«Про Город» хаҫат редакцинчен Шупашкарти Кадыков урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Сергей Егоров вӗсен подъездӗнче пурӑнакан пӗр ҫын пирки каласа кӑтартнӑ.
Сергей каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын подъездра темиҫе уйӑх пурӑнать иккен. Ӑна хваттере тӑванӗсем кӗртмеҫҫӗ. Тимиҫе уйӑх каялла вӑл йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа тӑван килне кӗреймест.
Ҫапла майпа вӑл урамра тӑрса юлнӑ, йӑмӑкӗпе шӑллӗ хваттере кӗртмеҫҫӗ. Кӳршисем вара ӑна май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ.
Арҫын суда ыйту ҫырнӑ-мӗн. Хальлӗхе килсӗр-ҫуртсӑрскер ҫӳлти хутри лапамра пурӑнать. Хӗлле, паллах, уйрӑмах йывӑр. Ҫитменнине, арҫын эпилепсипе аптӑрать. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Официаллӑ документсем хатӗрлемесӗр вара пулӑшу илме ҫук.
Тӗрме тени тӗрӗсех мар пуль-ха. Ҫӗрпӳ районне ертсе пырать тени те тӗрӗсех мар. Сӑмахӑмӑр — Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫын пирки.
Аса илтеретпӗр, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Сергей Артамонова пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне куҫарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне вӑхӑтлӑх туртма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Борис Маркова шаннӑччӗ.
Кӑҫалтан Ҫӗрпӳ район администрацийӗн тытӑмӗнче — улшӑну. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство пайӗн пуҫлӑхӗ тата райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Казакова лартнӑ. Вӑл хӑй Ҫӗрпӳре пурӑнать. Хусанти танк институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулнӑ. 2000 ҫулта хӑй ирӗкӗпе саппаса янӑ хыҫҫӑн Казаков Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колоние стажера вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ должноҫре ӗҫлесе вӑл колони пуҫлӑхне ҫитнӗ.
Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин судпа айӑпланнӑ виҫӗ ҫынна каҫарма йышӑннӑ. Раҫҫее ертсе пыракан шелленнисен йышӗнче Чӑваш Енри арҫын та пур.
Путин Хушӑвӗпе 82-ри Александр Груданова, 51-ри Валерий Гудникова тата 32-ри Антон Ануфриенкона каҫарнӑ. Малтанхи иккӗшӗ айӑплава тимӗр решетке хыҫӗнче ирттернӗ, Ануфриенкӑна ӗҫлесе юсанмалла тунӑ.
Паян сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ мучие 2012 ҫулта Ҫӗмӗрле район сучӗ ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. ТАСС информаци агентсви пӗлтернинче мучие мӗншӗн решетке хыҫне ӑсатнине каламан.
Путин Хушӑвӗ вунӑ кунтан пурнӑҫа кӗмелле.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ.
Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ.
Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш колонире (унта хӗрарӑмсем лараҫҫӗ) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ун пек кунсене тӗрмесенче йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ытти чухнехиллех вӑл айӑпланнисемпе вӗсен тӑванӗсене курнӑҫма май туса панӑ. Тӗлпулӑва пынисем тӗрмери условисем пирки ыйтса пӗлнӗ кӑна мар, вӗсене производство участокӗсене, столовӑя, айӑпланнӑ хӗрарӑмсем пурӑнакан общежитие илсе кайса кӑтартнӑ.
Тӗрмене лекнӗ ҫын унтан епле тухасси ҫавсен тӑванӗсенчен те нумай килет тесе шухӑшлаҫҫӗ айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем.
Сӑмах май каласан, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара ун пекрех курнӑҫӑва Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗнче ирттернӗччӗ. Унта та айӑпланнисен тӑванӗсем пухӑннӑччӗ. Вӗсем асӑннӑ Управленире ӗҫлекенсенчен хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсем пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Тав тӑвакансем те тупӑннӑччӗ. Пӗри, сӑмахран, хӑй ларнӑ вӑхӑтра тӗрмере услови урӑхла пулнине пӗлтерчӗ. Халӗ унта унӑн тӑванӗсен хӗрӗ тата ывӑлӗ лекнӗ-мӗн те, вӑл вӗсене курма кайса ҫӳренӗ май халӗ услови самай лайӑххине асӑнса хӑварчӗ. Сӑмах май каласан, вӑл: «Эпӗ айӑпшӑнах лартӑм-ха, манӑн тӑванӑн хӗрӗ айӑпсӑр ларать», — тесе хучӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗрмере ларакан савнийӗ патне каяссишӗн тухтӑртан суя справка илнӗ. Унпа темиҫе талӑклӑха тӗл пулас тесен курнӑҫӑва нумайлӑха пыракан ҫынтан ӳт-тирпе венерологи чирӗпе аптӑраманнине ӗнентерекен справка ыйтаҫҫӗ иккен. Хӗрарӑм те чирлӗ пулнӑ вара, те тӗрӗслев витӗр тухас килмен — дерматолог-венеролога 1 пин тенкӗ тыттарнӑ та лешӗ хайхие таса-сывӑ тесе справка ҫырса та панӑ.
Суя справка ҫырса ларакан тухтӑра суд 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑра сывлӑх сыхлав органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 1-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин тытӑмӗнчи аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакансене епле ҫӑмӑллӑхсем кӳни пирки тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Форма тӑхӑннӑ ҫынсем хисеплӗ тесе ӗнентернӗ вӗсем ачасене.
1-мӗш шкул Михаил Силантаев ячӗпе хисепленсе тӑнине аса илнӗ май пяан та халӑх асӗнче пулнине палӑртнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Васильевич ҫав ялта ҫуралса ҫав шкула пӗтернӗ. Ачасене аслисем ун пек паттӑрсен ятне ямалла мар тесе хӑйсене те вӗсем пек пулма суннӑ.
Ыранхи ҫинчен паянах шухӑшлаҫҫӗ тесе каламалла-тӑр тӗрмере ларакан хӑш-пӗр ҫын пирки. Юсанмалли 5-мӗш колонире, ав, айӑплава ирттерекенсене вӗрентсе те кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсенчен пӗри аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом алла илнӗ. Тӗрмере ларакан хӗрарӑм юрист пулса тӑнӑ.
2013 ҫултанпа колонире, сӑмах май, айӑпланнӑ 18 ҫын алла пӗлӳ илет иккен. Вӗсенчен пӗри Хальхи вӑхӑтри гуманитари академийӗнче вӗреннӗ. куҫӑн меслетпе мар паллах, дистанцилле майпа. Экзаменне те вӑл ҫапла майпа тытнӑ.
Улатӑр тӑрӑхӗнче тӗрмерен тухакансем валли ӗҫ вырӑнӗ тупса парассипе ҫине тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ хулапа районта вырнаҫнӑ айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен организацисем тата вырӑнти ӗҫлӗх центрӗ пӗрле пулнипе малараха сене ӗҫе ятарлӑ палнпах пурнӑҫласа пырать-мӗн.
Сӑмах май, вӑл тӑрӑхра икӗ тӗрме, юсанмалли 2-мӗш номерлӗ колони тата 8-мӗш номерлӗ колони-поселени.
Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра 2-мӗш колонире «Шанчӑк» ятпа консультаципе информаци кунӗсем тӑватӑ хутчен ирттернӗ. Унта 187 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Колони-поселенире айӑплава ирттерекенсем валли ун йышшине виҫӗ хут йӗркеленӗ тата пӗр хут — ваканси ярмӑркки. Колони-поселенире ирттернӗ мероприятисене 155 ҫын хутшӑннӑ.
Кун пеккисем тӗрмерен тухакансене пурнӑҫри хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тӗллевли паллӑ ӗнтӗ. Ӗҫлӗх центрӗ урлӑ вӗренсе професси алла илме май пуррине те вӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ.
Ҫак эрнере Чӑваш Енӗн Обществӑн сӑнав комиссийӗн ертӳҫи Николай Косыев тата «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов Шупашкарҫывӑхӗнчи арҫынсен 4-мӗш колонийӗнче пулнӑ.
Тӗрмере вӗсем тӗрӗслекенсем чылай чух кӗмен вырӑнсене пӑхнӑ та лару-тӑру кӑмӑла пӑснӑ-мӗн. Айӑпланнисем те правӑна хӳтӗлекенсене хӑйсен пурнӑҫӗ пирки самай евитленӗ-мӗн. Отрядсенчен пӗринче хӑнкӑласем чупаҫҫӗ иккен, тепринче чӳрече рамине алран кайтӑр тенӗ пек лартнине кура витӗр ҫил кастарать иккен. Ҫывӑрмалли вырӑнсем те начар-мӗн.
Алексей Глухов шучӗпе, 4-мӗш колони тӑрӑмӗ ытла та начаррине кура ӑна хупмалла кӑна. Учреждени тӗнчери стандартсене тивӗҫтермест иккен, йӗрке тума вара ытла та тӑкаклӑ-мӗн.
Ҫак эрнере асӑннӑ хастарсем хӗрарӑмсен Ҫӗрпӳри 7-мӗш колоние ҫитме палӑртнӑ. Ахӑртнех, кайса курнӑ та пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |