӑпланнисем ыйтса ҫырнине малтан регионсенчи комиссисем пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсем шеллесе каҫарас тесе шухӑшласан федерацин субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ пӑхса тухать. Унтан Элтепер алли витӗр кӑларса кирлӗ хутсене Раҫҫей Президенчӗн патне ӑсатаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси хальхи ларура 15 ҫын ыйтса ҫырнине тишкерсе тухнӑ, кашнин тӗлӗшпех вӑл е ку йышӑну тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене каҫарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |