Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗрмесем

Прокуратура ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи Толик Хураски ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ 6-мӗш колонири йӗркене тӗрӗсленӗ.

Хайхи вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрмере ларакансене килтен парса янӑ ал шӑллисене тата касса ярасран хӑрамалла мар хырӑнмаллисемпе усӑ курма ирӗк паман иккен. Айӑпланнисене тӑванӗсем ярса паракан ҫав япаласене вӗсем туртса илнӗ-мӗн (хӑйсен учрежденийӗнче паракан япаласемпе усӑ курма чарман имӗш-ха). Чӑннипе вара апла хӑтланма юраман иккен. Ҫакӑн пирки прокуратура судах ҫитнӗ. Унта прокуратура тӗрӗсех ҫине тӑни пирки палӑртнӑ, тытса илнӗ япаласене памалла тунӑ.

 

Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ 6-мӗш колонире ларакан 23 ҫулти Иван Ибетов пӗр кунхине лезвипе юн тымарне татса янӑ иккен. Ҫак утӑма каччӑ хӑйне ним ҫукран наркотикпа ҫыхланнӑ тесе айӑпланӑран тунӑ тесе ӑнлантарать-мӗн.

Пӗринче ун патне хӑйсен ялӗнчи пӗр ҫын тулли сумкӑпа килнӗ — унта пирус, апат-ҫимӗҫ чикнӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтра ӑна палламан пӗр ҫын тӗрмере ларакан пӗлӗшӗ валли япала пама ыйтнӑ имӗш. Колони ӗҫченӗсем сумкӑна тӗрӗслеме тӑрсан унта наркотик пуррине асӑрхаҫҫӗ. Куншӑн вара каччӑна 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пур-мӗн. Каччӑ хӑйӗн хӳтӗлевҫине тата Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Уполномоченнӑя Юрий Кручинина пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна айӑпа йышӑнма сӗннӗ-мӗн, апла тусан тем пулмасси пирки шантарнӑ пулать.

Юн тымарне каснӑ хыҫҫӑн вӑл тухтӑрсен пулӑшӑвне хирӗҫленӗ, прокурора чӗнсе парасса кӗтнӗ, анчах тӗл пулма май килмен-мӗн. Унтан та ытларах — ирхи пиллӗк сехетре ун патне колони ӗҫченӗсем пырса кӗрсе хӗненӗ те штраф изоляторне хупса хунӑ имӗш. Кунти чӑнлӑха тӗпчевҫӗсем тупсан кӑна ӗнтӗ...

 

Прокуратура тесен чылайӑшӗн ӑнлавӗнче айӑплавпа ҫыхӑннӑ шухӑшлав ҫуралать-тӗр. Ҫапах та кирлӗ пулсан прокуратура хӳтте кӗрет. Суд ытла кӑра йышӑну тунӑ тесе те вӑл хӑш чух тавӑҫпа тухать. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрин пирки нумаях пулмасть эпир ҫырса кӑтартнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, 55 ҫулхи 2-мӗш ушкӑнри сусӑра Шупашкар район сучӗн йышӑнӑвӗпе 10 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ пулнӑ. Ку айӑплава вӑл дача ҫуртне кӗрсе сахӑр песукӗ тата ҫава вӑрласа 305 тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑшӑн тивӗҫнӗ. Шупашкар район прокуратури ҫапла йышӑнупа килӗшме пултарайман — сусӑра условлӑ майпа айӑплама ыйтнине Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн коллегийӗ тивӗҫтернӗ.

Халӗ тата ҫавӑн йышширех тепӗр тӗслӗх. Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗнче пурӑнакан, пӳрчӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ ниҫта та ӗҫлемен арҫын пӗрисен нӳхрепӗнчен пӗр михӗ ҫӗрулми тата цемент вӑрланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл никам пурӑнман пӗр ҫуртран кивӗ урай хӑмисене 15 штук пӗҫертнӗ. Вӑрланӑ пурлӑха пӗр ялта пурӑнакансене сутнӑ.

Малалла...

 

Экономика преступленийӗсем тунисене нумаях пулмасть пирӗн ҫӗршывра каҫарма йышӑнчӗҫ. Анчах пурне те мар. Саккуна хирӗҫле ҫак ӗҫе хӑратса, вӑйпа усӑ курса тунӑ тӑк каҫарасса кӗтсе илеймӗн. Амнисти ҫур ҫуллӑха пырать. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.

Ҫак вӑхӑтра Раҫҫейӗпе пурӗ 10 пине яхӑн ҫын ирӗке тухмалла. Ҫав шутра Чӑваш Енри икӗ усламҫӑ та пур-мӗн. Кун пирки усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов Regnum информаци агентствине пӗлтернӗ. Ыттисене, айӑплав вӑхӑтне тӗрмере лармасӑр ирттерекенсене, — ун пеккисем вӑтамран пӗр 100 ҫын таран — каҫарас шанчӑк пур-мӗн.

 

Раҫҫейре экономика каҫарӑвӗ ҫинчен калакан йышӑну вӑя кӗнӗ. Вӑл ҫур ҫуллӑха пырӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗршыври тӗрмере ларакансене 10 пин ҫын таран ирӗке кӑларӗҫ. Анчах пурне те мар. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ преступлени тунисене. Сӑмахран, автор прависене пӑснипе тимӗр карта леш енне ҫакланнисене, банк ӗҫ-хӗлӗпе саккуна пӑсса аппаланнисене, кредита саккунлӑ мар майпа илнисене, тавар паллине саккунлӑ мар майпа усӑ курнисене, кредит парӑмне е татам налука тӳлес марришӗн пӑрӑнса ҫӳренисене...

Ҫапах та ирӗке пули-пулми кӑлармӗҫ. Экономика амнистине лекес тесен хайисен хӑйсем шар кӑтартнисен умӗнчи парӑма е татмалла, е татма шантаракан хутсемпе ӗнентерсе памалла. Анчах преступление тунӑ чух вӑйпа усӑ курнӑ е унпа усӑ курассипе хӑратнисене вара ку «ачашлав» пырса тивмӗ.

 

Аслисем кашни шӑпӑрлана паракан «Ӳссен эсӗ кам пулан?» ыйтӑва ылмаштарса каланине эсир ӑнлантӑр пулӗ. Улатӑрти 2-мӗш колонире ларакан хӗрарӑмсемпе ҫак темӑпа нумаях пулмасть ӗҫсӗрлӗх службин ӗҫченӗсем калаҫнӑ. Тӗрмере ларакансемшӗн ку ҫӗнӗ мероприяти мар-мӗн-ха. Ирӗке тухсан ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑнӑхтарас тӗллевпе ун пек калаҫӑва тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ иккен.

Айӑплав вӑхӑчӗ иртнӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫма пулӑшас тӗллевпе хӗрарӑмсене хальхи вӑхӑтра кирлӗ профессисем пирки каласа кӑтартнӑ. Резюме мӗнле шӑрҫаламаллинчен тытӑнса пӗр-пӗр организацие кайсан епле тытмалли таранах вӗрентнӗ. Ӗҫ шыранӑ чух халӗ радио-телевиденири, ҫавӑн пекех Тӗнче тетелӗнчи информаципе те усӑ курма пулассине пӗлтернӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем тӗрлӗ профессие — сутуҫӑна, парикмахера, ҫӗвӗҫе, повара тата ыттине вӗрентни пирки те уҫӑмлатса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та