Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки Раиса Полякова ӗнер 65 ҫул тултарнӑ. Красноярск крайӗнче ҫуралнӑскерӗн вӑл виҫҫӗре чухнех ашшӗ-амӑшӗ тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, куҫса килнӗ, Канашра тӗпленнӗ.
Раиса Полякова театр сцени ҫинче 80 ытла сӑнар калӑпланӑ. Тӗрлӗ репертуарти рольсем лекнӗ ӑна: классикӑлла хайлавсенчисем те, хальхи вӑхӑтри драматургсен ӗҫӗсем те. «Куракана питӗ юрататӑп», — тесе калать иккен артистка. Пӗчӗк куракан-и вӑл, пысӑкки-и — пуриншӗн те чунтан пӗр пек вылянӑ.
1996 ҫултанпа вӑл театрта литературӑпа драматурги пайне ертсе пырать. Спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла вӑл куҫарать. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр чухне сцена ҫине те тухать, юратнӑ кураканӗ валли тӗрлӗ сӑнара калӑплать.
Иртнӗ ҫулхи раштавра Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолечӗ ӳкнине эпир пӗлтернӗччӗ. Инкекре журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем вилнӗччӗ. Ҫав шутра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер та пулнӑччӗ.
Александровӑн ансамбльне юрӑҫсем суйламалли конкурса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет артисчӗсем те хутшӑннӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Москалевпа Сергей Кузнецов унта юрлама пуҫлӗҫ. Театра вӗсене Мускавран солист евӗр чӗнсе илӗҫ.
Рита Кириллова журналист «Фейсбукра» ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Унпа вӗсем тахӑҫан «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хурӑнвар Шӑхаль ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, драматургӗ Анатолий Чебанов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртӗҫ. «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусан, Шупашкар, Чӗмпӗр делегацийӗсем хутшӑнмалла. Анатолий Чебанова пирӗнтен чылайӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чылай ҫул лартнӑ «Праскисем» тӑрӑх пӗлет.
Паллӑ кун ҫывхарнӑ май Тутарстанри чӑваш хаҫатӗнчи ӗҫтешӗмӗрсем Анатолий Чебанов пирки Арсений Тарасов драматургпа тата журналистпа калаҫнӑ. Арсений Тарасов Чебановпа «шел пулин те» «калаҫса курман». «Эпир, драматургипе тӑрмашас тенисем, кӑткӑс пьесӑсем ларттарасшӑн, хамӑра кура интеллигенци, ӑсланса, «тарӑн алтса», «ӗмӗрсем валли» ҫыратпӑр. Ҫав вӑхӑтра эпир пӗлместпӗр те – куракан пире йышӑнать-и, е ҫук-и?..» — шухӑшлать иккен калем ӑсти. Унтан вӑл: «Анатолий Чебанова ытти драматурга хакланӑ виҫе тӑрӑх хаклама та кирлӗ мар. Вӑл халӑх хушшинче пурӑнса, хутшӑнса, ҫынсен кӑмӑлне пӗлет.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Пушкинӑн «Капитанская дочка» историлле романне ыран сцена ҫине кӑларать. Вырӑсла премьерӑна хатӗрленекен артистсемпе режиссерӑн, ытти специалистӑн ӗҫне паян журналистсем хакланӑ.
Спектакле курас текенсене хальлӗхе театрӑн унчченхи вырӑннех, Трактор тӑвакансен культура керменне, йыхравлаҫҫӗ. Премьера ыран, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, тата нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртмелле.
Спектакльте Савельич сӑнарне калӑплакан Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ спектакле Александр Пушкин (вӑл дуэль хыҫҫӑн 1837 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче куҫ хупнӑ) вилнӗренпе 180 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ. Хисеплӗ актер спектакльте Миронов сӑнарӗ лекессе шаннине те пытарман. Ӑна ҫав сӑнар ҫывӑхраххӑн туйӑннӑ. Анчах Савельича уҫса пама та ӑна питех те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл спектакле лартнӑ Мари Эл режиссерӗпе, Василий Пектеевпа, ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртнӑ. Вӑл мӗн калас тенине хисеплӗ артист пӗрремӗш репетицисенчех ӑнланса илнӗ.
Хальхи ҫамрӑксене пирӗнтен хӑшӗсем ҫӑмӑлттай, вӗсене ним кирлӗ мар тесе хурлама пӑхаҫҫӗ. Вӗсем йытӑ хӑваласа кӑна ҫӳреҫҫӗ текенсем йӑнӑшнине ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» туслӑ йышӗпе Вӑрмар районӗнче пулнӑ чух хам куҫпа курса тепӗр хут ӗнентӗм.
Мускав хулинчи аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен каччӑ пӗр ик ҫул каяллах: «Пирус туртни халӗ модӑра мар. Ҫамрӑксен трендне пӗлместӗн эсӗ», — тени асра юлнӑччӗ-ха. Музейсемпе театрсене ҫӳреме юратакан ҫав яш ҫӗршывӑн тӗп хулинче кӑна мар, тӑван тӑрӑхне килсен те хӑш культура учрежденийӗнче мӗнле премьера пынипе кӑсӑкланать. Мускавра пӗрле вӗренекен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан юлташӗпе Чӑваш Ене ҫитсен те вӗсем тӳрех театра ҫул тытаҫҫӗ. «Вӗсем ҫӳреҫҫӗ пуль-ха. Ялта пурнӑҫ ҫапах та урӑхла. Тунсӑхпа аптӑранӑ ҫамрӑксем эрехпе айкашаҫҫӗ», — шухӑшлать пӗлӗшӗм.
Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ял тӑрӑхӗнче пултӑмӑр та унта пурнӑҫ урӑхла вӗрени кӑмӑла ҫӗклерӗ. Пире савӑнтарни: ҫамрӑксен шухӑшлавӗ-ӑнтӑлӑвӗ ылмашни. Ҫакна асӑрханине вӑл енчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Шуйский те палӑртрӗ.
Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Врачпа уҫӑлса ҫӳрени» акци ирттерет. Хальхинче ӑна Раҫҫейӗн студенчӗсен кунне халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫавна май акци иртнӗ май «Будь спортивным! Стань здоровым!» (Спортпа туслӑ пул! Сывлӑхлӑ пул!) студентсен флешмобӗ йӗркелеме шухӑшласа хунӑ. Сывлӑха усӑ кӳрекен утта ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин право тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Петрова ертсе пымалла. Флешмоба медицина факультечӗн студенчӗсене, интернӗсене, ординаторӗсене тата врачсене йыхравланӑ.
Ирхи тӑхӑр сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче пуҫланакан мероприятие кӑмӑл пур кирек пур ҫынна та чӗнеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ.
Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 7–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ. Вӑл 5 куна тӑсӑлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ «Шывармань» постановкӑна курма май пулӗ. Ӑна сцена ҫине 2010 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ. Унта Сарпипе Атнер юратӑвне кӑтартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑнасене «Нарспи» опера кӑтартӗҫ. Ӑна Хусанта, Чӗмпӗрте, Йошкар-Олара, Мускаври оперетта театрӗнче лартнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Сарпике» спектакль курма май пулӗ. Вӑл республикӑра иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав – 2013» театр конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Нарӑсан 12-мӗшӗнче гала-концертра чӑваш классикин шедеврӗсем янӑрӗҫ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ Шупашкар хулинчи вӗренӗве мониторинглакан тата аталантаракан центрпа пӗрле паян Чӑваш елки ирттернӗ. Ӑна республикӑри шкулсенче кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫавна май ачасем «Тӗлӗнтермӗш Юр Пике» конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Елкӑри вӑйӑ-конкурс йӑлтах чӑвашла пулнӑ. Маттур та пултаруллӑскерсене Хӗл Мучипе Юр Пике мухтанӑ, парнине те шеллемен. «Юр Пике—2017» ята Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари Арина Филимонова тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн ҫурчӗллӗ пулнӑ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Чӑваш елкине йыхравлать. Аса илтеретпӗр, ӑна вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |