Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районне ертсе пынӑ чӑваша, 41 ҫулти Александр Шадрикова, регионӑн экологипе ҫутҫанталӑк министрне лартнӑ. Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Ҫапла хыпарлать регион ертӳҫин пресс-служби.
Палӑртса хӑварар, чӑвашла та, тутарла та шакӑртаттарса калаҫакан Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Кивӗ Ҫӗпрел салинче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче физикӑпа математика учительне вӗреннӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухса юрист дипломне алла илнӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел муниципалитет районӗн пуҫлӑхне лартнӑ, вырӑнти канашӑн председательне суйланӑ. Вӑл — саппасри лейтенант та. Авланнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратать. Ачисем иккӗшӗ те тӑван чӗлхене манман, тутарла та таса калаҫаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче фольклор уявӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӑна хӗллехи Акатуй тесе хакланӑ. Уявра «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» регионсем хушшинчи радиоконкурса пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле Ӗренпур, Тутар, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи чӑвашсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе килентернӗ.
«Епле ӗлккен курӑнаҫҫӗ тухья-хушпуллӑ пикесемпе арӑмсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗ аякранах куҫа илӗртет, ҫепӗҫ юрри чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать. Куракансем те пӗр вырӑнта чӑтса лараймарӗҫ. Халӑхран тухнӑ артистсемпе пӗрле юрласа-ташласа савӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ уявра пулнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш клубӗ ҫумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ 3 юрӑ шӑрантарнӑ. Вӗсене «Пултарулӑхри хӑйне евӗрлӗхшӗн» номинацире чысланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик ялӗнче тутар драматургне, ҫыравҫине, публицистне, сатирикне, тӑлмачне, поэтне, театроведа Фатхи Бурнаша асра тытнине палӑртса палӑк уҫнӑ. Ӑна вӑл ҫуралнӑ ҫурт тӗлне вырнаҫтарнӑ.
Фатхи Бурнаш ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Патӑрьел районӗнчи тутар ялӗнче ирттернӗ мероприятие райадминистраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Данил Салахов ертсе пыракан делегаци, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Фарит Гибатдинов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Фатхи Бурнаш (Фатхелислам Закирович Бурнашев) 1898 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре ҫуралнӑ. Октябрьти революци хыҫҫӑн вӑл тутар пичетне йӗркеленӗ. 1940 ҫулта ӑна националист тесе айӑпласа кӑштахран персе пӑрахмалла тунӑ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан, пулӑран таврӑнакан пулӑҫсен машини тивсе кайнӑ. Инкек ӗнер, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.
Арҫынсем Тутарстанри Ешӗлвар районӗнчи пӗр ял патне пулла кайнӑ. Килнӗ чух вӗсен машини хыпса илнӗ. Машинӑрисем шар курман, анчах автомобиль ҫунса кайнӑ.
Инкек пирки «Прогород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ. «Эпир вӗсемпе пӗр вӑхӑтра пулӑ тытрӑмӑр. Арҫынпа каччӑ «ВАЗ-2105» машинӑна ларса пирӗнтен маларах кайма тухрӗҫ. Эпир ҫитнӗ ҫӗре вӗсен машини ҫунса кайнӑччӗ, пушарнӑйсем те ӑна ҫӑлса хӑвармарӗҫ», — каласа панӑ инкеке курнӑ ҫын.
Автомобиль ҫулпа пынӑ чух хыпса илнӗ. Машина водителӗ, ҫамрӑк арҫын, хӑйсем те аран тухса ӗлкӗрнине пӗлтернӗ.
2018-мӗш ҫул — И.Я.Яковлев ҫулталӑкӗ.
И.Я.Яковлев 1848-мӗш ҫулта Кӑнна Кушкинче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн амӑшне Анастасия Макарова тенӗ.
Чӑвашла тепле каланӑ ӗнтӗ? Паллах мар. Эпир халлӗхе Наҫтук тейӗпӗр. Иван Яккӑльччӑ ҫав Наҫтукӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ темелле мар. Мӗншӗн тесен татах та пулнӑ. Аслӑраххисем ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: тата тепӗр Иван, Акулина (Кулине ?), татах тепӗр ывӑл (патриарх асаилевӗсенче ятне кӑтартман).
Хӑйпе пӗр тӑваннисене Иван Яккӑльччӑ яланах пӗлсе тӑнӑ, пулӑшма тӑрӑшнӑ.
Унпа пӗр тӑваннисенчен пӗрне Иван Анастасин тесе чӗннӗ. Кӑнна Кушкинчех пурӑннӑ вӑл.
Паллӑ ӗнтӗ, хӑйӗн юлашки ҫулӗсене И.Я.Яковлев Мускавра, аслӑ ывӑлен килйышӗнче, пурӑнса ирттернӗ. 1928-1929-мӗш ҫулсенче ӑна пӑхма ятарлӑ ҫынна чӗнсе илнӗ. Унӑн ячӗ — А.А.Анастасин. Вӑл — патриархӑн тӑван пиччӗшӗн ывӑлӗ пулма кирлӗ. Ҫав ҫын, ватӑлнӑ Иван Яккӑльччӑна пӑхса пурӑннӑскер, хай хыҫҫӑн асаилӳсем хӑварнӑ. Асаннӑ ҫырав 1962-мӗш ҫулта "Чӑваш календарӗнче" пичетленсе те тухнӑ. Асаилӳсен оригиналӗ вара Чӑваш гуманитари институчӗн архивӗнче упранать (Отдел II.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклистсем тупӑшнӑ. Мотокросс валли ятарлӑ ҫул хатӗрленӗ.
Ӑмӑрту кӑҫалхипе пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ иртет.
Хӗллехи мотокроса тӗрлӗ регионти: Самар, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи тата Чӑваш Енри тӑватӑ ытла теҫетке спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем тимӗр ута пӑрлӑ ҫул ҫинче те ҫӑмӑллӑн парӑнтарма пултарнине кӑтартса панӑ.
Мотокросс ветеранӗсем те, куракансем те ӑмӑртупа чунтан киленнине, тупӑшу илемлӗ те асра юлмалла иртнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, ӗнерпе паян пирӗн республикӑра спортпа туслӑ ҫемьесемпе ветерансен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртмеллеччӗ. Анчах йӗлтӗр ҫулӗ пӑрлаккине кура ӑна каярах йӗркелӗҫ.
«ПолитБрокер» телеграм канал «Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» пичетленӗ. Унта ҫӗршывӑн субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне пичетленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «вӑтам чаку» ушкӑна лекнӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчен унта ҫавӑн пекех Киров облаҫӗнчи Игорь Васильев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сергей Морозов, Сарту облаҫӗнчи Валерий Радаев, Пермь облаҫӗнчи Максим Решетников тата Пушкӑртстанри Рустэм Хамитов кӗнӗ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче лайӑх кӑтартупа танлаштарӑмра Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Глеб Никитин, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов палӑрнӑ.
«Кӗпӗрнаттӑрсен биржине» «ПолитБрокер» телеграм канал ҫулсерен хатӗрлет. Ӑна вӑл епле аталаннине кура тӗрлӗ ушкӑна пайласа йӗркелет.
Хусан ҫывӑхӗнчи Залесный поселокӗнче пурӑнакан Николай Губанов мечӗтре сурӑх пуснине вӑл тӑрӑхри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Николай Губанов «ҫитмӗлтисен шутне ҫак уйӑхра кӑна кӗнӗ-ха», хыпарлать Константин Малышев. Тахҫанах асатте тата кукаҫей ятне илтнӗскерӗн тӗп хулара пурӑнма тытӑнни те пайтах пулать, ӗҫӗ те ҫӑмӑлли пулман иккен.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче вӑл Хусанти 2-мӗш профтехучилищӗре вӗреннӗ. Ҫартан таврӑнсан ҫул-йӗр техникумне пӗтерет те «Казаньстройтрансӑн» автогаражӗнче слесарьте ӗҫлеме пуҫлать. Унтан бригадирта, механикра, участок пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ӗҫе тирпейлӗ пурнӑҫланӑран ӑна тутарсем сурӑх пусма чӗнеҫҫӗ иккен, вырӑнти мечете кайса та ҫак ӗҫе пурнӑҫлать вӑл.
Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ.
Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ. Камӑн хӑйӗн ачине япӑхрах пурнӑҫ сунас тейӗ? Никам та пуль. Сӑмаххисем хитре, анчах вӗсем хыҫӗнче мӗн пытанать? Пур халӑха та вырӑслантарас тӗллев кӑна. Улатимӗр «патша» шухӑшӗпе ачасем пурте вырӑсла пӗлсен кӑна вӗсен пӗрешкел условисем пулӗҫ. Кунта йӗкӗлтесе илме те пулать: чӑн та икчӗлхеллӗхре ӳсекен ачасем ӑслӑрах пулнине нумай тӗпчев ҫирӗплетсе панӑ. Паллах, вырӑссен пӗр чӗлхе ҫеҫ пулнипе вӗсем ку тӗлӗшрен аталану енӗпе кая юлаҫҫӗ, ҫавна пула пирӗн «патша» пӑшӑрханать те пуль, ҫавна пулах пӗр тан условисем хатӗрлесшӗн те.
Лайӑш районӗнчи Габишево салинче Амӑш куннӗ ячӗпе ирттернӗ концертра чӑвашла тумланнӑ ача те сцена ҫине тухнӑ. Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра Александра Романова пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ тумлӑ Мария Яковлева юратнӑ та хаклӑ амӑшне «Ман аннен паян ҫуралнӑ кунӗ» юрӑпа саламланӑ. «Чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ, шӑпчӑк саслӑ хӗрачана куракансем тахҫанччен сцена ҫинчен ямарӗҫ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Чӑвашсем нумай кунта», — хыпарланӑ хаҫатҫӑ.
Габишевӑри вӑтам шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Мария мӗн пӗчӗкренпех вырӑнти Культурӑпа спорт центрне ташлама ҫӳрет иккен.
«Юрлама пуҫласси унӑн пӗр кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ. Виҫӗ ҫул каялла, хӗрӗм 2-мӗш класра вӗреннӗ чухне, шкулта халӑхсен туслӑхне халалласа наци уявне йӗркелеме шухӑшланӑ. Вӗрентекен ӑна чӑваш юррине вӗренме ыйтнӑ. Эпир ашшӗпе иксӗмӗр те чӑваш пулнине кура тархасланӑ пуль те-ха. Шухӑша путрӑмӑр вӗт – «Кукаҫипе куками» юрӑ пуринчен те ҫӑмӑлраххи пек туйӑнчӗ», — каласа кӑтартнӑ хӗрачан амӑшӗ Елена Яковлева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |