Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 55 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Театр ӗҫӗ-хӗлӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперипе пуҫланнӑ.
Пирвайхи 15 ҫул театрӑн илемлӗх ертӳҫи Борис Марков пулнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, театр ҫӑмӑл мар лару-тӑрура ҫуралнӑ. Ун чухне профессионал хор та, балет та пулман. Специалистсем те ҫитмен. Савутсенчен, фабрикӑсенчен, аслӑ шкулсенчен пултарулӑх ушкӑнӗнчи ҫынсем килнӗ унта. Вӗсем каҫсерен репетицисем ирттернӗ.
Историе илес пулсан, Чӑваш академи драма театрӗн тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн симфони оркестрӗн ҫумӗнче 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музыка драма театрӗ йӗркеленнӗ. 1969 ҫулта вӑл уйрӑм ушкӑн пулса тӑнӑ, 1993 ҫулта вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне панӑ.
Юбилей каҫӗнче Георгий Хирпӳн «Нарспи» оперине кӑтартӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче эксклюзивлӑ концерт пулӗ, унта артистсен ачисем сцена ҫине тухӗҫ. 27-мӗшӗнче вара халӑха «Шывармань» курма чӗнеҫҫӗ.
Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ.
«Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке.
Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ.
Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Паянтан Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӑваш классики тата хальхи» фестиваль пуҫланнӑ. Ку мероприятие чӑваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестиваль паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак вӑхӑтра спектакльсен ярӑмӗ пырӗ. Ун пеккине маларах театр, сӑмах май, Валерий Яковлев тӗп режисерӑн юбилейне халалласа йӗркеленӗччӗ.
Хальхи фестиваль Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлӗ. Программӑна ҫавӑн пекех Денис Гордеевпа Геннадий Кирилловӑн «Хурлӑхлӑ хурама сасси», Петр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Анатолий Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗсене кӗртнӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сцена ҫине премьера кӑларӗ. Вӑл — чӑваш музыкин классикӗн А.Асламасӑн «Прерванный вальс» опери. Концерт постановки ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫынсен кӑмӑлӗ пирки опера пирӗн халӑхӑн сӑваплӑ паттӑрлӑхӗ пирки тепӗр хутчен аса илтерӗ.
Сцена ҫине ҫав кун ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Андрей Николаев тата Светлана Ефремова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Сергей Кузнецов, Константин Москалев, Максим Корсаков, театрӑн симфони оркестрӗ тухӗҫ.
Кӑна сцена ҫине 1963 ҫулта театр йӗркелӳҫи тата пӗрремӗш режиссерӗ Борис Марков кӑларнӑ ӗнтӗ.
Ҫынсен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхӗ опера тӑршшӗпех палӑрать. Ҫавӑнпа театр ушкӑнӗ ӑна сцена ҫине тепӗр хут кӑларма шухӑшланӑ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Пукане театрӗ 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче С.Мерзляковӑн «Три подружки» спектакльпе пуҫланнӑ. Професси коллективӗ Етӗрнери куҫса ҫӳрекен Пукане театрӗн ҫумӗнче йӗркеленнӗ.
70 ҫулта Пукане театрӗ 400 яхӑн спектакль, пукане шоу, театрализациленӗ программа хатӗрленӗ. Кашни сезонта ҫӗнӗ 5 постановка лартаҫҫӗ.
Гастроле вӗсем Чӑваш Республикин тулашне те ҫитнӗ: Тутарстан, Мари Республики, Чӗмпӗр, Архангельск, Самар, Чулхула, Тӗмен облаҫӗ тата ыттисем.
Театр ыркӑмӑллӑхпа та ӗҫлет. 2013 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Пурин те пӗрпек пулмалла мар» фестиваль йӗркелет. Ку — сусӑр ачасем валли. Ун чухне социаллӑ реабилитаци центрӗсенче, семинар практикумсенче, ӑсталӑх класӗсем, пултарулӑх лабораторийӗсем ирттереҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнче халӑха Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хисеплесе, театр пултарулӑхне аталантарас, чи лайӑх драма ушкӑнӗсене, авторсене тупса палӑртас тӗллевпе Чулкаҫри культура ҫуртӗнче театрсемпе драма ушкӑнӗсен «Мухтав ахрӑмӗ» район фестивалӗ иртнӗ.
Жюрире вырӑнти тӳре-шара пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.
«Чи лайах спектакль» номинацире Кӗтеснер ялӗн клубӗ ҫӗнтернӗ. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята Кӗтеснерти А.Г.Скворцов тивӗҫнӗ. «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» ята вара Вӑрмарти А.Е.Белова илнӗ.
«Чи лайӑх режиссер ӗҫӗ» номинацире Кивӗ Вӑрмар тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. «Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайах илемлетни» номинацире арапуҫсем мала тухнӑ.
«Чи лайӑх тум» номинацире Анаткас ялӗ ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх декораци» номинацире — Чулкаҫ ялне ҫитекенни пулман.
Сӑнсем (14)
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче сцена ҫине «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» трагикомеди кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Пьеса авторӗсем — Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.
«Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» пӗччен фронтовикӑн шӑпипе паллаштарать. Оккупациленӗ Кейӳ хулинчен 1941 ҫулта Мирон мучи выҫӑ ачасене ҫӑлса партизан отрядне ӑсатнине унпа пӗр ял ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ те иккен. Чылай ҫул иртсен Мирон мучие хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫӑлнӑ пӗр тӑвансем шыраса тупаҫҫӗ.
Трагикомедин жанрӗ тӗп сӑнарӑн тата ӑна пӗлекенсен чун хевтине ӑнланма май парать тесе пӗлтереҫҫӗ театрта.
Рольсенче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Красова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Владимир Григорьев, Николай Дмитриев, Станислав Владимиров, Александр Степанов, Ирина Архипова, Венера Пайгильдина, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева тата ыттисем выляҫҫӗ.
Акан 8-мӗшӗнчен тытӑнса 10-мӗшӗччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗпе Йошкар-Олари ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри театр-центрӗ пӗр-пӗрин патӗнче гастрольпе пулӗҫ.
Ҫармӑссем Шупашкара виҫӗ спектакльпе килӗҫ. Вӗсем — тӗрлӗ ҫулхисем валли. Акан 8-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, Шупашкар ачисем Е. Тыщук хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Принц тата Чудовище» юмахпа киленӗҫ, акан 9-мӗшӗнче, 11 тата 13 сехетсенче, — А. Чубаровапа И. Егорован «Чудесное превращение Бабы-Яги» хайлавпа, акан 10-мӗшӗнче, 14 тата 18 сехет те 30 минутра, Л. Филатов вырӑс фольклорӗ тӑрӑх ҫырнӑ «Про Федота-стрельца, удалого молодца» юмахпа.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ И. Трер П. Ершов юмахӗ тӑрӑх лартнӑ "Конек-Горбунок" спектакльпе гастрольте пулӗ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи малтанах ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов сцена ӑстисене уявпа саламланӑ.
Кӑҫал жюрипе куракансем пуш уйӑхӗ тӑршшӗпех чи лайӑх спектакльсемпе киленме пултарнӑ. Камсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ-ха?
«Ҫулталӑрки чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Филипповӑн «Ночь перед Рождеством» (Н.В.Гоголь) постановки ҫӗнтернӗ.
«Ачасем валли лартнӑ чи лайах спектакль» номинацире Иосиф Дмитриев «Кот в сапогах» постановкӑпа мала тухнӑ (Ҫамрӑксен театрӗ).
«Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Григорьев «Ночи перед Рождеством» спектакльпе ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх сценографи» номинацире Светлана Зверева «Синкерлӗ шӑпа» спектакле илемлетнӗшӗн ҫӗнтернӗ (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ).
«Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Татьяна Яфанова «Бабочка… Бабочка» спектакльте Эдда рольне калӑпланӑшӑн тата Елизавета Хрисанфова «Синкерлӗ шӑпа» постановкӑра Лизавета ролӗшӗн ҫӗнтернӗ.
Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен.
И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ.
Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |