Авӑнӑн 5-9-мӗшӗсенче Иваново тӑрӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Провинцири театр тӗлпулӑвӗсем» ялти театр ушкӑнӗсен III фестивалӗ иртӗ. Вичугӑри культура ҫуртӗнче ҫав кунсенче пурӗ 16 спектакль курма пулӗ. Театр ушкӑнӗсем Мускав, Улатимӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Мурманск, Архангельск, Омск, Свердловск, Вологда, Ярославль, Иваново облаҫӗсенчен тата Чӑваш Республикипе Мари Элтен пулӗҫ.
Пирӗн республикӑран фестивале Элӗк районӗнчи «Ял тӑрӑхӗсен культурӑпа кану центрӗ» МБКУ ҫумӗнчи халӑх театрӗ хутшӑнӗ. Элӗксем Н.Айзманӑн «Кай, кай Ивана» (реж. И. Афанасьев) спектаткльпе паллаштарӗҫ.
«Ял тӑрӑхӗсен культурӑпа кану центрӗ» МБКУ ҫумӗнчи халӑх театрӗ 44 ҫул хушши куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Кашни спектакле халӑх лӑк тулли пухӑнни те вӗсен ӑсталӑхне пысӑккӑн кӑтартать. Артисем шутӗнче вара — ахаль халӑх, вӗсен тӗп ӗҫӗ ачасене пӗлӳ парассипе, суту-илӳ тӑвассипе, чир-чӗртен сыватассипе ҫыхӑннӑ пулин те пултарулӑх ӑсталӑхӗ те вӗсен ҫӳлти шайра. Паянхи кун халӑх театрне пурӗ 50 ҫына яхӑн ҫӳрет.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунар вӗсене!
Пушӑн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль премьери пулчӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов режиссёр пулса ҫур ӗмӗр каялла Петр Осипов ҫырнӑ камичӗ тӑрӑх «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» спектакль лартрӗ. Сцена илемне хатӗрлекенӗ — Чӑваш Ен халӑх художникӗ Юрий Матросов, ташӑсене лартаканӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов.
Каласа хӑварас пулать — спектакль паянхи кун та хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатман: юратупа ҫемье, пуянлӑхпа чухӑнлӑх, туслӑхпа ултав теми яланах актуаллӑ. Артистсем те хӑйсен сӑнарӗсене лайӑх вылярӗҫ — халӑх тӑвӑллӑ алӑ ҫупса хакларӗ. Уйрӑмах А. Степанов выляни куракансен кӑмалне кайрӗ — Эрех Ваҫҫи сӑнарӗпе вӑл халӑха култарма та пултарчӗ, шухӑша яма та.
Виҫӗмкун «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите курма май килмерӗ пулсан театр сцени ҫинче ӑна тепӗр хут пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче лартӗҫ. Билет туянма, тӑванӑрсене пӗрле чӗнме ан манӑр!
Паллашӑр: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» ӑмӑртун ҫӗнтерӳҫи, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актиси Оксана Драгунова («Пӗртен-пӗррескерӗм» спектакльти Анюта ролӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» ята тивӗҫнӗ)
Оксана Драгунова 1989 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗн Асанкассинче ҫуралнӑ. Пӗлтӗр, 2011 ҫулта, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Студент вӑхӑтӗнче «Заветная мечта» конкурса хутшӑнса 1-мӗш премие тивӗҫнӗ, Ольга Ырсем ячӗллӗ сӑвӑ вулакансен ӑмартӑвӗнче 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Тӗп сӑнарсене те сахал мар вылянӑ: «Ромеопа Джульеттӑри» Джульетта, В. Шекспирӑн «Двенадцатая ночь» спектакльте — Виола, И.С. Тургеневӑн «Месяц в деревне» спектакльте — Вера, А. Островскийӗн «Гроза» спектакльте — Катерина, А.К. Толстойӑн «Власть тьмы» спектакльте — Анютка, М. Достоевскийӗн «Идиот» спектакльте — Аглая.
Театрти пӗрремӗш пысӑк сӑнарӗ — Людмила Сачковӑн «Пӗртен-пӗрескерӗм» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Анюта — ӑна тӳрех тенӗ пек чапа кӑларнӑ. Сцена ҫинче вӑл юратма пултаракан сӑнара калӑплама пултарнӑ.
Опера арийӗсем, Бродвей тата Голливуд кӗввисем, халӑх юррисем… Пӗр каҫлӑха Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ юрӑ-кӗвӗ тӗнчине путрӗ. Кунта виҫӗ тенор гала-концерчӗ иртрӗ. Сцена ҫинче Давид Гвинианидзе, Георг Эннарис тата Алехандро Олмедо юрларӗҫ. Вӗсем Шупашкара пӗрремӗш хут килнӗ. Пурне те килӗшекен опера арийӗсене, неополитансен юррисене, Бродвейпа Голливуд кӗввисемпе Латинла Америка юррисене, тӗрлӗ халӑхсен кӗввисене шӑрантарчӗҫ. Ҫак концертӑн премьери Мускавра, Пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн Европа тата Америка ҫӗршывӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Давид Гвинианидзе «Тӗнче ӑстисем» (выр. «Таланты мира») фондӑн президенчӗ, маларах вӑл Мускаври Ҫӗнӗ Опера театрӗнче тата «Геликон-Опера» солисчӗ пулнӑ. Ҫак фонда вӑл 9 ҫул каялла пуҫарнӑ, халӗ организаци пӗтӗм тӗнчери чи пултаруллӑ 200 ытла вокалистпа музыканта пӗрлештерсе тӑрать. Алехандро Олмедо Плосидо Доминго паллӑ тенор патӗнче юрлама вӗреннӗ. Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑн» ертсе пыракан юрӑҫи пулнӑ.
Иоаким Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫак тапхӑрта артистсем сахал мар спектакль хатӗрленӗ. Ятарласа вӗренмен, чун ыйтнипе ҫӳрекенскерсен ҫитӗнӗвӗсем те сумлӑ. Халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ.
Чӑваш халӑх драма театрӗ 1966 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна Виталий Горбунов пуҫарса янӑ. 40 ҫул ӗнтӗ пултарулӑх ушкӑнне Нина Панина ертсе пырать. Вӑл — паллӑ режиссер, пултаруллӑ педагог, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Халӑх театрӗн репертуарӗ пуян. Куракан умне пултарулӑх ушкӑнӗ 7 спектакль кӑларма пултарать. Вӗсен шутӗнче Волковӑн «Туй икерчи», Угаринӑн «Улькка кинӗн виҫӗ кинӗ», Стаднюкӑн «Юратупа кавӑн», Нина Панинӑн «Йӑх вӑрманӗ» тата ыттисем.
Ҫӗннисенчен пӗри репертуарта грузи драматургӗн «Ханума» пьеси. Кӑҫалхи сезона та артистсем ҫӗнӗ спектакльпе пуҫласшӑн.
Спектакльсенче усӑ куракан япаласене, сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫне артистсем хӑйсем ӑсталаса илемлетеҫҫӗ. Ӗҫ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсем репетицисем ирттереҫҫӗ, ҫитӗнӗвсене, ҫитменлӗхӗсене пӗрле пухӑнса сӳтсе яваҫҫӗ.
Юмахсен каруселӗ каллех Шупашкарта. Пукане театрӗсен Йӑлана кӗнӗ фестивалӗнче хальхинче Тула, Волгоград, Саранск, Чаллӑ Ҫыртан килнӗ хӑнасем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Паян вара Чӑваш пукане театрӗнче семинар иртет. Унта тӗрлӗ хулари театрсем ыр кӑмӑллӑх проекчӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Фестиваль пӗр эрне пырӗ. Тула хулинчи пукане театрӗ Шупашкарта пӗрремӗш хут. Уява вӑл «Сказки у самовара» спектакль илсе килнӗ. Ӑна лартакансем вырӑс халӑхӑн чун-хавалне кӑтартас тенӗ, ҫавӑнпа та артистсен ҫи-пуҫӗ тӗсӗ, хурӑмӗ Тулӑри Филимоново теттисем евӗрлӗ. Спектакле урӑх чӗлхесене те куҫарнӑ. Юмахсен каруселӗ фестивальте артистсем спектакльсем кӑтартнисӗр пуҫне мастер-классене хутшӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн Надежда Алферован пултарулӑх каҫӗ пулӗ.
Юпан 2-мӗшӗнче Культура Марафонӗн йӗркипе Шупашкар районне кӗрекен Иккассинчи Культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Василий Леканов пьесипе лартнӑ «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ. Чи малтан ҫак яла хӑнана килсе каяссине сцена ӑстисем ахаль суйламан паллах. Кунта, юнашарти Платка ялӗнче, РФ тава тивӗҫлӗ, ЧР халӑх артисчӗ Иван Геннадьевич Иванов ҫуралса ӳснӗ, раштавӑн 15-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитет. Спектакле паллӑ артистӑн тӑванӗсемпе тус-юлташӗсем те пуҫтарӑннӑччӗ, Шупашкартан килнӗ сцена ӑстисен вӑййине килленсе курса ларчӗҫ.
Марафон вӗҫленмен — малалла тӑсӑлать. Сӑмахран, юпан 4-мӗшӗнче артистсем Апашри клуб-музейре Николай Угарин пьесипе лартнӑ «Савнӑ кин» спектакль кӑтартнӑ. Ыран вара, юпан 8-мӗшӗнче, Тутаркассинчи Пултарулӑх ҫуртӗнче куракансем валли «Юратсан юрлас килет» спектакль пулӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Турцире иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен «Пин сывлав пӗр сас» (Bin Nefes Bir Ses) IV-мӗш фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Паян Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакльпе фестивале чӑваш артисчӗсем уҫӗҫ.
Чӑваш ушкӑнӗсӗр пуҫне, театр пухӑвне Казахстан, Молдова, Тутарстан, Башкортостан, Украина, Кипр, Македони тата Турци ушкӑнӗсем пырӗҫ.
Спектакльсене Турккӑ Республикин Конья (Konya) хулинчи патшалӑх театрӗнче тата Дилек Сабанджи (Dilek Sabancı) патшалӑх филармонийӗнче лартӗҫ.
Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Шупашкара ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче таврӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхи эрни ирттереҫҫӗ — пӗр-пӗр чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсене суйласа спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл уйӑх патнелле, акан 29-мӗшӗччен, тӑсӑлӗ — ӑна Юхма Мишши 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Виҫӗмкун театрта куракансем Ева Лисина хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» спектакльпе паллашнӑччӗ. Акан 13-мӗшӗнчен пуҫласа театр ҫулҫӳреве тухӗ — Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине» малтан Хусанта («Кольцо» гипермаркетӑн сцени ҫинче; акан 13-мӗшӗ), кайран Кӳкеҫре (акан 15-мӗшӗ), Зеленодольскра (Тутарстан; акан 20-мӗшӗ), Етӗрнере (акан 21-мӗшӗ), Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) ачасене савӑнтарӗҫ.
Акан 19-мӗшӗнче «Театр кунӗ» Вӑрмарта иртмелле — вӑл кун куракансем «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» тата Э.Э. Шмиттӑн «14 писем к Богу» спектакльсемпе паллашма пултарӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) те «Театр кунне» ирттерме палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи уявсем умӗн Шупашкарти пукане театрӗ Елчӗк районне ҫитсе килчӗ — кунта театр кунне ирттерчӗҫ.
Елчӗкри культура ҫуртӗнче артистсем чи малтан Г. Азамӑн «Заяц-победитель» спектакле кӑтартрӗҫ. Шупашкартан килнӗ пукане вылявӗн ӑҫтисен вӑййине курма 250 ытла ача пухӑнчӗ — район центрӗнчен кӑна мар, ача-пӑча ытти ялсенчен те ҫитрӗ.
Тӗп вулавӑшра вара французсен юмахӗ тӑрӑх лартнӑ «Шурӑ кушак» спектакле кӑтартрӗҫ — хальхинче куракансем хушшинче 21 сусӑр ача пулчӗ.
Кашни спектакле ачасем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ — хӑнасене хӑйсем патне тепре те килсе кайма сӗнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |